АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХПА ПĔРЛЕ СŸТСЕ ЯВĔÇ

20 января 2010 г.

Иртнĕ çулхи ĕçсен кăтартăвĕсемпе халăха туллин паллаштарас, куçа-куçăн тĕл пулса ялта пурăнакансен нуши-терчĕсене тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ятарлă хушупа тăватă информаци ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вĕсене хăй тата унăн çумĕсем Э.Александровпа В.Степанов, райадминистраци ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Г.Петров ертсе пыраççĕ. Çак ушкăнсем районти кашни яла çитсе кулленхи пурнăçри çивĕч ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшĕç, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕм-летĕç.

Информаци ушкăнĕсенче районти тĕрлĕ службăсен представителĕсем пулаççĕ. Çавăнпа та пухăва пырсан çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене, пенсипе çыхăннă-и вăл е çĕр пайĕпе, пурлăха еткерлĕхе хăварассипе-и е тата тем те пĕр, вырăнтах илме пултараççĕ. Культура ĕçченĕсем кашни çулах çакăн пек мероприяти вăхăтĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараканччĕ. Вĕсем кăçал та интереслĕ те халăх кăмăлне каймалла концерт программи хатĕрленĕ.

Ял çыннисен пухăвĕсем январĕн 21-мĕшĕнче пуçланаççĕ.

И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика