АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТШАЛĂХ ПУЛĂШĂВĔПЕ ТУЛЛИН УСĂ КУРАСЧĔ

03 февраля 2010 г.

Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе патшалăх тĕллевлĕ ĕçлесе пынине палăртмалла. Приоритетлă наци проекчĕсем йышăннă хыççăн кашни отрасльтех пысăк тата ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Анчах та чылайăшĕ патшалăх енчен килекен пулăшусем çинчен хăлха вĕçĕпе çеç илтнĕ, е пачах та пĕлмест.

Мал ĕмĕтлĕ тата ĕçрен хăраман çынсем çук мар пирĕн районта. Чылайăшне хăйсен ĕçне пуçарса ямашкăн хавхалантаракан условисем çукки чарса тăрать. Паянхи калаçу пирĕн мăйракаллă шултра выльăхсем тытмалли вите хăпартнăшăн патшалăх тивĕçтерекен субсиди çинчен пырĕ. Кама тата мĕнле виçепе тавăрса параççĕ-ха çак укçана; Тата ăна илес тесен мĕнле йĕркесене пăхăнса ĕçлемелле;

Çак ыйтусем çине хуравсем тупас тĕллевпе Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствин районти специалисчĕ В.Воробьева патне çул тытрăмăр. Вăл республика бюджетĕнчен тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли ятарлă правилăсемпе паллаштарма хаваспах килĕшрĕ. Строительство ĕçĕ чăнласах та питĕ кăткăс ĕç. Валентина Гавриловна пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăт тĕлне пирĕн районта çак ĕçе пĕри те пуçăнман. Тен, пулăшу йĕркисем çинчен чăнласах та пĕлмеççĕ, апла пулсан субсиди илмелли йĕрке çинчен каласа кăтартар.

Енчен те вите хăпартмах шутларăр пулсан, патшалăхран ку енĕпе пĕр иккĕленÿсĕр пулăшу кĕтме пулать. Анчах хуралтăн калăпăшĕ те пулмалла, енчен унта мăйракаллă 20 шултра выльăх вырнаçмасан хăвăрăн вăй çине çеç шанма тивĕ. Витене пĕтĕм требованисемпе килĕшÿллĕн хăпартсан фермер унăн инвентаризаци хакĕн 30 процентне каялла илме пултарĕ.

Кунсăр пуçне, вите хăпартакан фермер хуçалăхĕн ял хуçалăх производствинче çулталăкран кая мар тăрăшмалла. Объект çинче строительство ĕçĕсем пуçланнă пулсан тăкаксен пĕрер пайне саплаштарас тĕллевпе авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствине заявка тăратмалла. Çавăн пекех фермер хуçалăхне регистрациленине çирĕплетекен документăн копийĕ, производствăпа финанс ĕçĕсен информацийĕ, статотчетсен копийĕ тата килес çула палăртнă производствăпа финанс ĕçĕсен планĕ пулмалла.

Объекта ĕçе кĕртсен ЧР Ял хуçалăх министерствине çак документсене тăратмалла пулĕ: строительствăпа реконструкци ĕçĕсен проектпа смета документацийĕ, ЧР Хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерствин пĕтĕмлетĕвĕ, енчен подрядчиксене явăçтарнă пулсан – подряд килĕшĕвĕ, Раççей Федерацийĕн Хула строительствин кодексĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн объекта хăпартса лартса малалла ĕçлеме ирĕк пани, фермер хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх тытни çинчен ял тăрăхĕнчен справка, хута янă объекта пилĕк çул хушши тĕллевлĕ ĕçлеттересси çинчен фермер хуçалăхĕн обязательстви, витен инвентаризаци хакне палăртакан справка тата витене регистрациленине çирĕплетекен свидетельствăн копийĕ, ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетет.

ЧР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем документацие еплерех хатĕрленине пăхса тухаççĕ. Унтан Финанс министерстви çак ĕçе малалла илет, документсем килнĕ хыççăн 10 кунтан тавăрса памалли укçа суммине пĕлтерет. Укçа ЧР Ял хуçалăх министерствин счечĕ çинчен фермер хуçалăхĕн счечĕ çине куçать.

Анчах та чылай чухне тĕллевлĕ укçасемпе ултавлă майпа усă курса юлма тăрăшаççĕ. Кун пек тĕслĕхсене тупса палăртсан ЧР Ял хуçалăх министерстви субсиди илнĕ фермер патне укçана каялла тавăрса пама ыйтса уведомлени ярать. Саккуна пăсакансемпе калаçу, паллах, кĕске пулĕ, укçана суд урлă шыраса илĕç.

Енчен те выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме шухăш-кăмăл пулсан, вите хăпартма ан ÿркенĕр, эсир строительство ĕçĕсем çине тăкакланă суммăн 30 процентне каялла тавăрса парĕç.

А.МЯСНИКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика