АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇКĔПЕ МИНРЕНĔ ПУÇ УСАЛ ĔÇ ТУТАРАТЬ

27 января 2010 г.

 

Районти шалти ĕçсен пайĕ хăйĕн иртнĕ çулти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Район территорийĕнче обществăлла йĕркелĕхе тытса тăрас, граждансен пурнăçне лăпкăлăх кÿрес тĕллевпе нумай ĕç пурнăçланă. Çавна май оперативлă лару-тăрăва контроллесе тăма, хăш-пĕр кăтартăва лайăхлатма май килнĕ.

2009 çулта районта 404 преступлени шута илнĕ, 2008 çулхипе танлаштарсан 42 преступлени сахалрах. Уйрăмах йывăр, йывăр, çын вĕлерсе тунă преступленисем сахалрах пулнă. Хĕç-пăшалпа, çар хатĕрĕсемпе, взрыв евĕр япаласем усă курса тунă преступленисем пулман. Урамра тунă саккуна хирĕçле ĕçсене 100 проценчĕпех уçса палăртнă.

Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн ĕçне вăйлатнине пула 2009 çулта чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухман, "Нелегал", "Рынок", "Суррогат", "Контрафакт", "Браконьер", "Скот", "Розыск" операцисем ирттерни çаратнă, хулиганла ĕç тунă фактсене ытларах уçса пама пулăшнă.

Лайăх енсемпе юнашарах çитменлĕхсем те пур. Ют çын пурлăхне, выльăх-чĕрлĕх вăрланă, дача çурчĕсене çаратнă, çынна улталанă тĕслĕхсем нумайланнă. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шутне чакарма май килнĕ пулин те преступленисен структуринче вĕсен шайĕ çав-çавах пысăк – 17,1 процент. Уйрăмах йывăр преступленисене 92,9 проц. уçса палăртнă, йывăр преступленисене – 83,0 процент.

"Шырав" операци вăхăтĕнче следствипе судран тарса çÿрекен 47 çынран 35-шне тупса палăртнă, 4 виле камсем пулни паян кун та паллă мар, хыпарсăр çухалнă 2 çынна тупайман-ха.

Ниçта та ĕçлемен, малтан та судпа айăпланнă, ĕçкĕпе иртĕхекен, çул çитмен çамрăксем саккуна хирĕçле ĕçсем ытларах тăваççĕ. Милицин участокри уполномоченнăйĕсемпе уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн инспекторĕсен пĕрле маларах судпа айăпланнă çынсемпе ĕçлемелле. 2009 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче ушкăнпа тунă 26 преступление регистрациленĕ. Çавна май ĕçкĕçсем, ниçта та ĕçлемен çынсем пуçтарăнакан вырăнсене тупса палăртмалла.

Пĕлтĕр кил-çуртра пулнă преступленисем нумайланнине палăртмалла. Çемьере тунă 102 преступление шута илнĕ иртнĕ çулта, телее, вĕлернĕ тĕслĕхсем пулман. 241 "килти паттăр" районти шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăрать. 225 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. Ĕçкĕпе минренĕ пуç саккуна хирĕçле ĕç тума хĕтĕртет. Иртнĕ çулта обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 2375 çынна, обществăлла вырăнта эрех-сăра ĕçнĕшĕн – 237 çынна, çул çитмен çамрăксене ĕçке явăçтарнăшăн – 10 çынна, автотранспорт рулĕ умне ÿсĕрле ларнăшăн 227 çынна штраф тÿлеттернĕ. "Рынок", "Суррогат" операцисем вăхăтĕнче 122 çынна Чăваш Республикин 16-мĕш саккунне пăснăшăн (эрех юхтарса сутнăшăн) явап тыттарнă.

Районти шалти ĕçсен пайĕ хăйĕн ĕç-хĕлне РФ Шалти ĕçсен министерствин Директивинче ыйтнă пек йĕркелет, приоритетлă енсене палăртать. Çавна май пĕлтĕр ума лартнă тĕллевсен пысăк пайне пурнăçлама май килнĕ.

Милици материалĕ-семпе усă курса

И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика