05 февраля 2010 г.
Кашни ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата пур фермер хуçалăхĕсенче тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Вăхăт иртнĕ çемĕн ватăлса пыракан кĕтĕве çĕнетсе пымалла. Ара, ватăскер час-часах чирлекелет тата унăн продуктивлăхĕ те чакать. Тăкаксем тÿсес мар тесе ертÿçĕ пушмак пăруран ĕне тăвать тата ытти ăратри путек çура туянать. Чылайăшĕ вара ăратлă выльăх туяннăшăн патшалăх тивĕçтерекен пулăшупа усă курмасăрах юлать. Тен çакăн çинчен илтмен, е хут ĕçĕпе хăшкăлассинчен ÿркенет. Сăмах кунта бюджетра пăхса хăварнă тĕллевлĕ укçа-тенкĕ çинчен пырать. Выльăх туянма тăкакланă укçа суммин пĕр пайне епле майпа субсидилеççĕ-ха; Тата çак çăмăллăхпа ялта пурăнакан уйрăм çынсем усă курма пултараççĕ-и;
Çак кăткăс ыйтусем çине Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствин районти специалисчĕ В.Воробьева хурав пама килĕшрĕ. Валентина Гавриловна палăртнă тăрăх, ăратлă выльăх-чĕрлĕхе усрама, вĕсене туянма, ял хуçалăх продукцин пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе кĕтĕве çĕнетме, ăратлă чăхсен çăмартисене е чĕпписене туянма, пахалăхлă сĕт паракан ĕнесене тытса тăма тата ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕсене туянма Чăваш Ен бюджетĕнчен укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ.
Çак субсидие камсем илме пултараççĕ-ха; Паллах, ăратлă выльăх-чĕрлĕхе кил-хуçалăхра йышлăн ĕрчетме çук, çавăнпа та вĕсемпе тĕллевлĕн ĕçленĕшĕн ял хуçалăх организацийĕсене тата фермер хуçалăхĕсене субсидипе тивĕçтереççĕ. Енчен те ĕне е ăратлă кайăк-кĕшĕкĕн çăмартисене туянсан çак çăмăллăхпа уйрăм çынсем те усă курма пултараççĕ (енчен те кил-хуçалăхра хушма хуçалăх йĕркелесе яман пулсан).
Укçана мĕнле ставкăпа тавăрса параççĕ; Ăратлă мăйракаллă шултра выльăх туянсан чĕрĕ виçен пĕр тоннишĕн 50 пин тенкине субсидилеççĕ. Пĕр çăмарташăн – 1 тенкĕ, кайăк-кĕшĕксен талăкри пĕр чĕппишĕн – 2 тенкĕ. Пысăк продуктивлă ĕнене тытса тăнăшăн çулталăка 3100 тенкĕ тавăрса параççĕ, анчах та кун пек чухне 3900 кг-ран пуçласа 4500 кг -ран кая мар сĕт сумалла.Енчен те 4500 кг ытларах сусан, 4200 тенкĕ субсидилеççĕ. Пĕр ама пулăшăн – 2120 тенкĕ. Ăратлă вăкăр вăрлăхĕшĕн туяннă хакăн 70 процентне тавăрса параççĕ.
Субсиди илес текенсен, енчен те çÿлерех асăннă ĕçсене туса ирттернĕ пулсан, ЧР Ял хуçалăх министерствин районти специалисчĕ патне кашни уйăхăн 10-мĕшĕччен ятарлă справкăсем тăратмалла. Енчен те йĕркене пăснă тĕслĕхсем тухсан укçана каялла тавăрса пама тивет. Хирĕçлекенсенчен ăна суд урлă шыраса илеççĕ.
Районта ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес текен хуçалăхсем çук мар. Акă, иртнĕ çулта "Канаш" пĕрлĕх (программăпа килĕшÿллĕн ăратлă пушмак пăрусемпе сыснасем туяннă), "Нектар" (ăратлă сыснасем) тата "Мотор" ЯХПК (ăратлă мăйракаллă шултра выльăхсем) кăтартуллă ĕçлесе пынине палăртса хăварас килет. Выльăх-чĕрлĕх туянма палăртакан хуçалăхсем кăçал та пур, вĕсен йышĕ вара иртнĕ çулхинчен пысăкрах пуласса шанас килет.
А.МЯСНИКОВ хатĕрленĕ.