АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ЛАЙĂХ" ПАЛЛĂПА ХАКЛАРĔÇ

03 февраля 2010 г.

Районти ялсенче халăх пухăвĕсене ирттересси малалла пырать. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Г.Петров ертсе пыракан ушкăн Сиккасси ял тăрăхĕн администрацийĕн иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăха палăртнă плансемпе паллашрĕ.

Сиккасси ял тăрăхне Н.Вазинге ертсе пыма тытăннăранпа кунта ырă улшăнусем нумай пулчĕç. Çаврăнăçуллă, лара-тăра пĕлменскер пур ыйтăва та вăраха ямасăр, çийĕнчех татса пама тăрăшать. Йывăрлăхсем пулсан ăна ял-йышпа пĕрле сÿтсе явать, лару-тăрăва уçăмлатмалли майсене шырать, аслисен сĕнÿ-канашне шута илет. Çакăн пек куратăп эпĕ хамăр ял тăрăхĕн пуçлăхне.

Ялта пурăнакансен хушу-наказĕсене пурнăçласа пыма вырăнти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем те нумай пулăшаççĕ. Пĕлтĕр депутатсен Пухăвĕн 14 ларăвĕ иртнĕ, 52 постановлени, 48 распоряжени кăларнă.

Сиккассипе Яманкасси ялĕсенче пурĕ 675 хуçалăх: Сиккассинче – 457, Яманкассинче – 218. Вĕсенчен Сиккассинче 370 килте, Яманкассинче 157 килте пурăнаççĕ. Пĕтĕмпе вара асăннă ялсенче пурăнакансен шучĕ 1556 çын. Илсе кăтартнă цифрăсем ялсенче пушă ларакан çуртсен хисепĕ нумай пулнине калаççĕ. 2009 çулта ял тăрăхĕнче 17 ача çуралнă, 20 çын пурнăçран уйрăлнă. Вырăнти участок больницин тĕп врачĕ М.Горшкова каланă тăрăх, пенси çулне çитмен вăй питти çамрăк арçынсем ытларах вилеççĕ. Циррозпа вилекенсем нумайланса пыраççĕ. Вăрçă ветера-нĕсем – виççĕн, пĕр салтак арăмĕ, воин-"афганецсем" – пиллĕкĕн, Чечня вăрçине хутшăннисем 12 çын, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнисем 300 ытла çын... 15 çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли черетре тăрать, вĕсенчен виççĕшĕ – нумай ачаллă çемьесем.

Иртнĕ çул Сиккасси ял тăрăхĕ 150 пин тенкĕ тÿлесе пушар машини туяннă. Халăхран 108100 тенкĕ пуçтарнă (çын пурăнакан кашни хуçалăхран 300 тенкĕ), çитмен суммăна "Агротеп" ООО (ертÿçи Н.Поверный) парса пулăшнă. Халĕ машина çула тухма хатĕр. Малтан укçа парайманнисем паян та пырса тÿлеме пултараççĕ, парăма каялла тавăрса памалла-çке. "Агротеп" организаци Сиккассипе Яманкассинчи урамсенчи çулсене якатса-тирпейлесе тăрассипе те нумай пулăшать.

Ял тăрăхĕнче пĕлтĕр çÿп-çап пуçтарма 10 контейнер туянса вĕсене урамсене, масар çине вырнаçтарнă. Сиккассинчи культура çуртне тулаш енчен тĕплĕн юсаса капăрлатнă. Халĕ кунта хулари пĕр-пĕр чаплă кермене кĕрсе тухнă евĕрех: илемлĕ, хăтлă.

Вăйлă шыв-шур вăхă-тĕнче Вăрăм урлă вăхăтлăх усă курма тунă каçăсене час-часах юхтарса каять. Юхан шыв яла икĕ пая уйăрнă пирки ытти урамсенче пурăнакансене автобус чарăнăвне, больницăна çитме инçе. Çавăнпа та ял-йыша тÿртен çулпа çÿреме çирĕп каçă кирлĕ. Ăна тумалли хатĕрсене тахçанах кÿрсе килнĕ. Анчах вырăнне ниепле те палăртайманни ĕçе чарса тăрать. Çак ыйтăва шута илмесен ял тăрăхĕнче тума палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланă.

Яманкасси ялĕнче икĕ урама çыхăнтаракан тăкăрлăкра ĕмĕрхи шурлăха тăпрапа тултарса, пăрăх хурса, чул сарса çул тунă. Атту çуркуннерен пуçласа мĕн çĕр шăнтичченех урамсене автотранспортпа кĕрсе тухма çукчĕ. Масара каякан çул çинче те çырма урлă каçса çÿреме шутсăр кансĕрччĕ. Кунта та пăрăх хурса, чул сарса якатнă кĕпер-çул пур. Унсăр пуçне кăçалхи хĕлле юр çунă-çуман тăкăрлăкри, урамри çулсене тасатса тăраççĕ. Тавах! Кун пекки чылайранпа пулманччĕ-ха. Лаша çуни е выльăх туянма килекен тутарсен машини йĕрĕпе çÿрени те пулкаланă.

Ял тăрăхне тирпей-илем кÿрес ыйту пурпĕрех чи çивĕччисенчен пĕри. Ку ыйту пирки ял пуçлăхĕн кăна пуç ватмалла мар, ялта пурăнакан кашни çыннăн тавралăх тирпейлĕхĕшĕн кăштах та пулин шухăшламаллах. Хăшĕ-пĕрин кил-çуртĕнче çав тери таса, хăтлă, анчах урай çунă шыва, кил картинчи çÿп-çапа урама тухса пăрахни çак илеме пăсать. Тавралăха вараланăшăн явап тыттарма пуçласан, тен, юхан шыв, çырма хĕррисем, урам варрисем тасалма пуç-лĕç-и;

Районтан килнисем ял çыннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç, хăшĕсене çырса илчĕç. Сиккассинче те, Яманкассинче те ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçне "лайăх" хак пачĕç. Сиккассинчи культура çурчĕн ĕçченĕсен концерчĕ те пысăк хавхалану кÿчĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика