03 февраля 2010 г.
Виçĕмкун район администрацийĕн службисен, пайĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем кашни уйăхăн пĕрремĕш тунтикунĕнче иртекен анлă ларăва пухăнчĕç. Тĕп ыйтусем пиллĕк пулчĕç. Яланхи пекех ларăва райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ.
Пĕрремĕш ыйтупа Патшалăх пушар тĕрĕслевĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов тухса калаçрĕ. Пĕлтĕр районта вут-кăвар 77 хутчен алхаснă. 3,49 миллион тен-кĕлĕх тупра кĕлленнĕ, 6 çыннăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă, вĕсенчен 5-шĕ эрехе пула вилĕм тупнă, 3 çын пиçсе кайнă, сĕрĕм тивнипе анранă. Пурăнмалли çурт-йĕр секторĕнче 58, коллективлă садсенче 8, транспортра 8 пушар ялкăшнă. Ултă машинă юрăхсăра тухнă. Инкекĕн тĕп сăлтавĕсем – вут-кăварпа асăрхануллă пулманни, электрохатĕрсене тĕрĕс вырнаçтарманни тата вĕсемпе пĕлсе усă курманни, ача-пăча ашкăнăвĕ, механизмсемпе агрегатсем юсавсăрри тата ытти те.
Иртнĕ çул Пайкилт тăрă-хĕнче 5 хутчен, Ухман таврашĕнче 4 хутчен, Хучел, Вăрăмпуç, Уçырма енче 3 хутчен хĕрлĕ автан çурт тăрринче ташланă. Кăшнаруй ял тăрăхĕнче çулăм 3 çыннăн пурнăçне илсе кайнă, Хучел, Шелттем, Сухайкасси, Вăтакас Кипеч таврашĕнче вут-кăвара пула пĕрер çыннăн вăхăтсăр автан авăтман яла кайма тивнĕ.
Иртнĕ çул инспекци планпа палăртнă 279 мероприяти, планпа пăхман 219 мероприяти ирттернĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн 500 пин тенкĕлĕх штраф панă. 15 материала район судне тăратнă, 5 уголовнăй ĕç пуçарнă.
Юлашки вăхăтра çил-тăманлă кунсем пулчĕç. Урамсене юр хÿсе кайрĕ. Хăш-пĕр ялсенче çулсене, шыв патне пымалли вырăнсене тасатман. Инкек мĕн пулас пулсан вут-çулăма вăхăтра чарма май килмĕ. Çулсене тракторпа хырма бюджета укçа хывса хăварнă. Çавăнпа та çак ĕçе тума укçа çукки çине йăвантарма сăлтав çук.
Ветеринарин районти тĕп врачĕ А.Степанов выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци 2009 çулта мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Пĕтĕм-летĕвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе пирĕн хаçат кăрлачăн 29-мĕшĕнче тухнă номерĕнче "Профилактика яланах тĕп вырăнта" интервьюра паллаштарнăччĕ. Интересленекенсене çав номере тупса вулама сĕнетпĕр.
Районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Л.Арсентьева районта Çамрăк суйлавçăсен кунне хатĕрленсе ирттермелли мероприятисем пирки тухса калаçрĕ. Çав кун вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсен, предприятисемпе учрежденисен тата организацисен администрацийĕсен çамрăксем валли массăллă мероприятисем йĕркелемелле. Мероприятисенчен хăшĕ-пĕрисене пĕлтерер-ха: тематика занятийĕсем; суйлав прависемпе викторина; суйлав тематикипе чи лайăх плаката, ÿкерчĕке, такмака палăртмалли конкурссем; вырăнти хăй тытăмлăхăн тата патшалăх влаçĕн должноçри çыннисем, суйлав комиссийĕн членĕсем вĕренекен тата ĕçлекен çамрăксемпе тĕл пуласси; суйлава йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă ыйтусемпе тата суйлав прависемпе тата процесĕпе пичетленĕ материалсен куравĕсем; çитес суйлава халалланă культурăллă-массăллă, илĕртÿллĕ мероприятисем, спорт ăмăртăвĕсем. Çак мероприятисенче законодательствăпа çирĕплетнĕ суйлав умĕнхи агитаци сĕмĕ пулмалла мар.
Ял тăрăхĕсен кăçалхи нарăсăн 8-мĕшĕ тĕлне хăйсен территорисенче Çамрăк суйлавçăсен кунне ирттермелли мероприятисен планне районти суйлав комиссине тăратмалла. Кăçал Чăваш Республикинчи тĕп суйлав комиссийĕ 15 çул тултарать. Çак событине мероприятисенче палăртнине ырласа кăна йышăнĕç.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленни çинчен халăх çыравĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ А.Никитина каласа пачĕ. Вăл кăçалхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет. Пĕлтĕр Çырава хатĕрленессин тĕп ĕçĕсенчен пĕрне тунă. Вăл – пурăнмалли вырăнсенчи çуртсен списокне хатĕрлесси. Çак ĕçе 31 регистратор пурнăçланă. Виçĕ эрнере вĕсем районти пур яла та çитнĕ, кашни çурта карттă çинче паллă тунă, списоксене çĕнĕ çуртсене кĕртнĕ, çуннисене хуратнă. Районĕпе улшăнусемпе тÿрлетÿсем 1503 пулнă. Ял тăрăхĕсенче: Асхва – 262, Сухайкасси – 97, Уçырма – 84, Шăхасан – 90. Ялсенчи çуртсен списокĕсене Чăвашстата тăратнă.
Районта 7 çырав, 27 инструктор, 108 шутлав участокĕсем туса хунă. Хальхи вăхăтра çак участоксем валли ĕç вырăнĕсем хатĕрлес енĕпе ĕçлеççĕ. Информаципе ăнлантару ĕçĕсене 2008 çултах пуçăннă. Халăх çÿрекен учрежденисенче Çыравпа çыхăннă стендсем йĕркеленĕ. Район тата ял тăрăхĕсен сайчĕсенче çак енĕпе вырнаçтарнă материалсем хушăнсах пыраççĕ. Хатĕрленÿ тапхăрĕнчи информаципе ăнлантару кампанийĕнче ачасен ролĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе республикăри ачасемпе çамрăксем хушшинче "Манăн кил – манăн Чăваш Ен" темăпа пултарулăх конкурсĕ ирттернĕ. Районтан 14 ĕç тăратнă. Кĕçĕн ушкăнра Çĕнĕ Аччари ача сачĕн воспитанникĕ Ваня Порфирьев, вăтамминче Катек вăтам шкулĕнче вĕренекен Юля Осипова, аслă ушкăнра Кристина Петрова (Вăтакас Татмăш шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ В.Ижендеев кредит илессинчи çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ.
Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Нацин приоритетлă проекчĕсене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Халăх хускатакан çивĕч ыйтусене çийĕнчех татса парас енĕпе конкретлă мерăсем йышăнмаллине хытарсах каларĕ. "Ачалăх ячĕпе – ачасемшĕн" ыр кăмăллăх марафонне активлăрах хутшăнма чĕнчĕ. Лару Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕç пулнисене свидетельствăсем панипе вĕç-ленчĕ.
В.АЧЧА.