АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕМПЕ ШКУЛ МУХТАНАТЬ

15 января 2010 г.

Вĕренекенсене пултарулăхран, ăс-хакăлтан килекен ĕçсене явăçтарас, спортпа туслаштарас тесе нумай тăрăшатпăр. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх вĕренÿре, спортра, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн шкул ачисен ушкăнне район администрацийĕн ятарлă стипенди пама хушу кăларнă. Вĕсем хушшинче пирĕннисем тăваттăн: (ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) – И.Николаева, В. Николаева, К.Ефимова тата А.Голина. Пурте вĕсем "5" тата "4" паллăсемпе вĕренеççĕ.

Ирăпа Валя çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕр спорчĕпе туслă. Вĕсене чупас ăсталăха районти çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ В.К.Ермолаев вĕрентет. Маттур хĕрачасем районти тата республикăри ăмăртусене час-часах хутшăнаççĕ, çитĕнÿсем тăваççĕ.

Ксенипе Саша биологи вĕрентекен Р.В.Тимофеева ертсе пынипе хăйсен пĕлĕвĕсене республикăри, Раççейри конкурссенче тĕрĕслеççĕ. Экологи темипе вĕсен çĕнтерÿçĕ дипломĕ те пур. Иккĕшĕ те лайăх юрлаççĕ, ÿкереççĕ.

А.Дмитриева (çÿлти ÿкерчĕкре) 9-мĕш класра ăс пухать. Вĕренÿре, спортра курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн Саша Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕç пулнă.

В.ТИМОФЕЕВ, Вырăскас Пикших вăтам шкулĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика