АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔЛĔХСЕМ ВĂЯ КĔРЕÇÇĔ

05 февраля 2010 г.

Вĕрентекенсем яланах шыравра. Вĕсем шкул ачисене тарăн пĕлÿ парас, уроксене кăсăк та илĕртÿллĕ ирттерес тĕллевпе çĕнĕрен те çĕнĕ ăслайсемпе усă кураççĕ. Паянхи вĕренÿ ĕçĕнче ИКТ мелĕпе уроксем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Сухайкасси вăтам шкулĕнче вăй хуракан вĕрентекенсем те уроксене çĕнĕ технологисене усă курса ирттереççĕ, электронлă учебниксемпе ĕçлеççĕ. Компьютерпа ирттернĕ уроксен тухăçлăхĕ вĕрентекенсен пултарулăхĕнчен нумай килет. Вĕсем тăрăшнипе ачасем тĕрлĕ презентацисемпе проектсем тума вĕренеççĕ. Çавăн пекех интернет олимпиадăсене хутшăнса мала тухаççĕ. Тĕрлĕ инçет вĕренÿ центрĕпе çыхăну тытса пĕлĕвĕсене анлăлатма та вĕсене вĕрентекенсемех хăнăхтараççĕ.

Акă, нумаях пулмасть, республикăри пур шкулта та хальхи вăхăт йĕркипе (on-line) чи пултаруллă вĕрентекенсен ăсталăх фестивалĕ иртрĕ. Уçă интернет уроксене хутшăнасси ачасемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Çакăн йышши пĕрремĕш урок чăваш тата акăлчан чĕлхисен пĕрлештернĕ "Пĕтĕм тĕнчери ырлăх парнелемелли кун" темăпа пулчĕ. Ăна Шупашкарти 5-мĕш " гимнази вĕрентекенĕсем Ю.Лаврентьева, Т.Гурьева тата Н.Семенова ирттерчĕç.

Çак инçет урока Сухайкасси вăтам шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Иванова тата акăлчан чĕлхине вĕрентекен Е.Кузьмина ачасене икĕ ушкăнпа ĕçлеттерчĕç. Вĕренекенсем икĕ халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе паллашрĕç, толерантлăх çинчен калаçрĕç. Чăвашла тата акăлчанла тав сăмахĕсемпе ырă сăмахсем пуплерĕç. Ушкăнсем çавăн пекех пĕр-пĕрне юрă-ташă парнелерĕç. Тĕрлĕ халăх хушшинчи çыхăнăва палăртса, инçет урокри пек малтанах хатĕрленсе, йывăç кÿлепине хутсем çине çырса хатĕрленĕ ырă сĕнÿсемпе çыпăçтарса илемлетрĕç.

Иккĕмĕш урок физика предмечĕпе пулчĕ, ăна Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш " лицей вĕрентекенĕсем Л.Турковская тата Н.Бахмисова ирттерчĕç. Унта вĕсем "Куç витĕмлĕхĕн çитменлĕхĕсем" çинчен каласа кăтартрĕç. Пирĕн шкулта физика предметне вĕрентекен З.Гарифуллина та çак вăхăтра 11-мĕш класс ачисемпе инçет урок шăнăрне тытса пычĕ.

Унтан Шупашкарти 2-мĕш " лицей вĕрентекенĕсем Т.Михайлова тата С.Фролова "Хими çыхăнăвĕ" темăпа химипе биологи урокне ирттерчĕç. Сухайкасси вăтам шкулĕнче химипе биологине вĕрентекен Ю.Федорова 9-мĕш тата 11-мĕш класс ачисемпе çут çанталăкри шывăн пĕлтерĕшне тата вăл ытти япаласемпе çыхăнса пулса иртекен улшăнусене пăхса тухрĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Чăваш Ен пуласлăхран тата пуласлăхшăн" проектне пурнăçа кĕртесси çинчен ачасем хăйсен шухăшĕсене каларĕç.

Ачасене Çĕмĕрлери 8-мĕш " гимнази вĕрентекенĕ П.Галантюк ирттернĕ "Мухтавлă пулсан..." историпе право урокĕ те, Вăрмарти 1-мĕш " вăтам шкул вĕрентекенĕ С.Матросова хатĕрленĕ "Информаци культурин коэффициентне шутласси" информатикăпа математикăн комплекслă урокĕсем те питĕ килĕшрĕç. Пирĕн шкулта истори вĕрентекен И.Баранов, право предметне ертсе пыракан М.Медведева урок юхăмĕнче Раççейĕн патшалăх символĕсем – гербĕн, ялавĕн тата гимнĕн историйĕ, пĕлтерĕшĕ тата авторĕсем çинчен ачасемпе нумай калаçрĕç. Кулленхи пурнăç ăс-хакăл культурипе тачă çыхăнура пулнине, православи тĕнĕ вырăс халăхĕн культурине пысăк витĕм кÿнине палăртрĕç. Математика предметне вĕрентекен А.Зиновьева тата З.Гарифуллина информатик ачасен пултарулăхне аталантарас ĕçре информаци культурине ÿстермеллине практикăра кăтартрĕç.

Инçет çыхăну мелĕпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров республикăра Вĕрентекенсен çулталăкĕ пуçланнине кăтартса пурне те хăйсен пултарулăх мастерскойне йĕркелесе опыта ытларах сарма сĕнчĕ. Ашшĕ-амăшĕ те, шкул ачисем те вĕрентекенсене тивĕçлипех хисеплесе пĕрле ăнăçлă ĕçлессе шаннине палăртрĕ.

Вĕренÿ министрĕ Г.Чернова паянхи вĕрентекенĕн сăн-сăпачĕпе паллаштарчĕ, Чăваш Енри вĕрентекенсен пĕлĕвĕ те, пултарулăхĕ те çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетсе ăнăçу сунчĕ.

Республикăри 8-11 мĕш классенче вĕренекенсем, çав шутраСухайкасси шкулĕн ачисем те, çав кун инçет вĕренÿ мелĕпе туллин паллашрĕç. Кунсеренех аталанса пыракан хальхи информаци тавралăхĕнче интерактивлă йĕркепе пĕр вăхăтрах вĕрентекенсене, ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне урок юхăмне хутшăнма май парать.

Республика шайĕнче иртнĕ интернет фестиваль XXI ĕмĕрти шкул сăн-сăпачĕ тата хальхи çĕнĕ вĕрентекен пултарулăх марафонĕпе вĕçленчĕ. Тĕрлĕ шкул пурнăçĕпе паллаштаракан сюжетсем курнă хыççăн интерактивлă мелпе республикăри вĕрентекенсем, шкул ачисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ Чăваш Енĕн паянхи шкулĕ мĕнле пурăнни çинчен, халăх хушшинче вĕрентекене – паянхи çамрăк ăрăва воспитани паракана – мĕнле хаклани çинчен калаçрĕç.

В.ИВАНОВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика