27 января 2010 г.
Кашни çулах ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи ялсенче пурăнакансем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представите-лĕсемпе тĕл пулассине йĕркелеççĕ. Вĕсенче ял çыннисем хăйсене интереслентерекен ыйтусем пама, çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă çĕре хутшăнма, ĕçлĕ сĕнÿсем тăратма, законодательствăри улшăнусене пĕлме пултараççĕ. Граждансен пухăвĕсен тĕп тĕллевĕ – районта пурăнакансене районăн 2009 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин кăтартăвĕсемпе, малашнехи плансемпе паллаштарасси. Информаци ушкăнĕсенче – район администрацийĕн пуçлăхĕ, унăн çумĕсем, пайсен пуçлăхĕсем, федераци тата республика службисен представителĕсем.
Нумаях пулмасть Вăтапуç ял тăрăхĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пыракан ушкăн Кайăк-ьял, Çатăрка Çырми, Вăтапуç ялĕсен çыннисемпе тĕл пулчĕç. Кунтах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, структурăллă подразделенисене ертсе пыракансем иртнĕ çул мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕç.
– Пĕлтĕр нумай ĕç тунă, тумалли те сахал мар. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, территоринчи учрежденисемпе организацисен пуçлăхĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса ĕçлесен, вырăнти халăх пулăшса пырсан, район администрацийĕпе çывăх çыхăну тытса тăрсан ял тăрăхне аталантарас енĕпе çыхăннă ыйтусене ăнăçлă татса пама пулать, – терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Трофимов.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хăйĕн сăмахĕнче республикăн тата районăн динамика аталанăвне аван хак пачĕ. Пухăва пынисем чылай ыйту çĕклерĕç. Çатăрка Çырми ялĕнчи çĕнĕ урама электричество кĕртесси, кĕпере, çăла юсасси тата ытти те. Нумайăшĕ районăн инфратытăмне çĕнетсе пырасси малашне мĕнле аталанса пынипе кăсăкланчĕ.
Ял халăхĕшĕн чи çивĕч ыйтусем çаксем: агропромышленноçа аталантарассси, çĕнĕ урамсене электрификацилесси, ялсене тирпей-илем кÿресси, сывлăха сыхласси. Пухура çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва сÿтсе яврĕç.
Пухăва пуçтарăннисене халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн представителĕсем социаллă сферăри çĕнĕ улшăнусемпе, пенси законодательствинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.
В.АЧЧА.