АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĔТĔМЛЕТŸСЕМ, МАЛАШЛĂХ ТĔЛЛЕВСЕМ

20 января 2010 г.

Тунтикун район администрацийĕнче пайсемпе службăсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен çĕнĕ çулти пĕрремĕш пĕрлехи канашлăвĕ иртрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ирттерчĕ. Доклад тăвакансем 2009 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, кăçал тума палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕç.

Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров оперативлă службăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкерчĕ. 2009 çулта район территорийĕнче 404 преступлени шута илнĕ, çакă малтанхи çулхипе танлаштарсан 42 преступлени сахалрах. Йывăр, уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ чакнă, çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем сахалрах пулнă. Анчах та çын пурлăхне, выльăх-чĕрлĕх вăрланă, çаратнă тĕслĕхсем нумайланнă. Çынна мăшкăлланă, суту-илÿ çурчĕсемпе базăсене çаратнă фактсем пулман. Выльăх вăрласа тунă преступленисене уçса палăртассипе çине тăрса ĕçлеменнине çирĕппĕн палăртса хăварчĕ Юрий Николаевич. Преступлени тăвас туртăм пур 102 çын, çемьере харкашма кăмăллакан 241 çын шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăрать. Обществăлла вырăнта йĕркене пăснăшăн иртнĕ çулта 2375 çынна административлă йĕркепе айăпланă, пĕтĕмпе 2 миллион ытла тенкĕ шыраса илнĕ. Район территорийĕнчи çулсем çинче лару-тăру йывăр. Аварисенче пĕлтĕр 20 çын пурнăçĕ татăлнă. Çемьере çапăçакан-харкашакансем те çулран çул нумайланса пыраççĕ.

РФ Налук службин Чăваш Енри районсем хушшинчи 4-мĕш инспекцийĕн начальникĕ Е.Чернов вырăнти налуксем çинче чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр ял тăрăхĕсем халăхран тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарассипе аван ĕçленине каларĕ Евгений Иванович. Хăш-пĕр ялта, тĕслĕхрен, Вăрăмпуç, Хучел ял тăрăхĕсенче, парăма 4-7 çын кăна тÿлесе татман. Кăçалччен çĕр е пурлăх налукне тÿлесе татман пулсан вырăнти инспекци извещени ярса панă пулсан, 2010 çултан çакăн евĕр квитанцие Чулхуларан ярса пама пуçлĕç. Уведомленин налук парăмне татмалли срокчен пĕр уйăх малтан килмелле. Çавăнпа та Чулхула адресне палăртнă хут килсен çынсен пăлханса кайма кирлĕ мар. Ку налук службинчи хăш-пĕр тытăмĕн ĕçĕ улшăннипе çыхăннă.

Иртсе кайнă çулта ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене хушма ĕçпе тивĕçтермелли программăпа усă курса районта ĕçсĕрлĕх шайне 1,5 процент чухлĕ шайра тытса пыма май килнĕ. Пĕлтĕр районта пурăнакан 106 çын хăйсен ĕçне йĕркелеме халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ тунă: обществăлла ĕçсене йĕркелессипе 88 килĕшÿ, çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекен пункт уçма, выпускниксемпе стажировка ирттермелли 16 уйрăм уçма килĕшÿ тунă. Çав килĕшÿсемпе 642 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, 89 çын харпăр хăй ĕçне пуçарса янă. Самана кăларса тăратакан условисене пула ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене пулăшма центр тем тĕрлĕ мелпе усă курать. Çыннăн хăйĕн пуçарулăхĕ кăна пултăр. Предприниматель ĕçне пуçарса яма тĕллев тытнă 40 çынна 58800 тенкĕ парса пулăшнине каларĕ центр директорĕ Б.Семенов.

Вăрçă ветеранĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе вĕсене хваттерпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене тата вĕсемпе танлаштарнă çынсене хваттер черетне тăратнă чухне тавлашуллă самантсем чылай пулаççĕ. Енчен те вăрçă учатникĕн удостоверенийĕнче "20-мĕш статья" тесе палăртнă пулсан, унăн хваттер илме ирĕк çук. Енчен те "14 е 15-мĕш статья" тесе палăртнă пулсан вăрçă участникĕ, çавăн пекех салтак арăмĕ (упăшки вăрçăра вилнĕ хыççăн тепĕр хут качча тухман, пурăнмалли лаптăк çителĕксĕр пулсан) çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ, терĕ Валентина Георгиевна. Ялсенче вăрçа хутшăннă çынсем питĕ сахаллăн юлчĕç. Ĕнерхи "вăрçă ачисем" паян ватă çынсем. Ялсенче тимуровецсен юхăмне йĕркелесе ямалла. Ватăсене урама тухса кĕме юр хырса, шыв ăсса кĕрсе парсан та мĕн тери пысăк пулăшу пулĕччĕ. Вĕсем хăйсене кăшт кăна тимлĕх уйăрсан та мĕн тери савăнаççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе районта "Да будет свет!" конкурс иртнĕ. Çурт умĕсене çутă хатĕрĕсемпе усă курса Вăтапуç вăтам шкулĕ питĕ хитре илемлетнĕ. Иккĕмĕш вырăнта Вырăскас Пикших вăтам шкулĕ, виççĕмĕш вырăнта Ухманти "Рябинушка" ача сачĕ. "Да будет свет!" конкурс çĕнтерÿçи – Ямашри культура çурчĕ. Ăвăспÿрт Кипечри тĕслĕх библиотекăпа культура çурчĕ иккĕмĕш вырăнта, Мăкăрти пуçламăш шкул – ача сачĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă. Мала тухнисене пурне те дипломпа, укçан преми парса хавхалантарчĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика