АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХЫПАРСЕМ

15 января 2010 г.

ВЫЛЬĂХ АПАЧĔ ÇЫВĂХ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров ертсе пынипе районăн тĕп зоотехникĕпе С.Павловпа тата тĕп ветврачĕпе А.Степановпа Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче, "Сормовский" тата "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче выльăх-чĕрлĕхе мĕнле хĕл каçарнипе интересленнĕ.

Асăннă хуçалăхсенче выльăх апачĕ çителĕклĕ: утă, сенаж, минераллă хутăшсем тата ытти те. Специалистсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Çакă вара çитĕнÿ кÿрет.

ВУНПИЛЛĔКĔН АШШĔ–АМĂШĔ ПАНĂ ЯТА ТИРКЕНĔ

Иртнĕ çул районта 247 арçын ачапа 229 хĕрача çуралнă. Виçĕ çемьере йĕкĕрешсем çут тĕнчене килнĕ. 140 тĕпренчĕке мăшăрланмасăр çуратнă. Ытларах Максим, Кирилл, Егор, Виктория, Анна, Карина ятсем панă.

Пĕлтĕр 183 мăшăр çемье çавăрнă. Пиллĕкĕшĕ çул çитмен çамрăксемпе çырăннă. Тăваттăн пурнăçĕсене урăх çĕршывсенче пурăнакан граждансемпе çыхăнтарнă. Шел пулин те, 117 çемье арканнă. Вĕсен вăтам çулĕ – 25 – 39 çул. 85 пепке аттеллĕ пулса тăнă. 15 çын ашшĕ-амăшĕ панă ята килĕштермен, урăххи суйласа илнĕ.

2009 çулта районта 766 вил тăпри хушăннă. 397-шĕ арçынсем, 369-шĕ хĕрарăмсем. Çут тĕнчепе уйрăлнă арçынсен вăтам çулĕ – 59, хĕрарăмсен – 73.

Канаш хулинче иртнĕ çул 695 ача çуралнă: 348 арçын ача, 347 хĕрача. 417 туй пулнă, 187 мăшăр уйрăлнă. 330 арçынпа 304 хĕрарăм куçĕсене яланлăхах хупнă.

КОНКУРСРА ÇĔНТЕРНĔ

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшу парасси патшалăхăн приоритечĕсенчен пĕри пулса тăрать. Саккăрмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата суту-илĕвĕн министерстви "Чăваш Енĕн чи лайăх предпринимателĕ" конкурс ирттерет.

"Пĕчĕк предприятисенчен чи лайăххи" номинацире пирĕн районти "Мост" тулли мар яваплă пĕрлĕх çĕнтернĕ.

ПАТТĂРА АСĂНСА

Сухайкасси ялĕнче кăçалхипе вуннăмĕш хут Энтриялĕнче çуралса ÿснĕ, Чечняра пуçне хунă, паттăрлăх орденне икĕ хутчен тивĕç пулнă В.Павлова асăнса хоккей турнирне ирттернĕ. Турнира "Энтрияль", "Сухай", "Локомотив", Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн команди хутшăннă.

Канаш хоккеисчĕсем пур тĕл пулăва та çĕнтерÿпе вĕçленĕ. Иккĕмĕш вырăна энтрияльсем йышăннă. Турнира ирттерме "Алза", "Восторг", "Пинер" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, А.Евсеев предприниматель тата Канаш районĕн техника инвентаризацийĕн бюровĕ спонсор пулса пулăшнă.

КĂВАКАРЧĂНСЕН КУРАВĔНЧЕ

Раштав каникулĕн юлашки кунĕнче Хусан хулинче Ленин ячĕллĕ Культура керменĕнче кăвакарчăн ĕрчетекенсен обществин курав-ярмăркки иртнĕ. Унта Канаш тата Уçырма çыннисем те хутшăннă. Курава сайра тĕл пулакан кăвакарчăн ăрачĕсем тăратнă. Сăмахран, дутышсем, карьерсем, шурă кăвакарчăнсем тата ытти те.

Куравра килĕштерсе пăрахнă кайăксем кăна мар, сырăшсем те, ункăсем те, эмелсем те, ĕçтеркĕчсем те, витаминсем те, вакцинăсемпе микрохушăмсем те туянма пулнă. Ветиринари врачĕ кăвакарчăнсене мĕнле пăхмалли, чирлесен епле сыватмалли çинчен каласа панă.

Уçырмари кăвакарчăн тусĕсем нумай çĕннине пĕлсе килнĕ.

ХАЛĔ КЛУБРА ĂШĂ

Районта культура çурчĕсене газификацилесси вĕçленсе пырать. Нумаях пулмасть Энтрияль тăрăхĕн территорине кĕрекен Çĕнĕ Пинер клубĕ çут çанталăк газĕпе ăшăнма тытăнчĕ.

Халĕ культура çуртне кĕме кăмăллă. Ăшă ăна хăтлăрах та илемлĕрех турĕ тейĕн.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика