20 января 2010 г.
Иртнĕ çул район администрацийĕн ячĕпе килнĕ çырусен тата ун патне йышăнăва пынисен хисепĕ 80. 2008 çулта 102 пулнăччĕ. Чи нумаййи хваттер тата çурт лартассипе çыхăннисем – 20, строительствăпа – 14, коммуналлă тата йăла пулăшăвĕсем парассипе – 9, социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе – 9, ял хуçалăхĕпе – 7, вĕрентÿпе – 6, транспортпа – 4, пĕчĕк предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе – 2, хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕпе, çыхăнупа, ĕçе вырнаçассипе, ĕç стажне палăртассипе, паспорт илессипе тата учета тăрассипе, культурăпа – пĕрер.
Пĕр ыйтупа тепĕр хут пынисем – 10.Виçĕм çул 23 пулнă. 13-ĕшне тивĕçтернĕ, 5--ĕшне ăнлантарса панă, 48-ĕшне пăхса тухнă, 29-ĕшне контроле илнĕ. 19 ыйтăва çывăх вăхăтрах татса параççĕ. Çÿлте тăракан организацисенчен 5 çыру илнĕ.
Пĕлтĕр район администрацийĕн пуçлăхĕ патне йышăнăва 82 çын пынă. Çакăн пек ыйтусем вĕсене пуçлăх пÿлĕмне шаккаса кĕме хистенĕ: çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси тата вĕсене регистрацилесси, пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тата социаллă пулăшу илесси, вăтам шкул вĕренсе пĕтернисене аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кайма тĕллевлĕ направленисем парасси, ялта пĕчĕк предпринимательствăна тата фермер хуçалăхне аталантарасси, ялсене тирпей-илем кÿресси тата ытти те. Пурне те ăнлантарса панă, хускатнă ыйтусене татса памалли майсене кăтартнă.
Райадминистрацин структурăллă подразделенисен ертÿçисем тăратнă ыйтусемпе консультацисем, сĕнÿсем панă, тĕплĕн ăнлантарнă, пултарнă таран пулăшусем кÿнĕ. Кирек кам та район сайтĕнчи "Ыйту-хурав" пайпа усă курма пултарать. "Канаш ен" хаçатра тата вырăнти телевиденин передачисенче тĕрлĕ ыйтупа йĕркеленĕ мероприятисене халăх патне çитернĕ.
Т.ВЛАДИМИРОВА, район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ.