АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ДИРЕКТОРСЕН КУНĔ ИРТРĔ

05 февраля 2010 г.

Районти вĕрентÿ управленийĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн январĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче Ертÿçĕ кунĕ иртрĕ. Шкул директорĕсем районăн кăнтăр енчи тăрăхĕнче вырнаçнă Уçырма, Карăклă, Сиккасси, Хучел, Шаккăл, Шелттем шкулĕсенче вĕренÿпе воспитани ĕçне мĕнле шайра йĕркеленипе паллашрĕç.

Пирĕн Сиккасси шкулĕнче районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Юрий Серафимович Алексеев, унăн çумĕ Светлана Силовна Иванова, хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ушкăн пуçлăхĕ Владислав Васильевич Сергеев, Канаш енри мĕнпур шкул директорĕсем пулчĕç. Хăнасене тем те интереслентерчĕ: классене курăм тата вĕренÿ хатĕрĕсемпе тивĕçтерни, информатика кабинечĕ, спорт залĕ, мастерской çурчĕ, пирвайхи медицина пулăшăвĕ памалли пÿлĕм тата ытти те. Столовăйпа санузелсем, котельнăйпа библиотека та тимлĕхсĕр юлмарĕç.

Сиккасси вăтам шкулĕ çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕн аталанма тивĕçлĕ условисем туса парассипе ăнăçлă ĕçлет. Мероприяти вĕçĕнче директорсен канашлăвĕ иртрĕ. Директорсем пирĕн шкулпа кăмăллă юлнине палăртрĕç, шкул коллективне малашне пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.

Р.РУСЬ, Сиккасси шкулĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика