АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун сакки шăрпăклă

15 января 2010 г.

ЯМĂТТИ ПЫРА ЛАРАТЬ

Çурла уйăхĕн пĕр кунĕнче вăхăт каç енне сулăнсан Лукин (хушаматне улăштарнă) урама уçăлма тухнă. Пыл питĕ çиес килнĕ унăн. Вăл хăйĕнпе пĕр ялта пурăнакан Сергеевăн (хушаматне улăштарнă) вутă сарайĕнче 40-шер литр кĕрекен 6 флягăра пыл ларнине аса илех кайнă. Тÿрех унталла таплаттарнă. Кирлĕ çĕре çитсен мунча çенĕкне кĕрсе 5 литр кĕрекен цинк витре йăтса тухнă. Çакăн хыççăн вутă сарайне кĕрсе çухалнă. Пĕр флягинчен пылак çăра шĕвеке витрене юхтарнă. Ултă кило та 700 грамм вырнаçнă унта. Килограмне 250 тенкĕпе шутласан вăл 1675 тенке ларнă. Ун çумне витре хакне хушсан тата 100 тенкĕ ÿснĕ.

Ăнăçлă сунар иртнипе мухтанас тĕллевпе Лукин пĕлĕшĕ патне кĕнĕ. Прохорова (хушаматне улăштарнă) юлташĕ каласа пани кăмăла кайнă, пыл çиес килнипе пулас сĕлехи юхса аннă. Тивĕçтерес тенĕ унăн кăмăлне Лукин. Тавралăха хура чаршав карса илсен икĕ тус икĕ витре (пĕрне 12 литр, теприне 10 литр кĕнĕ) илнĕ те Сергеевăн "утарне" тухса утнă. Вут-шанкă сарайĕнче çак савăтсене пылпа тултарнă. Пылак продукт 8362 тенкĕ те 50 пуспа танлашнă. Пыла килĕсене илсе çитереймен вăрăсем. Хуçи вĕсене хапхаран тухнă чухне ĕнсеренех ярса тытнă. Тÿрех пакунлисем патне çавăтса кайнă.

СУЛĂНСА КАЙНĂ ТА...

Районти ялсенчен пĕринче пурăнакан Степановпа Григорьев (хушамачĕсене улăштарнă) утă уйăхĕн пĕр кунĕнче çур çĕр çитеспе райпо магазинĕ патĕнче хирĕçсе кайнă. Ÿсĕрскерсем пĕр-пĕрне мĕн кăна каласа кÿрентермен. Чунĕ кÿтсе çитнĕ Степанов Григорьева пуçĕнчен сулахай енчен шăхăртса янă. Лешĕ сулăнса кайнă, пуçĕпе лавккан бетон картлашки çине ÿкнĕ. Ăна пульницăна леçнĕ. Реанимаци уйрăмĕнче Григорьев вилсе кайнă.

Судпа айăпланнă Степанов Григорьева ăнсăртран вĕлернине йышăннă. Ăна 10 уйăха ирĕк прависĕр хăварнă. Çак вăхăта вăл колони-поселенинче ирттерĕ.

ТИМСĔРЛĔХЕ ПУЛА

Çурхи кун ирхине çиччĕ иртсен Емельянов (хушаматне улăштарнă) "ПАЗ–32054-07" маркăллă автобусне чĕртнĕ те "Канаш-Шăхасан-Канаш" маршрутпа çула тухнă. Маршрут вĕçĕнче, "Шăхасан-Калинино" автоçулăн иккĕмĕш километрĕнче, пассажирсене антарнă. Çирĕплетнĕ йĕркене пăсса каялла чакарнипе хыçалти сылтăм кустăрма хĕрарăм çине кĕрсе кайнă. Емельянов нимĕнле сигнал та паман, хыçалалла та тимлĕн пăхман. Пассажир йывăр аманнă.

Суд йышăнăвĕпе Емельянова çулталăка ирĕк прависĕр условно хăварнă.

ПĔРИ АМАННĂ, ТЕПРИ ВИЛСЕ КАЙНĂ

Кĕрхи кун çур çĕр çитеспе картишĕнче Вавиловсем (хушамачĕсене улăштарнă), пиччĕшĕпе шăллĕ, хирĕçсе кайнă. Вĕсенчен пĕри шăлавар кĕсйинчен хуçлатмалли çĕçĕ туртса кăларнă. Тăванĕ çине сиксе ÿкнĕ те хырăмĕнчен яшлаттарнă.

Çакăн евĕрлĕ усал ĕç тепĕр ялта та пулса иртнĕ. Хаяр шĕвек ĕçсе анкă-минкĕленсе кайнă Кузьмин (хушаматне улăштарнă) юлташне тăватă хутчен сылтăм пĕççинчен чикнĕ. Çакна пула юн тымарĕ вăйлах сиенленнĕ. Лешĕ инкек пулнă вырăнтах пурнăçран уйрăлнă.

Вавилова икĕ çула хупнă, Кузьминăн çичĕ çул ларма тивет.

ПУШ КĔЛЕНЧЕПЕ ÇАПНĂ

Çав кун Игнатьев (хушаматне улăштарнă) хăйне çăвăр автан пек туйнă. Канашри чукун çул вокзалне кăкăрне çапса кăшкăрашса пырса кĕнĕ. Кĕтмелли залра пĕр арçын çумне çулăхнă. Ăна усал сăмахсемпе кÿрентерме тытăннă. Аллинчи пушă кĕленчепе çак арçынна пуçĕнчен туртса çапнă. Кĕленче чăл-пар саланнă. Ванчăкĕсем урай тăрăх сапаланнă. Кунпа та лăпланман пуçтах. Çĕмĕрĕлнĕ кĕленчен çăварĕпе арçынна кĕлеткен тĕрлĕ вырăнĕсенчен çапнă. Çапла майпа Игнатьев ăна хытах амантнă. Кăкăр тĕлĕнче юн тапса тухнă.

Суд ларăвĕнче Игнатьевăн хăйне хирĕç тăратнă айăплавпа килĕшме тивнĕ. Ăна икĕ çуллăха çирĕп режимлă колонине яма йышăну кăларнă.

В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика