АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИМЛĔХЕ АН ÇУХАТĂР

20 января 2010 г.

Шута илнĕ 16 аварирен 13-шĕ çуран çÿрекенсен айăпĕпе пулнă. Вĕсенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 9 çын вилнĕ.

Хисеплĕ çуран çÿрекенсем, асра тытăр: тротуарпа е çуран çÿреме туса панă ятарлă çулпа утăр. Вĕсем çук пулсан вара çул айккипе çÿрĕр. Çул айккипе пынă чухне хирĕç килекен автотранспорт енче утмалла. Çĕрлехи вăхăтра çул хĕррипе пынă чухне çумра е тумтир çинче çутатакан япала пулсан аван.

Çул урлă çĕр айĕпе е çĕр çийĕнче тунă ятарлă вырăнтан каçмалла. Маршрутлă транспорта е таксие чарăнура кĕтмелле, вăл çук пулсан тротуар çинче е çул аййкинче кĕтмелле. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн административлă йĕркепе айăпласа штраф тÿлеттереççĕ.

Хисеплĕ водительсем! Эсир çул урлă каçма тăнă çынна чарăнса тăрса ирттере яма тивĕç. Пурин те çул çинче питĕ тимлĕ пулмалла, пĕрне пĕри хисеплемелле.

Çула тухнă çын инкек тÿснĕ тĕслĕхсене чакарас тĕллевпе январĕн 22-мĕшĕнче республикăра "Çуран çын" рейд иртет.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика