АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇРЕ ТУПНĂ ТЕЛЕЙ

20 января 2010 г.

Çак кунсенче "Гвардеец" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлесе тăватă медальпе пилĕкçулăхсен тăватă паллине илме тивĕçлĕ пулнă Елена Максимовна Тумашкина 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Юбиляра саламлама ачи-пăчисем, пĕтĕм тăван-хурăнташĕ, кÿршисем тата выльăх-чĕрлĕх ферминче пĕрле килĕштерсе ĕçленĕ тус-юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсем Елена Максимовнан кун-çулĕпе çыхăннă манăçми самантсене тепĕр хут ырăпа аса илчĕç, ăна вăрăм ĕмĕр сунса çепĕç юрăсем шăрантарчĕç, илемлĕ ташăпа савăнтарчĕç.

Е.Тумашкина Вăрăмпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ.

– Кил-йыш – юратупа ырă кăмăл тĕнчи. Атте-анне тата пиччесемпе шăллăмсен сăнарĕсем асăмран каймаççĕ, – аса илет Елена Максимовна. – Атте, Максим Григорьевич Никитин, вăр-çăпа ĕç ветеранĕ пулнă, вăл "Путь Ленина" колхозра тракторпа машина паркĕн хуралçинче тăрăшнă. Вăр-çăран йывăр аманса таврăннă салтак 90 çула çитме пултарчĕ. Анне, Евдокия Фадеевна, çитмĕл урлă каçсанах çĕре кĕчĕ, вăл та тăван хуçалăхра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă.

Николай пичче – Красноярск хулинче, Егор Омск хулинче пурăнаççĕ. Питĕ савăнтăм, манмаççĕ, çуралнă кун ячĕпе саламлă çырусем çырса янă.

Пурнăçри вырăнне Елена нумай шыраман. Вăрăмпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тăван колхозра ĕçлеме пуçланă. Вăтапуçĕнчи илемлĕ каччăпа паллашнă. Туй тунă, çемье çавăрнă. Ялта çамрăк хĕрарăма кăмăллăн йышăннă. Çак савăнăçлă самант 1967 çулта пулса иртнĕ. Елена Максимовна хăйĕн профессине мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех улăштарман.

Вăл вăхăтра мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тунă. Анчах та çак йывăрлăхсем çамрăк дояркăна хăратман, пачах урăхла, унăн кăмăлне çирĕплетнĕ çеç. Вăл професси вăрттăнлăхĕсене çине тăрса алла илнĕ, аслă юлташĕсен опытне ăша хывнă.

– Пурăна киле тĕп йывăр ĕçсене пурне те механизацилерĕç. Икĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Бидонсене те текех алпа йăтса куçармастăмăр, сĕт пăрăхсем тăрăх тÿрех холодильнике куçатчĕ. Халĕ колхоз та, ферми те çук. Пурнăçра çакăн пек пулса тухасса шутламан та, – шухăша кайса калаçатпăр юбилярпа.

Елена Максимовнана ялта тивĕçлипех хисеплеççĕ. Упăшкипе, Кирилл Никитичпа, пилĕк ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Вячеслав агроном профессине алла илнĕ. Малтан уй-хир бригадирĕнче тимленĕ, халĕ Канаш хулинче ĕçлет. Владимир – Хусанта, Юрий – Канаш хулинче пушар хуралĕнче, Олегпа Алексей вахта мелĕпе Мускава çÿреççĕ. Ачисем нумаях пулмасть тĕп кил-çуртне те çĕнĕ сăн кĕртрĕç.

– Çакăншăн хам та питĕ савăнтăм, кил-çурт хулари хваттертен хăтлăхĕпе пĕрре те кая мар. Попугай та туянтăмăр. Çак илеме мăшăрăм курса хаклаймарĕ, вăл 2006 çулта вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Елена Максимовна халĕ кĕçĕн ывăлĕпе Алексейпа пурăнать. Туслă çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, хурт-хăмăр тытать, сад ĕрчетессипе ĕçлет.

– Кăçал пахча-çимĕçсемсĕр пуçне тем тĕрлĕ хитре чечек те лартса ÿстертĕмĕр. Чечек лартнă чухне Лена кинпе Лена мăнук питĕ пулăшаççĕ, вĕсем те ман пекех Лена Тумашкина ятлă. Çак ĕçсене пысăк пахалăхпа туса ирттерме "Кил-çурт, хушма хуçалăх" тата "Канаш ен" хаçатсене çырăнса илеççĕ.

Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать Е.Тумашкина. Нумаях пулмасть ирттернĕ "Асламăшĕпе мăнукĕсем" конкурса хутшăнса икĕ номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Елена Максимовнана фольклор уявĕсенче тата тематика каçĕсенче те час-часах курма пулать. Ăна "Ялти хиспелĕ пурăнакан" ята парса чысланă. Пушă вăхăтра вăл пур кăмăлтан сăвă кĕнекисене тата чăн тĕн кĕнекисене вулама кăмăллать.

– Ачасемпе тата мăнуксемпе савăнатăп, – тет Елена Максимовна. – Лена училищĕрен вĕренсе тухрĕ, Коля, Наташа, Алексей, Юля вăтам шкулта ăс пухаççĕ, Максим – лицейра. Кирил килес çул шкула кайма хатĕрленет. Мана манмаççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ, уяв саламĕсем çырса яраççĕ.

Яланах çакăн пек хастар пулăр, юбилей ячĕпе сире, Елена Максимовна!

Ю.НИКИТИН, обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика