20 января 2010 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Халĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çанă тавăрса тытăнма вăхăт. Районти ял хуçалăх производстви мĕнле кăтартусемпе вĕçленĕ-ха 2009 çула; Ял хуçалăхĕн хăш отраслĕ тупăшлăрах ĕçленĕ, хăшĕнче вара çитменлĕхсем пур;
2009 çулта районти хуçалăхсенче 685,7 тонна (е 83,3 проц.) аш-какай туса илнĕ. 2008 çулта – 823,2 тонна. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ мăйракаллă шултра выльăхсен шутне чакарса пынине пула аш-какай илесси те пĕчĕкленчĕ. Сыснасем юлманпа пĕрех. Туса илнĕ аш-какайăн мĕн пур калăпăшĕн 60 проценчĕ – ĕне выльăх ашĕ, 5 проценчĕ – сысна ашĕ, 33 проценчĕ – кайăк-кĕшĕк ашĕ.
Районта иртнĕ çул пĕтĕмпе 4814 тонна сĕт суса илнĕ (2008 çулта – 4768 тонна), ку вара 101 процентпа танлашать. "Путь Ленина", Киров ячĕллĕ ЯХПКсем, "Нектар", "Пинер", "Хучель", "Сормовский" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем пĕлтĕрхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатнă.
Халăхран сĕт пуçтарни – хуçалăха аталантармалли хушма çăл куç пулнине тăтăшах калатпăр. Апла пулин те паян районта виçĕ хуçалăх кăна ("Восход", "Исток" тата "Мотор" хуçалăхсем) халăхран сĕт пуçтараççĕ.
Пĕр ĕнерен вăтамран 3385 кг сĕт суса илнĕ (виçĕм çул – 3078 кг), ку вара 110 процентпа танлашать. "Хучель" ООО 4 пин килограмм, Киров ячĕллĕ хуçалăх 3955 килограмм, "Нектар" ООО 3833 килограмм, "Агат" ООО 3790 килограмм сĕт кашни ĕнерен суса илнĕ. Çакă виçĕм çулхи шайран 108 процент нумайрах. Сĕт-çу рынокĕнчи лару-тăру ерипен-ерипен йĕркене кĕрсе пырать. 1 литр сĕт хакĕ 11-15 тенке çитрĕ. Паян ĕне выльăх йышне сыхласа хăвармалла кăна мар, ăна ÿстерсе пымалла. Кĕтĕве çĕнетсе çитерме сахалтан та 3 çул кирлĕ. Ĕнесен шутне пуçпа шутламасăр тĕлли-паллисĕр чакарса пымалла мар. "Çиччĕ виç те пĕрре кас", – тет халăх каларăшĕ. Çавăнпа та хуçалăх экономикине пысăк пулăшу тата тупăш кÿрекенни – сĕт.
Усă куракан 100 га çĕр пуçне 2009 çулта 38,8 ц (2008 çулта – 46,6 ц) аш-какай, 272,7 ц сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ (68,8 ц, сĕт – 898,9 ц), "Восход" (34,8 ц, 508,1 ц), "Путь Ленина" (34,0 ц аш), "Сормовский" (405,7 ц сĕт) хуçалăхсен.
Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районта мăйракаллă шултра выльăх 3481 пуç шутланать, е 2008 çулхи хисепĕн 87,0 проценчĕ чухлĕ. "Путь Ленина", "Нектар", "Агат", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче выльăхсен шутне малтанхи шайра сыхласа хăварнă.
Ĕнесен шучĕ – 1410 пуç, виçĕм çул 1628 пуç пулнă. Шел пулин те, хуçалăхсенчен нумайăшĕ ĕне выльăх йышне чакарса пырать. Çав вăхăтрах Киров ячĕллĕ хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илет. Пирĕн районта ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе.
Пĕтĕмпе 1456 пуç пăру илнĕ (2008 çулта – 1894). Кăтарту чакни, тĕпрен илсен, ĕнесен шучĕ чакнипе çыхăннă. "Путь Ленина", "Нектар", Киров ячĕллĕ, "Восход", "Исток", "Хучель", "Родник", "Сормовский", "Агат" хуçалăхсенче 100 ĕне пуçне 100-108 пăру илнĕ. Ĕне кĕтĕвне çамрăк выльăхсемпе çĕнетесси пĕтĕмĕшле илсен виçĕм çулхи шайран чакнă. Çапах та "Цивиль", "Мотор", "Канаш", Киров ячĕллĕ, "Родник", "Сормовский", "Агат" хуçалăхсенче ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 447 грамм ÿт хушнă. Чи лайăх кăтартусем каллех çÿлерех асăннă хуçалăхсенче. Енчен те эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шер грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет.
Отрасльте уçăмлăх çуккипе сыснасен йышĕ питĕ вăйлă чакса ларчĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вĕсен шучĕ ÿсессе шанатпăр, 1235 пуçа çитмелле. "Канаш" ООО сысна самăртмалли комплекса çĕнетсе ĕçе хута ячĕ. Пĕлтĕр 100 пуç сысна ами туянчĕ. Кăçал çурасем илме пуçлать. Камăн хуçалăхĕнче сыснасене пуçĕпех пĕтермен, вĕсем çак ĕçпе укçа тума май пуррине ăнланса илчĕç. Тырă хакĕ йÿнĕ пулнипе хуçалăхсем ăна сутса тупăш илеймеççĕ, çав вăхăтра складсенче купаланса выртакан тырра выльăх апачĕ çине ярса аш-какай туса илсе сутма пулать.
Витере тăракан выльăхсем валли тивĕçлĕ условисем туса памалла. Выльăхсене тутлăхлă япаласемпе пуян апат çитермеллине, ĕнене 1 литр сĕт антарма 4-5 литр шыв кирлине, ăратлă ĕнесене кунне 180 литр таран шыв ĕçтермеллине çирĕп шута илмелле. Ĕнене куллен таса шыв (лăпăр-лапăр мар!) ĕçтермелле. Витесенчи микроклимат çинчен те манмалла мар: выльăхсен сывлăхне лайăхлатма, вĕсен тухăçлăхне ÿстерме майсем туса памалла. Çут çанталăкри сывлăш температурине пăхмасăр витесене кашни кун уçăлтармалла. Хĕллехи вăхăтра выльăхсене уйрăмах кирлĕ витаминсемпе пуян хыр-чăрăш лăссипе апатлантармалла. Сĕт тасалăхĕшĕн тăрăшма та тахçанах вăхăт. Сĕт хакĕ унăн пахалăхне кура йĕркеленет.
Умра – февраль уйăхĕ, хĕл варри. Ферма ĕçченĕсемшĕн чи йывăр тапхăр. Паллă ĕнтĕ, ăçта выльăх ĕрчетес отрасль аталаннă, çав хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. Фермăра ĕç-пуç йĕркеллĕ пулсан хуçалăх экономики те вăй илет. Ĕçри ăнăçу вара никамран та мар, пĕр хамăртан кăна килет.
С.ВАСИЛЬЕВ, районти тĕп зоотехник.