АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭПИР МИÇЕН ПУЛНИНЕ ПАЛĂРТАÇÇĔ КĔРКУННЕ

27 января 2010 г.

Çырава урăх вăхăта куçараççĕ текен сас-хура çÿрерĕ те пĕр тапхăр, РФ Правительствин президиумĕ 2009 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çак иккĕленĕве тĕпрен сирсе ячĕ: Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ, малтан палăртнă пекех, 2010 çулта октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет. Çырава хатĕрленсе мĕнле ĕçсем пурнăçланă-ха пирĕн районта; Çак ыйту çырава хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин пĕлтĕрхи юлашки ларăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕ. Ларăва комисси ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе пычĕ.

"Хатĕрленÿ тапхăрĕсем мĕнле иртнине, вĕсен кăтартăвĕсене эпир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе пĕрле комисси ларăвĕсенче тăтăшах сÿтсе яврăмăр", - палăртрĕ Чăвашстатăн Канаш хулипе Канаш районĕнчи тĕп-специалист эксперчĕ, комисси пуçлăхĕн çумĕ Галина Алексеева. "Çырава хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсенчен чи пĕлтерĕшли - ялсенче кил-çуртсен списокĕсене çырса хатĕрлени", - терĕ вăл.

Регистраторсем ялтан-яла çÿресе çуртсен списокĕсене çĕнетнĕ. Регистратор тивĕçĕсене пурнăçлама районта 31 çынна явăçтарнă. Виçĕ эрне хушшинче вĕсем районти кашни яла çитнĕ, кашни кил-çурта карта çинче палăртнă, çĕнĕрен хăпартнисене списока кĕртнĕ, кивелнипе е пушарта сиенленнипе пăснисене шутран кăларнă. Пĕтĕм районĕпе илсен, списоксенче улшăнусемпе тÿрлетÿсем нумай - 1503, çав шутра Асхва ял тăрăхĕнче - 252, Сухайкассинче - 97, Уçырма таврашĕнче - 84, Шăхасан салинче - 90. Тăрăн, Сител, Шаккăл, Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсенче, çуртсене номерлессипе йĕрке пулманнипе, картографи материалĕсене тĕпрен улăштарма тивнĕ.

Çырава çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерес тесен, паллах, çак ĕçсемпе килес çул та тимлемелле. Вĕсене 2010 çулти Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн хатĕрленÿ мероприятийĕсен планне кĕртсе çирĕплетнĕ. "Ял тăрăхĕсенче кил-çуртсен списокĕсене хатĕрленĕ чухне регистраторсем адрес хуçалăхĕсенче тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерессипе уйрăмах тимлĕ ĕçлемелле пулать", - палăртрĕ Галина Витальевна.

Районти йĕркелÿ ĕçĕсен планне Чăвашстатăн 2009 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнчи 92 "-лĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Районта пĕтĕмпе 7 çырав участокĕ, çавăн пекех 27 инструктор, 108 шутлав участокĕсем йĕркеленĕ. Ялсенче халăх йышне малтанласа тĕрĕсленĕ чухне кашни çыравçăна 400 çын тивнĕ. Халĕ çырав инструкторĕсене вырăнти участоксене вырнаçтарма 28 ятарлă пÿлĕм суйласа илес енĕпе ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.

Чăннипе калас тăк, пĕлтерÿпе ăнлантару ĕçĕсем районта 2008 çултах пуçланнă, 2009 çулта вĕсене официаллă йĕркепе "старта кăларнă". Патшалăх статистика органĕсенче кăна мар, район администрацийĕпе ял тăрăхĕсен çурчĕсенче, библиотекăсемпе клубсенче те çырав материалĕсен стенчĕсене çĕнетсе пуянлатнă.

Çак ăнлантару ĕçĕсене шкул ачисене явăçтарни витĕмлĕ пулнине палăртрĕç комисси членĕсем. Çавна шута илсе республикăра ятарлă проектсенчен пĕрне пурнăçа кĕртнĕ. Ачасемпе çамрăксем хушшинче çырава халалласа "Манăн кил, манăн Чăваш Ен" ятпа ÿкерчĕксен конкурсне ирттернĕ. Унта районтан 14 ĕç тăратнă. Иван Порфирьев (Çĕнĕ Ачча шкулĕнчен), Юлиана Осипова (Катекрен), Кристина Петрова (Вăтакас Татмăш) конкурсра виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Конкурса тăратнă мĕн пур ĕç куçса çÿрекен фотовыставкăна кĕнĕ, ÿкерчĕксен çав выставки çырав пуçланиччен районти кашни библиотекăна çитĕ.

2010 çулти кăрлач уйăхĕнчен пĕлтерÿпе ăнлантару ĕçĕсем çĕнĕ тапхăра утăмларĕç. Çак тапхăрăн тĕп тĕллевĕ - халăх çыравне тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшмашкăн общество шухăш-кăмăлне йĕркелесси, ял çыннисене çыравçăсемпе килĕштерсе ĕçлеме ха-тĕрлесси. Çырав пуçланиччен унта хутшăнакансем çырав листокĕсемпе паллашĕç, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятин кашни тапхăрне массăллă информаци хатĕрĕсем тĕплĕн çутатса тăрĕç.

Халăх çыравĕччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Ăна çÿллĕ шайра ирттермешкĕн патшалăх статистика органĕсем (пĕлетпĕр: пĕтĕм яваплăх вĕсен çине тиенет) ĕç тăвакан власть тата вырăнти муниципалитет органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлĕç. Районти "Канаш ен" хаçат та унта тивĕçлĕ тÿпе хывĕ. Пĕтĕм вăй-хала тата ĕмĕт-тĕллеве пĕр чăмăра пухса ĕçлесен кăна çырав ăнăçлă иртсе кайĕ, унăн кăтартăвĕсем тĕрĕс те тулли пулĕç. Пирĕн республикăпа районăн социаллă пурнăçĕпе экономикишĕн çав кăтартусем вара пысăк пĕлтерĕшлĕ.

А.ВЛАДИМИРОВ, районти комисси членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика