АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ

03 февраля 2010 г.

ÇАМРĂКСЕНЕ АКАДЕМИ ЧĔНЕТ

Вăтам пĕлÿ илни çинчен пĕлтерекен аттестата алла илсен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç умне çĕршер çул тухса тăрать. Ăçта каймалла, мĕнле професси суйласа илмелле; Районти çамрăксене пулăшас тĕллевпе Канаша Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ăсчахĕсем килчĕç. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче вĕсем районти шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакансемпе тĕл пулчĕç.

Биотехника факультечĕн деканĕн çумĕ А.Терентьев, çĕр ресурсĕсен технологи управленийĕн кафедрин заведующийĕ К.Захаров профессор, ял хуçалăх ăслăлăхĕн докторĕ А.Лаврентьев профессор пулас абитуриентсене хăйсем ĕçлекен аслă вĕренÿ заведенийĕ, унта вĕренме кĕмелли условисем, экзаменсем, студентсен пурнăçĕ, мĕнле специалистсем хатĕрлени çинчен каласа пачĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç, буклетсем валеçрĕç.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров районта ял хуçалăхĕ мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Вăл чылай хуçалăхра агрономсем, инженерсем, экономистсем, зоотехниксем çитменнине палăртса хăварчĕ.

УРАМСЕНЕ ÇУТĂ КĔРТЕС ЫЙТУПА

Район администрацийĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи ялсенчи çĕнĕ урамсене электрификацилессине хăвăртлатасси çинчен" Указне пурнăçа кĕртес ĕç мĕнле пынине сÿтсе явнă. Канашлăва район администрацийĕн яваплă çыннисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, республикăри проект организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.

Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов Хушăва пурнăçа кĕртес енĕпе нумай вăй хумаллине аса илтернĕ. Районти 27 ялта çĕнĕ урамсем çутăсăр лараççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен проект организацийĕсемпе пĕрле ĕçсен калăпăшне, мĕн хака ларнине палăртмалла.

Çавăн пекех канашлура проектпа смета документацийĕсене хатĕрлес ĕçре сиксе тухма пултаракан ыйтусене тишкернĕ.

БИБЛИОТЕКАРЬСЕМ КАНАШЛАНĂ

Районти библиотекарьсен семинарне райадминистрацин культура секторĕн заведующийĕ В.Павлова уçнă. Вăл Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă, иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, кăçал тумалли тĕп ĕçсем çинче чарăнса тăнă.

Информаципе библиографи пайĕн заведующийĕ Т.Григорьева халăх валли йĕркеленĕ компьютер пĕлĕвĕн шкулĕ епле ĕçлени çинчен каласа панă. Семинар тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитессине халалласа "Паттăрлăх тата мухтав çулĕпе" ятпа кĕнекесемпе ÿкерчĕксен куравне хатĕрленĕ. Инноваципе методика пайĕн ертÿçи Л.Андреева "Вилнисен тата чĕррисен чапĕ" темăпа калаçу-диалог ирттернĕ, кураври литературăпа палаштарнă.

Семинарта Аслă Çĕнтерĕве халалласа районти библиотекарьсем хушшинче "Иртнĕ кунсен таса астăвăмĕ" ятпа конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Семинар Матьшÿ ялĕнчи тĕслĕх библиотекин заведующине Ф. Ивановăна юбилей ячĕпе саламланипе вĕçленнĕ.

ШУРШĂЛА КАЙСА КИЛНĔ

Ăвăспÿрт Кипечри А.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем вĕренÿре те, шкул пурнăçĕнче те активлă. Çакăншăн вĕсене Шуршăл ялĕнчи Космонавтика музейне илсе кайнă.

Музейра ачасене питĕ килĕшнĕ. Экскурсовода тимлĕ итленĕ, ăна хăйсене интереслентерекен ыйтусем те панă. Çул тăршшĕпех мĕн курни-илтни çинчен калаçу татăлма пĕлмен.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика