13 января 2010 г.
Шемякинсен çемйи Асхва ял тăрăхĕнче пропискăра тăрать, анчах вĕсем ăçта пурăннине пĕр сăмахпа ăнлантарса пама май çук. Вĕсен кирпĕчрен лартнă пысăк çурчĕ Канашран Йĕпреçе каякан шоссе хĕрринче, хула тулашĕнчи "Мир" ятлă коллективлă сада хирĕç. Çак вырăна кунти халăх "казарма" тет. Мĕншĕн тесен иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче лартнă икĕ баракра (казармăра) паян кун та чукун çул çинче ĕçлекенсен темиçе çемйи пурăнать. Çак бараксем хыçĕнчи капмар çурт шăпах Шемякинсен пулать те ĕнтĕ.
Çемье пуçлăхĕ Юрий 46-ра, вăл Канашри пĕр чукун çул организацийĕнче ĕçлет. Унăн арăмĕ Людмила Зиновьевна та 46-ра, Канашри вăтам пĕлÿ паракан 9-мĕш шкулта кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентет...
- Людмила Зиновьевна, сирĕн пÿрте кĕрсен çухалса каймалла: темиçе пÿлĕм, нимĕнле хула хваттерĕ те кирлĕ мар. Акă тата кухня... Мĕн пысăкăш вăл! Миçе тăваткал метр кунта;
- Вăтăр иккĕ. Хĕрарăмăн пĕтĕм пурнăçĕ кухньăра иртет те, ăна пысăк тăвас терĕмĕр. Ĕçлеме меллĕ пултăр тесе гарнитурăсем лартрăмăр. Холодильник малтан пĕрреччĕ, ачи-пăчи нумай та, тата тепре те илтĕмĕр. Телевизор та пур, апат-çимĕç хатĕрленĕ вăхăтра тĕрлĕ передачăсем пăхма пулать. Тата музыка центрĕ те туянасшăн, вара чăваш юррисене итлесе чуна кантарап-ха ĕнтĕ. Ачисем нумай та, вĕсене апат ăшăтса çитерме микроволновка питĕ пулăшать мана.
- Людмила Зиновьевна, ачи-пăчи нумай те-нĕрен, эпĕ сирĕн пата килнин сăлтавĕ акă мĕнре: эсир икĕ çул каялла тăватă ачана усрава илнĕ вĕт-ха;
- Пурнăçĕ çавăн пек пулса тухрĕ те, мĕн тăвăн... Йăмăкăн сарăмсăр вилсе выртмалла пулчĕ - машина çапса хăварчĕ ăна. Упăшкине темиçе çул маларах хĕнесе вĕлерчĕç. Иккĕшĕ те сарăмсăр çĕре кĕчĕç. Вара тăватă ача тăлăх-турата тăрса юлчĕç. Ача çуртне парас темерĕмĕр вĕсене, хамăр илтĕмĕр. Упăшкана пысăк тав, вăл хирĕç пулмарĕ - пĕр ача кăна мар вĕт-ха, тăваттăн...
- Ачисем миçере пулнă ун чух;
- Асли, Катя, шкул пĕтермелли ачаччĕ, 11-мĕшĕнче вĕренетчĕ, ывăлĕ - пĕр ывăл пур варринче - виççĕмĕш класраччĕ, икĕ йĕкĕреш тăваттăра юлчĕç. Хамăрăн тата иккĕ - хĕрпе ывăл.
- Хăвăрăн ачусем миçере;
- Асли, хĕр ачи, Женя, 21-ре ĕнтĕ, университетра вĕренет. Виçĕмçул йăмăкăн аслă хĕр ачи Катя 11 класс "отлично" пĕтерчĕ, халĕ иккĕшĕ те Шупашкарта питĕ лайăх вĕренсе пыраççĕ. Хамăн ывăлăм 6-мĕш класра вĕренет, йăмăкăн - пиллĕкĕмĕшĕнче. Виçĕ йĕкĕреш пек пирĕн килте: аслисем икĕ хĕр ача, варринчисем икĕ ывăл ача - пĕр пек чисти, кĕçĕннисем каллех йĕкĕреш. Ывăлсем те "пиллĕк" паллăсемпе кăна вĕренеççĕ. Пĕчĕк хĕрсем улттă тултарчĕç, вулама-çырма пĕлеççĕ, паян тесен паян шкула яма юрать. Ачасем пурте туслă: вăрçмаççĕ, çапăçмаççĕ - пĕр туслă çемье пирĕн...
- Çемьере килĕшÿ, туслăх пулни, паллах, савăнтарать. Апат-çимĕç енчен илес пулсан; Йăмăку пĕр апат пĕçернĕ, эсир çав апатах урăхла пĕçеретĕр... Ачасем амăшĕ пĕçернĕ апата ыйтмаççĕ-и;
- Вăт çавăнпа куççуль тухать манăн. Чăнах та, ыттисем ун пек мар - хĕрĕсем хăнăхкаларĕç - ывăл ачи "анне яшкине çиес килет", - тесессĕн, чăнах та, шапăр! куççуль юхса анать.
- Мĕн яшки пĕçерсе çитернĕ-ши вăл;
- Купăста яшки. Эпĕ те çавăн пекех пĕçерме тăрăшатăп ĕнтĕ, вăл раснарах пĕçернĕ пулĕ çав. Анне вăл çĕр çинче пĕрре кăна пулать те, ун яшки тутлăрах пулĕ. Мĕн тăвас-ха ман... Тутлăрах пултăр тесех тăрăшап, анчах йăмăк шайне çитерейместĕп пулас. Аса иле-иле макăрать ывăл ачи.
- Сире, Юрăпа иксĕре, "атте", "анне" тесе чĕнеççĕ-и;
- Çу-ук! "Дядя Юра", "тетя Люда" теççĕ. "Атте", "анне" тесе калаттарас килмест ман. Вĕсем харпăр-хăй ашшĕ-амăшне ĕмĕрне те манса ан кайчĕрччĕ. Пĕчĕккисем амăшĕ вилнĕ чухне тăваттăра кăна пулнă пулсан та, вĕсем амăшĕ мĕн тăхăнса çÿрени, мĕнле юрă юрлани çинчен пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса аса илсе лараççĕ те, ман çавăнтах куççуль юхса анать. Вĕсем веç ас тăваççĕ. Аттепе аннене укçа парса илейместĕн ĕмĕрне те. Вĕсем пĕрре пулаççĕ çĕр çинче.
- Сирĕн йăмăкусем Сителте пурăннă вĕт-ха; Вĕсен çурчĕ ларать-и халĕ;
- Пÿрчĕ ларать, газ çунтарса ăшăтсах тăратпăр. Кирек-хăш самантра та пырса кĕмелле пултăр. Асли, Катя, ĕнер каçхине çывăрмаллах кайрĕ те, паян ирхине таврăнчĕ. Пÿрчĕ ан сивĕнтĕр тесе пăхсах тăратпăр.
- Катя, сирĕн çемьере питĕ пысăк инкек сиксе тухсан сире хăвăр аннÿн аппăшĕ Люда усрава илнĕ. Кунта мĕнле пурăнатăр;
- Лайăх пурăнатпăр, вăл пире хăйĕн ачисене пăхнă пекех пăхать.
- Ăçта вĕренетĕр;
- Шупашкарта университетра, экономика факультетĕнче, иккĕмĕш курсра. Киле кашни эрнерех тенĕ пекех килсе тăратăп. Сителе хамăр пурăннă киле час-часах кайса çÿретĕп. Çав урамрах пирĕн асанне те пурăнать, вăл 77-ре, ăна урайсем çуса паратăп, шыв ăсса парса хăваратăп.
- Людмила Зиновьевна, тăватă ачана усрава илме тĕрлĕрен хутсем тутарма чылай чупма тиврĕ пулĕ...
- Чăнах та, питĕ йывăр пулчĕ, конешнă. Йăмăк ноябрĕн 8-мĕшĕнче вилчĕ те, хĕрĕх кунĕ çитиччен ачасене килĕнчех усрарăмăр. Çыннăн чунĕ çав вăхăтра килтен каймасть теççĕ те... Декабрĕн 17-мĕшĕнче анчах кунта илсе килтĕмĕр, хĕрĕх кунĕ çитсен. Питĕ йывăр пулчĕ. Пульницана та лекрĕç ачисем - пĕтĕмпех каласа та пĕтереймĕн. Икĕ ачин кашни кун шкула çÿрес пулать, асли, Катя, ун чухне Çеçпĕлте вĕренетчĕ те, ăна шкула кайса килме хăйне кăна 60 тенкĕ кирлĕччĕ. Питĕ-питĕ йывăр пулчĕ пурнăç! Юрать, ĕне пĕр виçĕ литр сĕт параччĕ те, çав сĕте сутса аран-аран çул çине кайса килеттĕмĕрччĕ. Никама та кирлĕ мар пек туяттăм хама, куççульпе çÿреттĕм. Вара, чун кÿтсе çитнипе, хула администрацине кайрăм, кăштах пулăшу ыйтса заявлени çыртăм. Нивушлĕ çавăнта пенси укçи илме пуçличчен çул çÿреме кăна пĕр пин тенкĕ пама май çукчĕ-ши; "Хулан укçа çук, парăмĕ вара нумай, пулăшма пултараймастпăр", - тесе ответ пачĕç те, питĕ кулянмалла пулчĕ. Çавăншăн паян кун та чĕререн пăшăрханатăп. Ун пек япала урăх никампа та ан пултăрччĕ. Хула администрацине хам хулара ĕçленĕ пирки кайрăм-ха та. Ытти пулсан каяс çук.
