АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТРИ ÇИТĔНŸСЕМ КУРĂМЛĂ

29 января 2010 г.

Юлашки çулсенче Хучел шкулĕнче вĕренекенсен спортри çитĕнĕвĕсем палăрмаллах ÿсрĕç. Ку вара физкультура урокĕсене хальхи вăхăт методики ыйтнă пек йĕркеленипе çыхăннă. Ачасен сывлăхне çирĕплетесси – приоритетлă ыйтусенчен пĕри. Çавăнпах ĕнтĕ Хучелти шкул администрацийĕ çак ыйту çине тарăннăн пăхать. Эрнере икĕ кун ирхине уроксем пуçланиччен тăрăшсах зарядка тăваççĕ. Сивĕ çанталăкра занятисем спорт залĕнче иртеççĕ, ăшăрах чухне вара вĕренекенсем урамра чупаççĕ.

Ачасем шкула тĕрлĕ ялсенчен çÿреççĕ. Ытларах чухне вĕсем шкула çуранах çитеççĕ, каялла та çавăн пекех таврăнаççĕ. Çакăн пек утни-чупни те, паллах, ал-ура мышцисене çирĕплетет. Вăй-хал çирĕплĕхĕ вара ачасене районти спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума пулăшать.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Хучел шкулĕн команди шкул ачисен спартакиадинче пĕрремĕш вырăн йышăнса кубок илме тивĕç пулчĕ. Баскетболла выляссипе, шашка-шахмат вăййисенче, пневматикăлла винтовкăран перессипе, шывра ишессипе пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Спорта юратакан ача нумай пирĕн. Вĕсенчен чи пултаруллисем 9-мĕш класра вĕренекен С.Григорьева, А.Борисова, О.Скороходова, И.Иванов, Е.Евдокимов, П.Миронов, 8-мĕш класри В.Григорьев, М.Александров, Т.Фомина, Г.Васильева, Н.Владимирова, 7-мĕшĕнчи И.Романова, 6-мĕш класри Н.Русина, 5-мĕшсенчен К.Иванова, С.Скороходов.

С.Григорьева алă вăйне виçессипе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнса спорт мастерĕн кандидачĕн ятне илме тивĕç пулчĕ. Вăл вĕренÿре те лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Пултаруллă та маттур хĕрачана район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе 2010 çулта ятарлă стипенди пама йышăннă.

Саккăрмĕш класра вĕренекен В.Григорьев та çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусенчен лайăх кăтартусемпе таврăнать. Районти ăмăртусенче пĕрре мар Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ вăл. Шкулăн спортри çитĕ-нĕвĕсем çак ĕçе йĕркелесе, вĕрентсе пыраканран нумай килеççĕ. Хăйĕн ĕçне пĕлсе, тăрăшса пурнăçлать, ачасемпе лăпкăн, кăмăллăн калаçать, вĕсене ăнланма тăрăшать физкультура учителĕ. Çавăнпа та ачасем Виктор Александрович Федоровăн урокĕсене чăннипех те юратса çÿреççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнтăлаççĕ.

Г.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика