АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТАВТАПУÇ, КĔНЕКЕ, ЭС ПУРРИШĔН

27 января 2010 г.

"Кĕнекепе туслашсан ăс пухан", – тенĕ ĕлĕк ваттисем. Ăс-хакăл тĕнчине кунран кун пуянлатса пыни вара питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Вĕренни йăтса çÿрес çĕклем мар", – тенĕ тата пурнăç тути-масине астивсе курнă аслă ăру çыннисем.

Ялти библиотекăра "Тавтапуç, кĕнеке, эс пурришĕн" ятпа музыкăпа литература каçĕ ирттертĕмĕр. Мероприятие кĕнеке çинчен нумай ăслă, хитре сăмах каланинчен пуçларăмăр. Кĕнеке пире нихăçан та сутмасть, вăл – чи ăслă та шанчăклă юлташ, вĕрентекен.

"Шкулта мĕне вĕрентеççĕ;" юрăпа савăнтарчĕç кĕçĕн класра вĕренекенсем. Женя Матвеевпа Никита Смирнов кĕнеке пĕрремĕш юлташ, унсăрăн алă-урасăр пекех туйăнни çинчен сăвăсем вуласа пачĕç. "Кĕнекесен патши" те пырса саламларĕ вулакансене. Хăйĕнпе пĕрле Буратинăпа Мальвинăна, Хĕрлĕ калпака илсе килнĕ вăл. Хĕрлĕ калпак вара карçинккинчен ылтăн çăмарта, мăйăр хуппи, хĕрлĕ чечек, çăмха кăларса вĕсем хăш юмахран пулнипе интересленчĕ. Питĕ тĕрĕс хуравсем каларĕç кĕнеке юратса вулакансем. Вадим Николаевпа Дима Кузьмин М.Ильинăн "Икĕ кĕнеке" юптарăвĕ тăрăх хатĕрленĕ инсценировка кăтартрĕç.

Икĕ кĕнеке пурнăçĕ икĕ тĕрлĕ. Пĕри çĕтĕлсе, чернилпа вараланса пĕтнĕ, аран-аран тытăнса тăрать, тепри – таса та тирпейлĕ. Ачасемшĕн вĕренмелли нумай пулчĕ. Мероприяти вĕçĕнче библиотекарь вулакансем хушшинче "2009 çулхи чи нумай кĕнеке вулакан" ята çĕнсе илнĕ Ксения Николаевăна грамотăпа кĕнеке парса хавхалантарчĕ. Вулама юратакансем нумаййăн-ха, анчах Вероника Петровăпа (2-мĕш класс) Августина Васильевăна (4-мĕш класс) уйрăммăн палăртса хăвармалла. Вĕсене те асăнмалăх кĕнеке парнелерĕмĕр.

"Кĕнекепе туслашма нихăçан та пăрахар мар", – тесе вĕçлерĕмĕр литература каçне.

С.ДИМИТРИЕВА, Кайри Ăнтавăш ял библиотекарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика