АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂХĂТЛĂХ ПУРĂНМА ИРĔК ИЛМЕ

03 февраля 2010 г.

Миграци службин районти уйрăмне паспорт пирки кăна мар, ытти ыйтупа та темĕн чухлĕ çын килет. "Эпĕ Украинăран килнĕ. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вăхăтлăх пурăнма ирĕк илесшĕн. Патшалăх органĕсем хирĕç пулмĕç-ши;"– тет.

Хирĕçлев сăлтавĕ тĕрлĕрен пулма пултарать. Вĕсене РФ 115-мĕш саккунĕн 7 статйинче палăртнă. Ют çĕршыв гражданĕсене Раççейре вăхăтлăх пурăнма çакăн пек чухне ирĕк памаççĕ е маларах панă ирĕке туртса илеççĕ:

- Раççей Конституцийĕн никĕсне вăйпах улăштарма хăтланать пулсан, Раççей патшалăхĕ тата унăн гражданĕсен умне хăрушлăх кăларса тăратать пулсан;

- террорла (экстремистла) ĕçсем хатĕрлет, вĕсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕпе пулăшса тăрсан;

- вăхăтлăх пурăнма ирĕк илме ыйтиччен пилĕк çул хушшинче административлă йĕркепе пирĕн çĕршывран кăларса яма йышăну пулнă тăк;

- суя документсем тăратнă е хăй çинчен суя хыпар пĕлтернĕ пулсан;

- йывăр е уйрăмах йывăр преступлени туса судпа айăпланнă, суд приговорĕ вăя кĕнĕ пулсан;

- йывăр е уйрăмах йывăр преступленишĕн судпа айăпланă срок тухман пулсан;

- ют çĕршыв гражданĕсен Раççей Федерацийĕнче пурăнмалли саккуна пăсса çулталăкра 1-2 хутчен административлă йĕркепе явап тытнă пулсан;

- Раççей территорине килнĕ хыççăн виçĕ çултан та хăйне пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтереймен пулсан;

- Раççей патшалăхĕнчен ют çĕршыва яланлăх пурăнма тухса кайнă пулсан;

- Раççей Федерацийĕн тулашĕнче ултă уйăх ытла пулмасан;

- Наркоманипе чирлĕ тĕк е ВИЧ-инфекципе чирлĕ маррине çирĕплетекен сертификат çук, ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан чирпе чирлĕ пулсан;

- Раççее килнĕ хыççăн ФЗ-115 саккунăн 6.1 статйин 5-мĕш пунктĕнче пăхнă срокпа килĕшÿллĕн документсем тăратман пулсан. Çакна та каласа хăвармалла: вăхăтлăх пурăнмалли ирĕке ют çĕршыв гражданĕсене квотăпа параççĕ.

Л.ПОГАЙДАК, шалти служба майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика