АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МУСКАВРИ ФЕСТИВАЛЕ ХУТШĂННĂ

05 февраля 2010 г.

Мускав хулинчи "Первое сентября" издательство çурчĕ кăларса тăракан "Дошкольное образование" хаçат редакцийĕ кашни çулах "Уçă урок" ятпа педагогика идейисен фестивальне йĕркелет.

Фестивалĕн хăйне евĕрлĕхĕ мĕнре-ха; Унта ярса панă пур статья та хаçат страницисенче кун çути курать. Кунта нимĕнле конкурс жюрийĕ те, редколлеги суйлавĕ те çук. Çавăнпа та кашни учитель е воспитатель хăйĕн ĕçлев меслетне çĕршыври ĕçтешĕсене сĕнме, паллаштарма пултарать. "Уçă урок" фестивалĕн сайтне 40 пин ытла учитель вуланă.

Шăхасанти "Хĕлхем" ача сачĕ вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе тухăçлă усă курма тăрăшать. Садикри воспитательсем Светлана Геннадьевна Степанова сĕннипе педагогика идейисен "Уçă урок" фестивальне иккĕмĕш çул хутшăнаççĕ (ÿкерчĕкре). Кунти кашни педагог хăй хатĕрленĕ уçă урока магнитлă диск çине çыртарса тата пичетлесе "Дошкольное образование" хаçат редакцине ярса панă.

Воспитательсем кăçал та фестивале пысăк хавхаланупа хутшăнас кăмăллă. Вĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн темипе хатĕрленĕ уçă уроксен планне, юхăмне-йĕркине хатĕрлесе çитернĕ. Çывăх кунсенче ăна Мускава ярса парĕç. Ку хутĕнче те шăхасансем пысăк çитĕнÿсем тăвасса шансах тăратпăр. Ара, вĕсем пĕлтĕр те асăннă фестивале хутшăнса хăйсен пахалăхлă ĕçĕпе палăрса Диплом тата сертификат илме тивĕçнĕ. Вĕсен ĕçĕсен кĕске аннотацийĕпе "Открытый урок" пысăк та хулăн журналта паллашма пулать. Дискра вара урока пĕр кĕскетмесĕр вырнаçтарнă. Мĕнле пултаруллă çынсем. Саламлатпăр, малашне те ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика