АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАРĂН ПĔЛŸ КĂТАРТАÇÇĔ

05 февраля 2010 г.

Шкул ачисем хушшинче çуллен ирттерекен Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен виççĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Районти олимпиадăра мала тухнисем хăйсен пĕлĕвне тата пултарулăхне республика шайĕнче кăтартаççĕ. Пирĕн районти шкул ачисем пысăк çитĕнÿсем тунине палăртма çав тери кăмăллă. Акă Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Василий Данилов (ÿкерчĕкре) биологи предмечĕпе ирттернĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ (Васьăна тĕрĕслеве аслă категориллĕ учитель Рэмма Васильевна Тимофеева хатĕрленĕ). Ăна медальпе тата Дипломпа наградăларĕç. Вася кĕçĕн класранпах çак предмета юратса вĕренет. Шкул хыççăн врач-хирург профессине алла илме ĕмĕтленет. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шансах тăратпăр, мĕншĕн тесен вăл пур предметпа та "пиллĕк" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче районта иртнĕ 8 олимпиадăна хутшăнчĕ, пиллĕкĕшĕнче малти вырăна çĕнсе илчĕ. Обществăлла ĕçре те хастар каччă. Вăл – шкулти çамрăксен организацийĕн президенчĕ.

Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Владислав Васильев çинчен те нумай ырă сăмах калама пулать. Вăл та биологипе иртнĕ республика олимпиадинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ (вĕрентекенĕ аслă категориллĕ учитель Светлана Станиславовна Васильева). Владик биологипе кăна мар, районта 9-мĕш классем хушшинче иртнĕ хими олимпиадинче, 11-мĕшсем хушшинче иртнĕ экологи олимпиадинче çĕнтернĕ. Вăл çак предметсемпе республикăра та пысăк çитĕнÿсем тăвасса питĕ шанас килет. Районти шкул ачисен вĕренÿпе экологи проекчĕсен "Пирĕн кил – Çĕр" номинацири "Кунта эп çуралнă, кунта пурăнатăп, тăван çут çанталăка упратăп" ăмăртăвĕнче те çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнать.

В.ТИМОФЕЕВ, биологи, хими, экологи учителĕсен районти ассоциацийĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика