15 января 2010 г.
Пĕр-ик эрне каялла Республикăри ача-пăча больницине кайма тиврĕ. Пальтона гардероба парас терĕм. Ман çумрах хĕрарăмпа ачи тăратчĕç. Районтан килнĕ пулас вĕсем. Тумтир йышăнакан хĕрарăм усал пулни пĕрре пăхсах курăнчĕ. Чăвашла пуплекен ял çынни çине сиввĕн пăхса илчĕ те мăкăр-мăкăр туса пăрăнчĕ, хăй пĕччен кулчĕ. Чăваш чĕлхинчен кулчĕ-ши çав "майра". Ара, хăй вырăсла калаçать-ха та. Çак ÿкерчĕк мана тарăхтарса ячĕ. Чăваш чĕлхине те, халăхне те ним вырăнне хуманнине кăтартасшăн пулмарĕ-и вăл. Хăй Чăвашра пурăнсан та чăвашсене хисеплемест пулинех.
Паллах, пирĕн вырăс чĕлхине пĕлмелле, юратмалла, анчах юнашар пурăнакан ытти халăх çинчен те манмалла мар. Çыннисене те, чĕлхине те хисеплемелле.
Тепĕр тĕслĕх. Троллейбусра хампа юнашар тăрса пыракан икĕ хĕр вырăсла пупленине илтетĕп. Тĕлĕнмелле, анчах та хайхискерсем Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче ăс пухаççĕ. Мĕншĕн-ха вĕсем тăван чĕлхене çĕклесе, ырласа, малалла аталантарас вырăнне вырăсла пакăлтатрĕç. Çавскерсене пит лайăх пĕлетĕп. Тепре курсан: "Мĕн, хулара чăвашла мантăр-им;" – терĕм. Лешсем: "Хулара чăвашла калаçма, паллах, намăс. Троллейбусра е çын нумай çÿренĕ çĕрте "чăвашсем кусем" тесе култарас килмест хамăртан", – хуравларĕç мăнтарăнсем. Чăваш пулнишĕн мĕншĕн кулмалла тет вара; Хамăрăн тăван республикăра та чăвашла калаçмасан ăçта хутшăнмалла тет вара илемлĕ те çепĕç чĕлхепе; Çав хĕрсенченех: "Апла пулсан мĕншĕн чăваш филологийĕн факультетне вĕренме кĕтĕр;" – тесе ыйтсан шалт хытса кайрăм: "Кунта кĕме çăмăл, çавăншăн кăна. Чăвашла пĕлнипе мухтанас тесе мар ĕнтĕ", – терĕç пикесем.
Тăван анне панă чĕлхерен вăтанни пире пурнăç панă çынран вăтанниех мар-и вара; Манăн тăван чĕлхене хисеплемен çынсене питĕ шеллес килет. Анне чунĕ евĕр çепĕç чĕлхепе калаçса киленеймеççĕ, илемлĕ чăваш юррисене шăрантарса кăмăлне çĕклентереймеççĕ, тăван чĕлхен янăравлăхне туяймаççĕ вĕсем. Пирĕн вăл анне пек пĕрре-çке.
Раиса Сарпи çапла çырать:
Тăван чĕлхене суйламаççĕ.
Суйлас пулсан та ăна
Эпĕ илĕттĕм суйласа
Чăваш чĕлхийĕ – сана!
Юратнă чăваш чĕлхи! Эсĕ пирĕн тăван анне пек пĕрре.
К.АЛЕКСАНДРОВА. Шăхаль ялĕ.