АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАСПОРТĂН ÇĔНĔ ПУРНĂÇĔ

29 января 2010 г.

2009 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче ФЗ-331 " Федераци саккунне йышăннă. Вăл "Раççей Федерацийĕн территорине кĕмелли тата Раççей Федерацийĕн территорийĕнчен тухмалли йĕркесем çинчен" Федераллă саккунĕн 11-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен" ятлă. Çавна май чикĕ леш енне кайса çÿрекен çынсен умне йывăрлăхсем те тухса тăма пултараççĕ. Çĕнĕ саккунăн хăйне евĕрлĕхĕсем çинчен ăнлантарма РФ Миграци службин Чăваш Енри управленийĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Л.Погайдак ăнлантарса пама килĕшрĕ.

– Людмила Александровна, çĕнĕ саккун, тĕпрен илсен, чикĕ леш енне тухса çÿремелли паспорт ыйтăвĕпе çыхăннă. Çапла мар-и; Мĕнле çĕнĕ-лĕхсем, улшăнусем кĕртнĕ-ха унта;

– Çаплах. Раççей гражданĕсем ют çĕршывсене çÿреме малтан панă паспорта (срокĕ тухман пулсан) каялла тавăрса памасăрах çĕнĕ паспорт (загранпаспорт) валли документсем хатĕрлеме пуçăнма пултараççĕ.

Çÿлерех асăннă саккун статйине 1996 çулхи августăн 15-мĕшĕнче кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн "малтан панă паспорта тавăрса памасăр çĕнĕ паспорт пама юрамасть". Малтанхи редакципе кивĕ паспорта каялла тавăрмасăр çĕнĕ паспорт пама та, ăна ха-тĕрлеме те ирĕк пулман.

– Чикĕ леш енне тухса çÿремелли паспортпа хăçанччен е, урăхла, миçе çул усă курма пулать;

– "Раççей Федерацине кĕмелли тата Раççей Федерацийĕнчен тухмалли йĕркесем çинчен" Федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен" (ФЗ-337 ", 2009, раштав, 21) Федераллă саккунпа килĕ-шÿллĕн 2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа электронлă информаци упранакан паспортсен (паспорт нового поколения) срокĕ ÿсет. Электронлă информациллĕ паспорта вунă çуллăха параççĕ. Раççей çынни паспорта хăй ирĕкĕпе пилĕк е вунă çула суйласа илме пултарать. Çав срока вăл паспорт пама ыйтса çырнă заявленире палăртать.

– Людмила Александровна, çитĕннĕ çынсене ют çĕршыва каймалли паспорт тутарма мĕнле документсем кирлĕ;

– Икĕ экземплярпа çырнă, ĕç вырăнĕнче пичетпе çирĕплетнĕ анкета-заявлени; 1000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлени çинчен квитанци; ĕç вырăнĕнче пичетпе çирĕплетнĕ ĕç кĕнекин копийĕ; 35х45 мм (цветной) икĕ сăн ÿкерчĕк (анкета-заявлени валли); çар билетĕнче çар служби вĕçленнине кăтартакан паллă е регистрациленнĕ вырăнтан çар комиссарĕ панă справка пулмалла (18-27 çулти арçынсем валли кăна); Раççей гражданинĕн паспорчĕ тата паспортра мĕнле те пулин информаци упракан страницăсен ксерокопийĕ кирлĕ пулаççĕ.

– Ют çĕршыва çÿреме паспорт илес тесен вăл мĕн хака ларать-ши;

– Ют çĕршыва çÿремелли паспортсем икĕ тĕрлĕ. Халиччен усă кураканнисем тата çĕннисем, электронлă информациллисем (паспорт нового поколения). Паспортшăн патшалăха тÿлемелли хаксем çапларах:

– Раççей Федерацийĕн территорийĕнчен тухса çÿремелли ахаль паспортшăн – 1000 тенкĕ;

– Раççей тулашне тухса çÿремелли электронлă информациллĕ паспортшăн – 2500 тенкĕ;

– 14 çул тултарман Раççей гражданинне ют çĕршыва каймалли паспорт тутарма – 300 тенкĕ;

– 14 çул тултарман Раççей гражданинне ют çĕршыва каймалли электронлă информациллĕ паспорт тутарма 1200 тенкĕ тÿлеме тивĕ. Вулакансем ан пăтраштарччăр, кунта сăмах ют çĕршыва каймалли паспорт (загранпаспорт) çинчен пулчĕ.

– Калаçушăн пысăк тав сире.

И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика