03 февраля 2010 г.
Сиккассинчи музыка шкулĕн Карăклăри филиа-лĕнчен вĕренсе тухнисем хушшинче пурнăçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтарнисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – районти культура çурчĕн сасă операторĕ Е.Иванов.
– Хам та пĕлместĕп, музыкăна мĕншĕн юратма пуçланă-ха эпĕ; Манăн атте салтакра чухне çар оркестрĕнче труба каланă. Тен, унăн пултарулăхĕ ман çине куçнă. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне аттепе аннене аккордеон калама вĕренес кăмăл пуррине пĕлтертĕм. Тепĕр кунах мана Наталия Николаевна ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл тăрăшнипе аккордеонпа илемлĕ çемĕсем кăларма вĕрентĕм, – аса илчĕ Женя.
Алла аттестат илсен çамрăк каччă Канашри педагогика колледжĕн йышăну комиссине хут çырса панă, кирлĕ документсене тăратнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса музыка уйрăмĕнче вĕренекенсен йышне кĕнĕ. Компьютерпа та туслашнă. Виçĕ çул та вунă уйăх хаваслă та хăвăрт иртнĕ. Çамрăк специалиста ачасен "Космонавт" кану лагерьне музыка ертÿçи пулса ĕçлеме янă. Ачасемпе тĕрлĕ çĕре концертпа çÿренĕ чухне пултаруллă çамрăка районти культура çуртĕнче ĕçлекен В.Борисовăпа В.Стеклов асăрханă, хăйсем патне ĕçлеме чĕннĕ. Турткалашса тăман Женя, килĕшнĕ вĕсен сĕнĕвĕпе.
Тăваттăмĕш çул ĕçлет Евгений районти культура çуртĕнче сасă операторĕнче. Ĕçтешĕсем те, района ертсе пыракансем те ăна хисеплеççĕ, вăл юрлакан юрăсене ватти-вĕтти юратса, хавхаланса итлет.
Пултарулăх ĕçĕнче курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн Евгений Иванова Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тăратнă.
В.АЧЧА.