АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОМИССИ ЯВАП ТЫТТАРНĂ

05 февраля 2010 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ – райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Степанов ертсе пычĕ. Ларура ял тăрăхĕсенче хатĕрленĕ 53 протокола пăхса тухрĕç. Карăклă, Чакаç, Уçырма, Энтрияль, Атнаш ял тăрăхĕсенче пурăнакан граждансен Чăваш Республикин 10-мĕш саккунне е, урăхла, тавралăха тирпей-илем кÿмелли правилăна пăснăшăн административлă йĕркепе явап тытма тиврĕ.

Унсăр пуçне Вăтапуç, Вăрăмпуç ялĕсенчи 16 çула çитмен темиçе çамрăк Канаш хулинче милици аллине лекнĕ. Хулара эрех ĕçнине никам та курмасть е тав-çăрмасть тенĕ-ши вĕсем; Ашшĕ-амăшĕ çумра çук чухне эрех тутанса пăхас килнĕ ĕнтĕ çамрăксен. Çавăншăн вара РФ КоАПĕн 20.22 статйипе килĕшÿллĕн 16 çула та çитмен çамрăксен ашшĕ-амăшĕн штраф тÿлеме тивнĕ. Ача-пăча çакăн çинчен шутлама пĕлет-и-ха. Уçырма ялĕнче милици сотрудникĕсем 14 çулти ÿсĕр хĕрачана тытса чарнă. Çак ÿсĕмрех эрех тутанса курнă пулсан малашне мĕн кĕтмелле вара;

Массăллă информаци хатĕрĕсенче шкул ачисем эрехпе туслашсан вĕсене мĕн кĕтни çинчен час-часах çыратпăр, милици сотрудникĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче ирттерекен тĕл пулусенче те çакăн çинчен тăтăш калаççĕ, апла пулин те ку шухăша кашниех пуçа чикмест çав. Питех те шел.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика