27 января 2010 г.
ТАВĂРАС ШУТПА ВУТ ЧĔРТНĔ
Районти ялсенчен пĕринче Кириллова (хушаматне улăштарнă) лавкка уçнă. Сутăç-кассир пулма Рыжовăна (хушаматне улăштарнă) илнĕ. Ăна кунти пурлăхшăн яваплă туса хунă. Çакăнпа усă курса вăл пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕччен саккуна пăсса таварсенчен пĕрисене хăйĕн туса хунипе тата теприсене тÿлевсĕр, кивçен парса тенĕ евĕр ĕнтĕ, панипе лавкка хуçине 17928 пин те 99 пуслăх тăкак кÿнĕ.
Çурла уйăхĕнче çур çитеспе Рыжова самаях ĕçсе лартнă. Лавкка çумĕпе иртсе пынă чухне Кирилловăна тавăрас шутпа пуçĕнче путсĕр шухăш амаланнă. 1101785 тенкĕ тăракан лавккана, унти 491524 тенкĕ те 86 пуслăх тавара çунтарса яма шутланă çакскер. Вăл лавкка хыçне пырса пластик панель патне çунакан шăрпăка илсе пынă. Панель ирĕлме пуçланă, часах вут хыпнă. Рыжовăпа пĕрле пулнă Михайлов (хушаматне улăштарнă) пуçтах хĕрарăма вăрçса тăкнă. Рыжова чунне шуйттана сутса яма ĕлкĕреймен пулас, çулăма ал айне лекнĕ патакпа çапса сÿнтернĕ те преступлени тунă вырăнтан тапса сикнĕ.
Суд йышăнăвĕпе Рыжовăна условно çулталăк çурăна ирĕк прависĕр хăварнă.
ÇУРТ ТĂРРИНЧЕН ЮР СИЙĔ ŸКНĔ ТЕ...
Иртнĕ çулхи пуш уйăхĕнче каçхине улттă çитеспе Карпова (хушаматне улăштарнă) магазина уни-куни илме васканă. Шала кĕме алăк патне пынă вăхăтра ун пуçĕ çине çурт тăрринчен йĕпе юр сийĕ йăтăнса аннă. Çакна пула хĕрарăмăн пуç шăммипе мими хытах аманнă. Уйăха яхăн вăл пульницăн травматологи уйрăмĕнче сипленнĕ. Тĕрлĕ эмелсем туянса 3789 тенкĕ те 60 пус пĕтернĕ. Чирлени çинчен панă хута пула Карпова ĕç укçин 8615 тенкĕ те 69 пусне илеймен. Пульницăран тухсан магазин хуçи патне çав суммăна пама ыйтса хут çырнă. Анчах та лешĕ претензине пăхса тухман.
Карпова суда тавăç тăратнă. Вăл сипленсе тăкакланă суммăна, ĕç укçине тата суранланнипе мораль енчен сиен кÿнĕшĕн 30 пин тенкĕ, суд тăкакĕсене магазин хуçинчен шыраса илме ыйтнă. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн магазин тытакан Сидоровран (хушаматне улăштарнă) Карпова валли мораль енчен сиен кÿнĕшĕн 5 пин тенкĕ, суд тăкакĕсемшĕн 684 тенкĕ, адвокат тытса пĕтернĕ суммăна – 2 пин тенке шыраса илнĕ.
ИКĔ ÇЫННА ХĔНЕНĔ
Çĕнĕ çул умĕн Макаров (хушаматне улăштарнă) ирех хула пасарне çитнĕ. Сутă тума вырăн йышăннă чухне тахçантанпах паллакан Сергеевпа (хушаматне улăштарнă) хирĕçсе кайнă. Тарăхса кайнă Макаров ăна чышкăласа илнĕ.
Сехете яхăн иртсен Макаров каллех Сергеев çумне çулăхнă. Хăйĕнпе пĕрле илсе килнĕ арматура татăккине хута янă. Малтан çурăмĕнчен, кайран уринчен туртса çапнă. Ыраттарнă вырăнсем кăвакарнă, юнăхнă. Кăштахран пуçтах юнашар сутса тăракан Зиновьева (хушаматне улăштарнă) çине сиксе ÿкнĕ. Хĕрарăм çине алă çĕклеме именсе тăман, ăна арматурăпа сулахай чавсинчен шăмă сыппи ванмаллах çапнă.
Çакăн пек "паттăрлăхшăн" Макаровăн виçĕ çул çурă тĕрмере ларма тивет.
ТŸПЕЛЕШŸ ВИЛĔМПЕ ВĔÇЛЕННĔ
Çĕрле "Йĕлме" лавкка патĕнче Золотовпа Казаков (хушамачĕсене улăштарнă) тем амакне пула хирĕçме тытăннă. Самаях эрех ĕçсе лартнă Золотов пĕлĕшне сăмса урлă шаплаттарнă. Лешĕ сулăнса кайнă та пуçĕпе асфальт çине ÿкнĕ. Хытах аманнăскере нейрохирургине вырттарнă. Пуçне юн кайнипе Казаков вилсе кайнă.
Золотов асăрханусăрлăха пула Казакова вĕлернине йышăннă. Ăна ирĕкрен хăтарнă.
ВĂТĂР ПИН ШЫРАСА ИЛНĔ
Икĕ урам хĕресленнĕ вырăнта "ВАЗ-21102" автомобиль хуçи Бобров (хушаматне улăштарнă) Некрасов тытса пыракан "ВАЗ-2109" машинăна çул паманнипе инкек пулнă. Çак машина салонĕнче ларса пынă Гордеев (хушаматне улăштарнă) пуçран хытах аманнă, сулахай чĕркуççинне суранлатнă. Вăл амбулаторине çÿресе сипленнĕ.
Гордеев хăйĕн сывлăхне сиен кÿнĕшĕн Бобровран 30 пин тенкĕ, суд расхучĕсемшĕн 5 пит тенкĕ шыраса илме тавăç тăратнă. Суд унăн тавăçне тивĕçтернĕ.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.