29 января 2010 г.
ÇĔНЕЛЕÇÇĔ ЛАВККАСЕМ, ТАВАРПА ПУЯН ВĔСЕМ
Кăçалхи çул Канаш кооператорĕсемшĕн уйрăмах асра юлмалли çулталăк - районти потребительсен обществине йĕркеленĕренпе 80 çул çитет. Хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче райпо тĕрлĕ улшăну тапхăрĕсене тÿссе ирттернĕ - райпотребсоюз пулнă вăл пирвай, унтан ăна райпотребобщество статусне панă, анчах хăйĕн тĕп тĕллевне нихăçан та улăштарман. Халăха куллен кирлĕ таварсемпе туллин тивĕçтерессишĕн, ял çыннисен пурнăç условийĕсене май килнĕ таран лайăхлатассишĕн тата çăмăллатассишĕн сакăр вунă теçетке çул хушши ырми-канми тимлеççĕ райпо ĕçченĕсем.
Райпо коллективĕ, кризис чăрмавĕсем такăнтарнине пăхмасăр, ура çинче çирĕп тăрать, хăйĕн сумлă юбилейне ĕçри ÿсĕмсемпе кĕтсе илет. Пурлăхпа техника никĕсĕ çулсерен çирĕпленнине, суту-илÿ тата общество апатланăвĕн предприятийĕсем капăрланса юсаннине тата çут çанталăк газĕ çине куçнине, пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ ÿссе пынине курса тăрса ял çыннисем те кооператорсемпе пĕрле чунтан савăнаççĕ.
Çĕнĕ çул умĕн райпо Совечĕн председателĕпе Валерий Павловпа пĕрле ялсенчи магазинсенче пултăм та çакна хам куçпа курса ĕнентĕм. Шаккăлта магазин калăпăшĕпе Канашри суту-илÿ центрĕсенчен ним чул та кая мар - 400 тăваткал метра яхăн. Урайне керамзит плиткисене тикĕссĕн сарнă, маччана тĕрĕллĕ кантăк плиткăсем илем кÿреççĕ. Чылай ялта кун пек капăрлăх кураймăн.
- Ку чухнехи дизайн магазина çĕнĕ сăн-сăпат кÿрĕ. Хулари лавккасенчен пĕр утăм та кая юласшăн мар эпир. Анчах малтан çивиттине тĕпрен юсаса çĕнетĕпĕр, - терĕç Вячеслав Аристарховпа Андриян Иванов, райпори строительство бригадин харсăр та тăрăшуллă маттурĕсем.
Магазин заведующийĕ Галина Васильева тавар туянма килнĕ кашни çынна ăшшăн кĕтсе илет.
- Юр-вар туянасшăн-ха эп. Галя хĕрĕм, турăх свешăй-и; - тет мучи, туя çине таянса витринăри таварсене вăйсăр куçĕпе хакланă май.
- Ĕнер кăна кÿрсе пачĕç. Хăйма, сĕт кирлĕ мар-и;
Галина Павловна мĕн пур тавара мучие хутаçа тирпейлĕн хурса пачĕ. Магазинтан кăмăллăн тухса кайрĕ ватă çын.
Çакна тÿрех асăрхарăм: ял çыннисем юратаççĕ ăна. Куншăн тĕлĕнме кирлех-ши; Патăрьел районĕнчи Çĕнял хĕрĕ Шаккăлти магазинта çирĕм çул вăй хурать. Çак ялта хăйĕн юратăвне тупнă вăл - совхозри маттур механизаторпа Валерий Васильевпа пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Икĕ ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем: Сергей Канашри педколледжра программиста вĕренет, Саша ялти шкулта тăваттăмĕш класра пĕлÿ илет.
- Канашри райпора виçĕ хĕр-тантăш - Люда Ефимова, Зина Григорьева тата эпĕ сутуçăна вĕрентĕмĕр. Вăтапуçĕнче тата Канашри "Сельхозпродукты" магазинта стажировкăра пулнă хыççăн 1990 çулта Шаккăла ĕçлеме килтĕм. Кунтан урăх ниçта та куçман, - тет Галина Петровна. - Римма Матросова манран маларах та килнĕ кунта. Туслăн, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлетпĕр.
Эпĕ лавккара "Канаш ен" хаçат подшивкине курса савăнатăп. Вырăнĕ-вырăнĕпе страницăсем çĕтĕлнĕ - апла тавар туянакансем вулаççĕ ăна! Çынна чун апачĕ те кирлĕ вĕт. Автомашина пиклеттернĕ сасă илтĕнчĕ урамра. Маякри пекарньăран çăкăр турттарса килнĕ-мĕн. Пулăшмалла хам та пĕр-икĕ лотокне йăтса кĕтĕм.
