29 января 2010 г.
Кăçалхи хĕл ытти çулсенчипе танлаштарсан палăрмаллах сивĕ, термометр юпи хăш-пĕр чухне 35-40 градус таранах анса çитет. Çакăн пек вăраха кайнă сивĕсем кашни отрасльтех тĕрлĕрен кăлтăксем кăларса тăратма пултараççĕ. Ял хуçалăхĕнче вĕсене сирсе ярас тĕллевпе "ферма" операци йĕркеленĕ. Çакăн пек ятарлă хушăва Чăваш Республикинчи патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ В.Димитриев алă пусса çирĕплетнĕ. Хушупа килĕшÿллĕн районта комисси йĕркеленĕ, унăн членĕсем: АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров, çак пайăн тĕп специалист эксперчĕ С.Васильев, районти тĕп ветврач А.Степанов тата районти патшалăх техтĕрĕслев инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен выльăх-чĕрлĕх фермисене кунсеренех çитсе килеççĕ (ÿкерчĕкре).
Вĕсем производствăра инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесе фермăсенчи специалистсем ĕç хăрушсăрлăхне еплерех пăхăнса пынине, тислĕк кăларакан, выльăх апачĕ валеçекен, сĕт сăвакан агрегатсем юсавлă ĕçленине хак параççĕ. Çитмен-лĕхсем çинчен хуçалăх ертÿçине пĕлтереççĕ, вĕсене кĕске вăхăт хушшинче пĕтерсе йĕркене кĕртме ыйтаççĕ.
Хальхи вăхăт тĕлне ĕçлĕ комисси "Родник", "Цивиль" пĕрлĕхсенче, "Путь Ленина", "Мотор" тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсенче пулнă. Комисси членĕсем çапларах пĕтĕмлетÿ турĕç: чылай хуçалăхра çакăн пек сивĕсем пуласса кĕтмен, хĕле тивĕçлипе хатĕрленменрен витесем сивĕ. Çавна май унта выльăхсем умне пыракан шыв шăнса ларнă. Анчах та çав вăхăтрах кăтартуллисем те пур. Киров ячĕллĕ тата "Мотор" ЯХПКсенче витесем ăшă тата таса, ĕç агрегачĕсем те юсавлă ĕçлеççĕ.
А.МЯСНИКОВ.