АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУРТМАЛЛИ ХУТĂШСЕМШĔН САККУНПА АЙĂПЛАÇÇĔ

03 февраля 2010 г.

2010 çулхи январĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Правительстви 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн Правительствин наркотиксен çаврăнăшĕн ыйтăвĕпе çыхăннă хăш-пĕр йышăнусене улшăнусем кĕртесси çинчен" тунă Постановлени вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн туртмалли хутăшсене (курительные смеси) туса кăларма, упрама, халăх хушшинче сарма, услам илес тĕллевпе сутма, контрабанда мелĕпе усă курма юрамасть.

Раççей Федерацийĕн саккунĕпе тата пĕтĕм тĕнчери килĕшÿсемпе наркотикла япаласен списокне шур курăк çулçи (шалфей предсказателей), сальвинорин А, Гавая рози чечекĕсен вăррисем, кăвак лотос чечекĕн çеçкисемпе вăррисем те кĕреççĕ. Çавна май хальхи вăхăтра кунта асăннă курăксене, вĕсен вăррисене сутнăшăн е туяннăшăн уголовнăй йĕркепе явап тыттараççĕ.

Çавăн пекех РФ Уголовнăй Кодексĕн 231 статйипе килĕшÿллĕн шур курăка (шалфей предсказателей), Гавая розине, кăвак лотоса – пĕтĕмпе 10 тĕслĕ ÿсен тăрана – акса-лартса ÿстерме юрамасть.

Профилактика ĕçĕсене пурнăçласа тата туртмалли хутăшсене саккуна пăсса халăх хушшинче сарнă тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе Канаш хулипе район прокуратурин сотрудникĕсем наркоконтроль, налук службисен, вĕрентÿ управленийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле чылай мероприяти ирттерчĕç. Туртмалли хутăшсене хатĕрлекен, сутакан точкăсене тупса палăртасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр.

Пĕрлехи тĕрĕслев вăхăтĕнче Шупашкар хулинче пурăнакан Е.Ю.Мидакова тытса чарнă. Унăн "ВАЗ-2112" автомашининче "Спайс" йышши туртмалли хутăшсем тупнă. Вĕсене тĕпченĕ хыççăн туртса илнĕ хутăшсем наркотик пулманни палăрнă. Çавăнпа та Е.Ю. Мидаков тĕлĕшпе прокуратура следователĕ уголовнăй ĕç пуçарман.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче С.А.Афанасьев гражданин Канаш хулинчи пĕр суту-илÿ павильонĕнче туртмалли хутăшсемпе сутă тунине палăртнă, анчах тĕрĕслевçĕсем çитиччен çав суту-илÿ точки ĕçлеме пăрахнă.

Канаш хулинче тата Канаш районĕнче туртмалли хутăшсене сутакан çынсене, вырăнсене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприяти малалла пырать.

О.ИВАНОВ, Канаш хулипе район прокурорĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика