27 января 2010 г.
Вулакан кирек мĕнле кĕнеке хыçĕнче те ăна кăларма хутшăннă çынсен списокне асăрханă ĕнтĕ. Унта редактор, илемлĕх редакторĕпе техника редакторĕн тата корректор ячĕсене асăнаççĕ. Çапла писатель кĕнеке çырать те издательствăна парать, художник ăна иллюстрацисемпе илемлетет, корректор йăнăшсене тÿрлетет. Техника редакторĕ произведение калăпласа вырнаçтарать. Пулас кĕнеке хатĕр ĕнтĕ, ăна наборланă, вуласа йăнăшсене тÿрлетнĕ, кирлĕ пек вырнаçтарнă. Редактор ним тума та кирлĕ мар пек. Йăнăшатăр. Кĕнеке кăларас ĕçре редакторсăр ниепле те май килмест. Анчах кирек кам та редактор пулма пултараймасть. Литературăна ăнланакан, анлă тавра курăмлă, ал çырăвне тĕрĕс хак пама пултаракан çын кăна ĕçлеме пултараять çак должноçра. Редакторăн пуринчен те тиркевлĕ, пуринчен те яваплă пулмалла. Çыравçă вăл пултарулăх çынни-çке-ха. Унăн ĕçĕсем сăнарсем калăпласа сюжета тытса, аталантарса пырасси, сăмахпа вырăнлă усă курасси. Тĕп сăнарсем шутне кĕмен çынсем çинчен çырса кăтартнă чух писатель ятсене пăтраштарса яма та пултарать. Редакторăн вара пурне те курса, асăрхаса ĕлкĕрмелле, кирлĕ пулсан, ал çырăвне тÿрлетме е çĕнĕрен çырма автора хăйне тавăрса памалла. Уншăн кĕнеке пăсăлмасть, лайăхланать кăна.
Акă, Максим Горький те малтан вĕреннĕ çын пулман. Уншăн пурнăç университет вырăннех пулнă. Редакторăн литература тÿрлетĕвĕ туса кĕнекене кондицие çитермелле, анчах унăн автора тÿрлетсен те, унăн стильне, чĕлхине тытса пырас-тăк, чăн-чăн ăста пулмалла. Унсăрăн çыравçă хăйне çухатать. Кĕнекене вулакан кăмăлне тивĕçтермелле, лайăх кăларнă пулсан пурте автора мухтаççĕ. Çав вăхăтрах автора ырă ят, чап илме пулăшнă пултаруллă редактор пирки аса та илмеççĕ. Пирĕн паллă писательсем пур, анчах паллă редактосем – асра та çук. Çавăнпа та эпĕ çакăн пек ăста, пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавра курăмлă çын çинчен каласа кăтартасшăн. Вăл – Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, манăн 3 томран тăракан "Тĕрĕслĕхшĕн" тата "Тĕрĕслĕх ячĕпе" кĕнекесен редакторĕ Петр Иванович Ефимов. Эпĕ кăна мар, ытти çыравçăсемпе журналистсем те Петр Ефимов редакциленĕ кĕнекесем професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетеççĕ. Петр Иванович вăрах вăхăт "Коммунизмшăн" хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçлерĕ, халĕ "Канаш" хаçат корреспондентĕнче тăрăшать.
Сăмах май, кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче Петр Иванович çуралнă кунне паллă турĕ. Эпĕ ăна çуралнă кунĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, творчествăра ăнăçусем тума сунатăп.
В.ПАСТУХОВ-АНАТКАС, РФ Писательсен тата Журналистсен союзĕсен членĕ.