АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АВТОБУС САККАС ПАРАКАНСЕНЕ – ТŸЛЕВСĔР ЭКСКУРСИ

03 февраля 2010 г.

Хула урамĕсем тăрăх илемлĕ çĕнĕ автобуссем çÿренине пурте асăрханă пулĕ, вĕсем халĕ хула хушшинчи кашни маршрутах тивĕçтерсе тăраççĕ. Çак кĕске вăхăт хушшинче Канашри ПАТПна вĕсене пурĕ 60 автобус илсе килнĕ. Куншăн Чăваш Республикин Правительствине тав сăмахĕ каламалла. Пĕлтĕр Раççейре хамăрăн автопрома пулăшса пыма федераллă программа йышăннă пулнă, унта пирĕн республика та хутшăннă.

Программăпа килĕшÿл-лĕн автобуссен 70 процентне федераци, 30 процентне республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Хамăрăн автопрома пулăшса пымалли федераллă программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе Канашри ПАТП валли Канашри автоагрегатсен заводĕнче туса кăларнă мостсем вырнаçтарнă çĕнĕ автобуссем кÿрсе килнĕ. Ку, паллах, вырăнти заводшăн пысăк пулăшу.

Тата çакна та палăртса хăвармалла, çĕнĕ автобус хăйĕн пĕрремĕш рейсне тухиччен унпа тĕрлĕрен акци туса ирттереççĕ. Çакă ырă пулăм Канашри ПАТПра çирĕп йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть черетлĕ акци витĕмне хăйсем çинче Канаш хулинчи виççĕмĕш шкулăн иккĕмĕш корпусĕнче кĕçĕн класра вĕренекен ачасем туйса илчĕç. Вĕсем Канаш хули тăрăх экскурсие тухрĕç, ку çеç те мар, çул çÿрев шкул ачисемшĕн тÿлевсĕр пулчĕ. Шăпăрлансене хулари паллă вырăнсемпе хулари краеведени музей фончĕн заведующийĕ Н.Шмонина паллаштарчĕ, çавăн пекех музея "хăнана" та илсе кĕчĕ.

Çак тивĕçе епле майпа çĕнсе илме пултарнă-ха виççĕмĕш шкулăн иккĕ-мĕш корпусĕнче вĕренекенсем; – ыйтма пултаратăр эсир. Кунта вара нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Канашри ПАТП иртнĕ çулта тĕрлĕрен хуласене экскурсие тухса çÿреме автобус саккас тунă хулари кашни шкулах пĕрер путевка валеçсе панă. Унпа кирек хăш вăхăтра та шкулта вĕренекенсем хула тăрăх пĕр хутчен экскурсие тухма пултараççĕ.

Районти шкулсем те Канашри ПАТП автобусĕсемпе çула тухмасăр тăман паллах. Предприяти ертÿ-çисем Вăтапуç, Карăклă, Шăхасан, Вырăскас Пикших, Шуркасси, Пайкилт тата Сухайкасси шкулĕсене палăртса хăварчĕç. Çÿлерех асăнса хăварнă районти шкулсем валли вара акци урăхларах майпа иртет, вĕсем кăçал экскурси автобусне кăшт йÿнĕрех хакпа çыртарса илме пултараççĕ.

Канашри ПАТПра килес çул валли тата ытти акцисем те пăхса хăварнă. Çулталăк хушшинче автобус саккас тăвакан шкулсене автотранспорт предприятийĕн ертÿçисем кÿрентермĕç. Акци условийĕсемпе тĕплĕнрех 8-937-397-20-78 телефонпа шăнкăравласа пĕлме пулать.

Халĕ вулакансене Канашри ПАТП экскурсие илсе тухакан хуласемпе кĕскен паллаштарам-ха. Хăтлă тата çĕнĕ автобуссем эсир ыйтнипе Санкт-Петербурга, Мускава, Болдинăна, Чулхулана, Хусана, Чĕмпĕре, Улатăра, Шупашкара, Шуршăла, Дивеевăна, Çĕрпÿне çитсе килме пултараççĕ. Ку çеç те мар, енчен те эсир хăвăр маршрутпа каяс тетĕр пулсан, предприяти ертÿçисем сирĕн ыйтăвăра пăхса тухма хатĕр. Тахçантанпа тухса кĕме ĕмĕтленнĕ çул-çÿрев пурнăçланĕ. Автобуссене саккас тума васкăр, тÿлевсĕр экскурсие Канаш хули тăрăх кашни коллективах выляса илме пултарĕ, тăтăшах çыхăну тытакансем çавăн пекех автобуссене йÿнĕрех хакпа та саккас тума пултараççĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика