АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ ÇЫННА ЫР СĂМАХ

20 января 2010 г.

Хальхи саманара "укçа чирĕ" пурне те килсе лекнĕрен пĕр çĕрте тĕпленсе ĕçлекенсем шкулсемпе сывлăха сыхлас ĕçпе çыхăннисен хушшинче кăна пулĕ. Уйрăмах çакă ялсене пырса тивет, мĕншĕн тесен кунта яланлăх ĕç вырăнĕ сахал. Акă, Нина Семеновна Игнатьева çирĕм çул ытла Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче апат пĕçерекен пулса ĕçлет. Укçи-тенки нумайран мар, ачасен пĕлĕвĕ-вĕренĕвĕ тутлă апатран килнине лайăх ăнланнăран тимлет вăл çак ĕçре.

Ăçта кăна илсе çитермест-ши хĕрÿ юрату хĕрсене; Акă эпĕ асăннă Нина – Малти Тукай кинĕ. Хăй вăл Элĕк районĕнчи Ямашра çуралса ÿснĕ. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕрен пĕри – пуриншĕн, пурте пĕриншĕн тенине лайăх ăнланнă. Ашшĕпе амăшĕ сăпайлă та ĕçчен çынсем пулнă, çирĕп хуçалăх тытнă, хăйсен ачисене те лайăххине кăна пама тăрăшнă. Нина ашшĕнчен пĕр сивĕ сăмах та илтсе курман. Мал ĕмĕтлĕскер ялти шкултан вĕренсе тухнă та тĕп хулана çул тытнă. Ĕç кĕнекине хĕр пĕрремĕш хут Шупашкарти агрегат заводĕнче алла илнĕ, стройкăра вăй хунă. Капмар та илемлĕ çуртсем çамрăк хĕрĕн чунне тыткăнланă, хăй те çавăн пек хăтлă кермен çуртсем тума тытăннă. Ĕмĕтĕнче çак çуртсенче телейлĕ çамрăк çемьесене курнă. Вĕсенчен пĕр хваттерĕнче Нина хăй те телей тупма шухăшланă. Анчах шăпа урăхларах килсе тухнă: хула пурнăçĕ ăс-тăнра тĕлĕк евĕр кăна тăрса юлнă.

Çамрăк çамрăках ĕнтĕ, чуна пĕр ĕçпе çеç тивĕçтерейместĕн, вăл пĕрмай тем ыйтать. Нинăна тĕп хуламăрта Малти Тукай каччипе паллашма тÿр килнĕ, çамрăксем кинотеатрсене çÿренĕ, театр та вĕсемшĕн ют пулман, анлă Атăлпа та киленнĕ. Кулленхи пурнăçра сăмах килĕштермелли-татмалли çын сахал тĕл пулать, апла пулин те Валерий уншăнах çуралнă тейĕн. Кĕçех туслăх хĕрÿ юратăва куçнă.

Туйăм таса çынна нихăçан та улталамасть. Пуласлăхĕ пирки шухăшласа икĕ çамрăк çемье çавăрма тĕллев тытнă. Туй кĕрлеттернĕ. Часах Нина ятлă хĕр Игнатьева хушаматлă пулса тăнă.

Мăшăрĕ, Валерий Алексеевич, уй-хир патши пулма хатĕрленнĕскер, алла диплом илнĕ, çамрăк арăмĕпе тăван яла килсе тĕпленнĕ. 80-мĕш çулсенче туслă мăшăр çĕнĕ çурт лартнă. Нинăн вара яла таврăнсан çĕнĕ професси илме тивнĕ. Çамрăк кин пит правур та пултаруллă пулнă, нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Колхоз ăна повар пулма вĕренме янă. Çын тума пĕлмен ĕç çук тенешкел, Нина Семеновна та техĕмлĕ апат-çимĕç хатĕрлекен ăстаçă пулса тăнă.

Мăшăрĕ Валерий вара чылай çул тĕп агрономра тимлерĕ. Çут çанталăк анинче пулма кăмăллакан çын вăл. Мĕн чухлĕ тăрăшман-ши вăйлă тырă-пулă туса илессишĕн; Хĕвелпе тăрса шăпчăк юррипе киле таврăнни те тем чухлех пулнă. Арăмĕ ăнланни, юратни вăй панă ăна. "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ.

Нина та унран юлман, хăй ĕçĕпе çынсен юратăвне тивĕçнĕ. Ăста алăллă ĕçчен таçта та юрăхлă. Кĕçех ăна вăтам (ун чухне) шкула чĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра вĕренекенсене тутлă апат пĕçерсе çитересси – Нина Семеновнăн тĕп ĕçĕ. Ача мĕнле апатланнине курса унăн кăмăлне палăртма пултарать. Шÿтлĕ калаçупа ача кăмăлне çавăрма тăрăшать, типтерлĕхпе йĕркелĕхе, тасалăха та вĕрентет.

Игнатьевсен туслă çемйинче икĕ хĕрпе ывăл çитĕннĕ. Асли, Ирина, ашшĕ çулĕпе кайнă. Аслă пĕлÿ илнĕ, Канашра вăрлăх хатĕрлесе тĕрĕслекен станцире ĕçлет. Эльза та пĕлÿ енчен аппăшĕнчен юлман, тĕп хулара юлса çемье çавăрнă, амăшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Кĕçĕнни Андрей Канашра техоснастка заводĕнче вăй хурать, тимĕрпе ĕçлекен ăста пуласшăн.

Тĕпкĕч ашшĕ-амăшĕ чĕртнĕ вучаха сÿнтересшĕн мар. Ашшĕ çĕнĕ ĕçе пикеннĕ, хурт-хăмăр ĕрчетет. Пушă вăхăтра ăна ывăлĕ те пулăшать. Игнатьевсен çемйинче килĕшÿ хуçаланать. Çемье тĕрекĕпе çирĕплĕхĕ арçынран килет пулсан, кил ăшшипе çепĕçлĕх хĕрарăмран вăй илет.

Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнăран йăха малалла тăсаканĕсем хăйсен ытарми çыннисене усал сăмахпа, ĕçпе нихăçан та кÿрентермĕç. "Çапла пултăр малашне те", – тетпĕр эпир те, Игнатьевсене хисеплекенсем.

Ял çыннисем ыйтнипе Л.ОРЛОВА. Çĕнĕ Чалкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика