АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХУШМА ХУÇАЛĂХА АТАЛАНТАРМА – ÇĂМĂЛЛАТНĂ КРЕДИТ

29 января 2010 г.

Ялта пурăнакансен ĕç укçи пысăках мар. Анчах хресченĕн те ыттисемпе пĕр тан пурăнас килет паллах. Ял хуçалăх техники, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянма е вите-хуралтă хăпартма укçа-тенкĕ кĕске вăхăтра пуçтарса çитерме май çукки унăн умне пысăк чăрмав кăларса тăратать. Ялта пурăнаканăн стройка ĕçĕ ирĕксĕрех ик-виç çула тăсăлса каять, трактор туянма вара ал-ура çавăрса янисем çеç пултараççĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх илсе ĕрчетесси çинчен шутламалли те çук. Анчах та юлашки çулсенче пăр тапранчĕ тейĕн, ял халăхĕн пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас тĕллевпе патшалăх çăмăллатнă кредитсемпе тивĕçтерме тытăнчĕ.

Çавна май, хамăр пуçаруллă пулсан, ăратлă выльăх тытма вите çеç те мар, ферма та туса лартма пулать. Парăм виçине татса пыма вара ĕрчетекен выльăх-чĕрлĕх продукцине реализацилени те çитсе пырĕ. Ара, патшалăхран илнĕ укçана каялла курттăммăн тавăрса памалла мар-çке, проценчĕ те пысăках мар. Трактор туянас пулсан та кулянма кирлĕ мар, ĕççи вăхăтĕнче унпа сахал мар тупăш туса юлма пулать. Хальхи вăхăт тĕлне чылайăшĕ çăмăллатнă кредит уссине хăйсем çинче туйса илнĕ ĕнтĕ, вĕсен йышĕ вара çулран çул ÿссех пырать.

Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствин районти специалисчĕ В.Воробьева пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем 17440 уйрăм хушма хуçалăх тытаççĕ. Иртнĕ çулта вĕсенчен 229-шĕ 32 миллион та 419 пин тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ. 122 кредитпа ялта ĕçлесе пурăнакансене Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕ тивĕçтернĕ (19 миллион та 708 пин тенкĕ), 107 кредита çĕр ĕçченĕсем Раççейри ял хуçалăх банкĕнчен илме кăмăл тунă (12 миллион та 711 пин тенкĕ).

Çăмăллатнă кредитсем илессипе районта лайăх ĕçлесе пыракан ял тăрăхĕсене те палăртса хăварас килет. Асхва ял тăрăхĕнче пĕлтĕр 24 çемье кредит илме кăмăл тунă, Шăхасанта – 21, Ухманта – 18, Вăтакас Кипечре – 13, Пайкилт, Кăшнаруй тата Сухайкасси тăрăхĕсенчен 11-шер кредит илнĕ.

Çăмăллатнă кредит илес текенсем кăçал та йышлă, апла тĕрев илсе аталану çулĕ çине тухма пултаракан хушма хуçалăхсен шучĕ районта тата та ÿсĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика