13 января 2010 г.
Шемякина Раиса Максимовна 1941 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче Вăтапуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Максим Федорович, вăрман хуçалăхĕнче лесник пулса тăрăшнă. Вăл Финн вăрçинче çапăçнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçине те хутшăннă, анчах пĕр тан мар çапăçура хыпарсăр çухалнă, вăрçăран таврăнайман. Максим Федорович 1912 çулта Вăтапуçĕнче çуралнă. Амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра механизаторсене, уй-хир ĕçченĕсене вĕри апат пĕçерсе çитернĕ. Ун чухне пиçнĕ апата уя кĕвентепе йăтнă.
– Манăн та питĕ йĕтем çине ĕçлеме каяс килетчĕ, – ăшшăн аса илет Раиса Максимовна, – анне хăйпе пĕрле мана мĕн пĕчĕкренех столовăйне апат пĕçерме илсе кайнă. Анчах ун хыççăн: "Анне, ывăнтăм, анне, ывăнтăм!" – тесе кăшкăрса пыракан ачана кам хăйпе пĕрле уя илсе çÿретĕр-ха. Вăхăт иртнĕ çемĕн, хам çулпа пĕчĕк пулин те, уйра ĕçлекенсем валли аннепе пĕрле вĕри апат илсе çÿреме пуçларăм. Çынсем те ырлатчĕç, хам та вĕсемшĕн усăллă ĕç тунăшăн савăнаттăм.
Кайран комбайнерсене апат çитерме аннерен уйрăм кайни пайтах пулнă. Ун чухне Иван Осипович Осипов, Алексей Алексеевич Осипов, Алексей Васильевич Петров, Ильин Андрейпа арăмĕ тата ыттисем те ĕçленĕ. Çак çынсем тăрăшса вăй хунине кура пурте орден-медаль илме тивĕç пулчĕç. Хĕллехи вăхăтра Нина Герасимовна учительница пулса ĕçлекен йăмăкĕпе Вальăпа вăрмана йывăç турачĕсем иртме çÿренĕ. Вĕсене ку ĕçре Яков Леонтьевич Зайков, Николай Гаврилович Гаврилов пулăшса пынă. Урари çăпатасем пăрланса ларатчĕç.
Питрав иртсен уя тырă вырма тухнă. Тырра алă вĕççĕн, çурлапа вырнă. Анне апат пĕçернĕ пирки уйăрса панă тÿпене вырма пыраймастчĕ...
Рая улттă тултарсан 1947 çулта вырăс ачисемпе пĕрле шкула вĕренме кайнă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине кайса кĕнĕ.
– Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн Валя Григорьева, Галя Филиппова тата эпĕ тĕрлĕ сăлтава пула вĕренме пăрахрăмăр. Пирĕн килте атте çук, анне пĕрмай колхоз столовăйĕнче, килте выльăх-чĕрлĕхе пăхакан çук, тĕрĕссипе каласан, тăхăнма та нимех те пулман...
Раиса Максимовна тăван хуçалăхра 1995 çулччен тăрăшса ĕçленĕ.
– Кил тăрăх сĕт пуçтаракан, анне пек апат пĕçерекен пулса та тăхăр çул ытла ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва 1991 çулта повар ĕçĕнчен тухрăм, – калаçăва малалла тăсать Раиса Максимовна.
1964 çулта Раиса Максимовнăпа Геннадий Васильевич çемье çавăрнă. Вĕсен пилĕк ача: асли, Володя, тăван хуçалăхра вăй хунă, халĕ Çурçĕре вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрет, Юрий Канаш хулинче, Марина, Ирина, Алина Чулхулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те кăмăллă.
Нумаях пулмасть Геннадий Васильевич пĕтĕм тăванĕсене, ачисене, кÿршисене, ялти ятлă çынсене пуçтарса хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Юратнă ашшĕне ачисем "Канаш ен" хаçат урлă саламлама та манмарĕç.
Раиса Максимовна общество ĕçĕнче хастар, уявсене хаваспах хутшăнать. Ăна "Ялти сăра ăсти", "Пултаруллă асанне", "Апат-çимĕç ăсти" ятсемпе чысланă. "Вăтапуç ялĕнче пурăнакан хисеплĕ çын" ятпа сумланăшăн питĕ савăнатăп", – тет.
Ю.НИКИТИН.