- Çăкăра эпир райпо магазинĕнче кăна туянатпăр. Райпо çăкăрĕ тутлă та, йÿнĕ те. Буханки - 12 тенкĕ те 50 пус, - терĕ Лидия Иванова, эп ăнланнă тăрăх, ялти райпо лавккин чăн-чăн тусĕсенчен пĕри. Кăпăшка батон, иçĕм çырлиллĕ кекс, кондитер çимĕçĕсем кирлĕ тĕк - кунта килет Лидия Петровна, аш-какай туянма кăна Канаша каять, нумай пулмасть автовокзал çумĕнче уçăлнă ял хуçалăх пасарне. Унта суйламалли нумай, тет.
Шаккăлта уйрăм çын лавкки иккĕмĕш çул ĕçлет-мĕн. "Дюймовочка" ятлăскер. Ытти ялсенчи пекех, райпо магазинĕпе юнашар вырнаçнă. Конкуренци тума ĕнтĕ. Чăнах та, кунта çăкăр хаклăрах - пĕр буханки 14 тенкĕ.
Анат Сурăмра иртнĕ çул магазина тĕпрен юсанă. Малтанхипе танлаштарсан - çĕрпе пĕлĕт пек. Калăпăшĕпе пысăк мар, анчах шала кĕрсен çавна пачах туймастăн - тĕрлĕ таварсемпе йăтăнакан сентресене курсан куç-пуç алчăрать. Ĕненместĕр-и, апла хăвăр пырса курăр - Çĕрпÿ-Сызрань автотрассăран яла пăрăнса кĕрĕр те, асфальт сарнă çул сире магазин умне илсе çитерĕ. Йăлтăр-ялтăр çуталакан витринăсемпе тата вĕр-çĕнĕ холодильниксемпе пĕрле пĕлтĕр çут çанталăк газĕ те çитнĕ кунта. Паллах, ăшă та хăтлă магазин тавар туянакансене пушшех илĕртет халĕ.
Калиновка - пĕчĕк ял. Халăх йышне кура магазин та пысăках мар кунта. Пĕлтĕр ăна тĕпрен çĕнетнĕ - йывăçран хăпартнă лавккан кивĕ çурчĕпе юнашар хальхи технологипе килĕшÿллĕн тĕксе тунă çĕнĕ çурт, вырăсла каласан, пристрой вырнаçтарса лартнă. Урайне керамика плитисем сарнă, чÿрече рамисем- пластикăран. Шала кĕрсен хăтлăх тыткăнлать. Çак пысăках мар лавккара тем чухлĕ тавар вырнаçнинчен чăннипех тĕлĕнетĕн. Хула чĕлхипе мини-маркет темелле пуль ăна. Пĕр енче - апат-çимĕç йăтăнать, хирĕç - промышленность таварĕсен ушкăнĕ, юнашар - парфюмери пайĕ. Кивĕ магазин çурчĕ халĕ склад вырăнне юлнă.
Магазин заведующийĕ - О.Качанова. Ольга Петровна суту-илÿре 1979 çултанпа вăй хурать. Тавар туянма килнĕ çынсемпе яланах çепĕç, тимлĕ, тарават. Лариса Васильева сутуçă та уçă кăмăллă. Унпа калаçу пуçарсан лавккаран пушă алăпа тухмăн, мĕн те пулсан туянатăнах.
Лариса Захаровна сутуçă профессине 1987 çулта Канашри 2-мĕш профучилищĕре вĕренсе алла илнĕ. Анат Сурăмри, тăван ялти, магазинта вун виçĕ çул ĕçленĕ. Калиновкăра - виççĕмĕш çул. Кунта çемье çавăрнă. Манпа калаçма ерçÿ çук унăн. Тек уçăлать те хупăнать ял лавккин алăкĕ. Пĕрисем килеççĕ те çăкăр туянаççĕ, теприсем сумккисене купăстапа, кишĕрпе, чăкăтпа, çĕр улмипе, повидлăпа пĕçернĕ вĕтĕ кукăльсемпе тултарса каяççĕ, яшсем сентре çинче шăкăрин ларакан эрех-сăра кĕленчисем енне куçĕсене ывăтаççĕ...
- Пирĕн сутуçăсем маттур. Вĕсемпе калаçса чуна пусаратăп. Халĕ, лавккана юсаса çĕнетнĕ хыççăн, кашни кун килетĕп кунта. Пăх-ха, картинкка пек çуталса тăрать вĕт, - тет кинемей, манпа калаçу пуçарса. "Кăçал 70 çул тултартăм. Вун виççĕрех фермăна ĕçлеме кайнă. Эпир кунне пĕрре çинĕ те урăх апатланман. Халĕ пурнăç лайăх, сĕтел ялан тулли", - тет Ульха аппа. Ольга Осиповна Осипова колхозра выльăх-чĕрлĕхпе кĕрмешсе пенсие тухнă иккен, ферма заведующийĕ те пулнă чылай çул. Ватлăх çулĕсене пĕчченех ирттерет. Ялти лавкка уншăн - ял-йышпа тĕл пулса, шăкăл-шăкăл калаçса кăмăла уçмалли вырăн.
ТĂЛĂХ АЧАСЕНЕ - ПЫЛАК ПАРНЕСЕМ
Çĕнĕ çул умĕн райпо, "Единая Россия" парти пулăшнипе, Канашри шкул-интернатра "Ачасене - шоколад" Çĕнĕ çул акцийĕ ирттерчĕ. Паллă ĕнтĕ, çак учрежденире атте-анне, тăван кил ăшшисĕр юлнă тăлăх ачасем пурăнаççĕ тата вĕренеççĕ. Капăр чăрăш умĕнче райпо Совечĕн председателĕ Валерий Павлов, потребобщество правленийĕн председателĕн çумĕ Зоя Владимирова, райпо тĕп бухгалтерĕ Зинаида Филиппова пылак çимĕçсем парнелесен чунтан савăнчĕç вĕсем.
Валерий Аркадьевич ачасене лайăх вĕренме тăрăшулăх, учительсене ĕçре ăнăçу тума чăтăмлăх сунчĕ. Сăмах май, райпо "Единая Россия" партипе пĕрле çак ыр кăмăллăх акцине виççĕмĕш çул ирттерчĕ. Ачасене савăнăç кÿресси - кăмăллă ĕç, тăлăхсене хăв тимлĕхÿпе пулăшни вара тата та пахарах.
ĂШПИЛЛĔ ТĔЛ ПУЛУ
Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Маякри пекарьсемпе кондитерсем Анат Сурăмра ĕçтешĕсемпе тĕл пулса канашларĕç. Икĕ коллективĕ те кал-кал ĕçлеççĕ, çулталăка ÿсĕмсемпе вĕçлеççĕ, анчах ĕçлĕ калаçу ялан икĕ еншĕн те усăллă: пĕр-пĕринчен вĕренмелли тупăнатех кун пек чухне. Акă, пекарьсем таварсен ассортименчĕпе паллашрĕç, техникăпа ĕçлекенсен - хăйсен кăсăкланăвĕ.
Райпо Совечĕн председателĕ Валерий Павлов ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ: 2009 çула коллектив ăнăçлă вĕçленĕ. Кашни пекарньăрах çирĕп йĕрке тунă халĕ, вĕсене хăнасене кăтартма та намăс мар. Кризис тапхăрĕнче тăрăшуллăрах пулмалла, тăкаксене чакарса тупăшлăрах ĕçлеме вĕренмелле. "Кашни кооператив участокĕнче укçа-тенкĕ пухма май тупмалла пирĕн, çавăн чухне кăна эпир килес çул валли уçăмлă плансем палăртма пултаратпăр", - терĕ Валерий Аркадьевич.
Райпо правленийĕн ертÿçин çумĕ Зоя Владимирова, Зинаида Филиппова тĕп бухгалтер тата Анат Сурăмри участок мастерĕ Вера Дмитриева та ĕçтешĕсене ÿсĕмлĕн ĕçлеме ăнăçу сунчĕç. Çак кăмăллă тĕл пулу савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ: Валерий Павлов Анат Сурăмри пекарьсен бригадирне Зинаида Васильевна Григорьевана потребкооперацире 25 çул ырми-канми ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ РФ Центросоюзĕн хисеп паллипе чысларĕ. Унтан Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Никоноров (сăмах май каласан, унăн амăшĕ Надежда Филипповна кунти пекарньăра 40 çул ытла вăй хунă) хăйĕн янкăс саслă купăсне тăсса ячĕ те пÿлĕм хаваслă кĕвĕ-çемĕпе тулчĕ. Ĕçре маттур кооператорсен уявра мĕншĕн савăнас мар;
А.ВЛАДИМИРОВ.