27 января 2010 г.
ПИРĔН ĔÇЕ АСĂРХАНĂ
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем тата журналистсем хушшинче вун иккĕмĕш çул ирттерекен "Право йĕрки" конкурс çĕнтерÿçисене чысланă. "Сирĕн хăрушсăрлăх" номинацире "Канаш" хаçат лауреат пулса тăнă. "Яланах стройра" номинацире "Канаш" хаçат корреспонденчĕ Петр Ефимов диплома тивĕçнĕ. Канашри телестудин коллективне те дипломпа наградăланă.
Етĕрне районĕн администрацийĕпе Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Леонид Ильин журналист ячĕллĕ пĕрлехи премине "Канаш ен" хаçатăн ответлă секретарьне Виталий Алексеева (Аччана) 2009 çулта ял хуçалăх тата экологи тематикипе çырнă статьясемшĕн панă.
"Канаш ен" хаçат корреспондентне Ирина Андреевăна район администрацийĕн, "Канаш" хаçатăн операторне Ирина Храмовăна хула администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.
Чăвашпотребсоюз Канашĕ массăллă информаци хатĕрĕсен вун иккĕмĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче "Канаш ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Владимиров та пуррине палăртма кăмăллă. Вăл кăçалхипе виççĕмĕш хут çак конкурсăн лауреачĕ пулса тăчĕ.
Хамăр инф.
КАЛАÇУ КИЛЕС ÇУЛХИ ТУХĂÇ ÇИНЧЕН ПЫЧĔ
Район администрацийĕнче ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртнĕ. Унта иртнĕ çулхи ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров "Лазер çутисен стратегийĕ" принципĕпе АПКăн инноваци трансформацийĕ валли условисем туса парасси çинче чарăнса тăчĕ. 2010 çулхи тухăç валли вăрлăх хатĕрлесси çинчен "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикипе ĕçлекен филиалĕн Канашри уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов, райадминистрацин АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г.Степанов каласа пачĕç. Иртнĕ çул вĕçĕнче шартлама сивĕсене пула кĕрхи культурăсен калчисен пайĕ пĕтме пултарнă. Хуçалăхсене ертсе пыракансене шăнса пĕтнĕ ÿсен-тăрансен танлаштаруллă виçине пĕлес тĕллевпе вĕсен моноличĕсене суйласа илессине йĕркелеме сĕнчĕç.
Кăçал АПК предприятийĕсене кредит памалли йĕркесемпе Раççей ял хуçалăх банкĕн Канашри хушма офисĕн Канашри управляющийĕ Т.Волков паллаштарчĕ.
УЙĂХЛĂХ ПУÇЛАНЧĔ
Ухман ялĕнче районта оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Уйăхлăхăн тĕллевĕ – арçын ачасемпе яшсене çар ретне тăма хатĕрлесси, çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парасси. Çак енĕпе республикăри çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕ тата ДОСААФăн районти организацийĕ пулăшма хатĕр. Çакăн пирки организаци председателĕ В.Владимиров тата В.Александров преподаватель пĕлтерчĕç.
Савăнăçлă пай хыççăн ДОСААФ автошкулĕн курсан-чĕсем автомобиле тытса пырас, пăшалтан перес ăсталăха кăтартрĕç. Ăмăрту программинче çичĕ упражнени пулчĕ: "Авкаланчăк çул", "Машинăна каялла чакарса лартасси", "Бокса кĕресси", "Пневматикăллă винтовкăран пересси", "Çул-йĕр правилисене пĕлесси", "Сăрт çине хăпарасси", "Йĕр тĕлĕнче чарăнасси". Конкурсра Аслă Мами ялĕнче пурăнакан А.Кузьмин çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Кочемасовпа Р.Насиров йышăнчĕç, иккĕшĕ те Канашран.
ЧЕХОВ ПУЛТАРУЛĂХĔ ÇИНЧЕН
Вырăссен паллă писателĕ А.П.Чехов çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа районăн тĕп библиотекинче литература каçĕ ирттернĕ. Вулав залĕнче "Çынра пурте килĕшÿллĕ пулмалла" темăпа курав йĕркеленĕ. Çырав-çăн портретне вырнаçтарнă.
Тĕнче культурин историйĕнче А.П.Чехов кĕске калав ăстаçи пулса юлнă. Унăн пултарулăхĕ, медицинăри тата обществăри ĕçĕ-хĕлĕ, Мелихово усадьбинчи пурнăçĕ çинчен О.Майорова библиотекарь каласа панă. Залра Ф.Глинкăн "Не искушай меня без нужды" романсĕ янăранă. Çак романса Чехов питĕ юратнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.