- Района кайман-и;
- Унта пулăшрĕç, конешнă. Хулари 4-мĕш автобус питĕ япăх çÿрет те, эпĕ ыйтнипе ирхине 7 сехетрипе каçхине 5 сехет çурăри автобуссене йĕркеллĕ çÿреттерес пирки район пуçлăхĕпе ПАТП директорĕ килĕшÿ турĕç. Çак вăхăтсем ачасене шкула кайма тата пĕчĕккисене садикрен илсе килме питĕ меллĕ-çке. Халĕ, чăнах та, çак автобуссем питĕ йĕркеллĕ çÿреççĕ.
Тата пысăк тав сăмахĕ калас килет акă мĕншĕн. Пирĕн кухня питĕ пысăк тесе каларăм-ха. Вăт çавна ăшăтма вырнаçтарнă батарейăсем гарнитурăсен хыçне юлчĕç те, тепĕр енне те батарейăсем лартас терĕмĕр. Район пуçлăхĕ Вячеслав Софронов пире çак ĕçсене тума рабочисем пачĕ. Ăшă пăрăхĕсенчи шыва хăвалама çулла насус та лартса пачĕç. Тата туалетпа ваннăй та туса паратпĕр тесе шантарчĕç-ха. Кирлĕ япалисене илме укçи-тенкине çитерсе пыратпăр ĕнтĕ. Атту пĕчĕккисем сивĕ чухне картишне тухса шăнса пăсăласран чун çук.
- Ачисем пĕчĕккĕн ĕçе те хăнăхса пыраççĕ пулас...
- Пĕчĕккисем те, пысăккисем те питĕ хастар, тăрăшуллă. Пĕлетĕр ĕнтĕ, çемйи пысăк та, çумаллисем питĕ нумай пухăнса каяççĕ. Шывне урамран пÿрте кĕртеймен-ха, çавăнпа япалисене хĕллехи вăхăтра мунчара çăватпăр. Аслă хĕрсем канмалли кунсенче Шупашкартан килсех тăраççĕ те, мана кĕпе-йĕм çума, апат пĕçерме пулăшаççĕ. Вĕттисем урай çăваççĕ. Пурте ĕçлеççĕ, ĕçсĕр лармаççĕ.
Кил-çуртри ĕçсемсĕр пуçне, эпир выльăх нумай усратпăр. 120 пуç таран сурăх пирĕн. Целăй ферма. Эпир ăна ачасене илсе киличченех уçнă пулнă та виçĕ çул каялла, пĕтерес темерĕмĕр. Пирĕн вĕт-ха ачасене любой вăхăтра свеши какай, ÿпке-пĕвер пĕçерсе çитермелле, тата çак туалетпа ваннăй тутарма ăпăр-тапăр туянма та укçа-тенкĕ кирлĕ. Ĕç укçипе кăна туса лартаймастăн. Ирĕн-каçăн ĕçлемесĕр пулмасть хальхи вăхăтра. Хамăр çине шанас пулать...
- Çăмăл мар пулĕ çавăн чухлĕ сурăх усрама...
- Халĕ хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Çулла кĕтÿçĕ тара тытатпăр.
- Йăмăкун ачисене пăхса усрама патшалăх пулăшу парать-и;
- Çак тăлăх-туратсем хăйсене килти пекех туйччăр тесе питĕ-питĕ тăрăшатпăр. Вĕсен хăйсен кашнин пенси тухать. Пирĕн килте хуть те хăçан та сĕтел тулли апат-çимĕç. Ăнланатăп-ха, ман çак ачасене укçа-тенкĕ енчен кăна кăтартас килмест, патшалăх ыттипе пулăшнине те кăтартас килет. Мускавра, Шупашкарта президент елкисем пулаççĕ, кам ачисене яраççĕ-ши унта; Пĕлес килет. Виçĕм çул хам çине тăрса ыйтнипе Шупашкар елкине ячĕç-ха. Пирĕн кÿршĕсен килĕнче виçĕ ача та, вĕсене ăçта кăна илсе каймаççĕ-ши путевкăсемпе; Манăн ултă ача, çулталăкра пĕрре пулакан елка парнисене те хам ыйтнипе кăна пачĕç. Çавăн пек тăлăх-туратсем çине кăштах тимлĕрех пăхма нивушлĕ май çук-ши; Юрать, упăшка 19-мĕш ПЧ-ра ĕçлет те, ачасене "Яльчик" лагере яма унтан икĕ путевка пачĕç пĕлтĕр. Ку ĕçрен панă япала. Социаллă вырăнсенчен, патшалăх енчен пĕр пулăшу та çук. "Укçа илеççĕ вĕсем", - теççĕ те, çырлахаççĕ. Эпир ачасене çĕршыва юрăхлă пулччăр тесе çитĕнтеретпĕр-çке.
Пĕчĕк ачисем чирлекелеççĕ. Пĕр хĕр ачин эпилепси, теприн туберкулез пуçланса каяс хăрушлăх пысăк. Эмел ĕçтерсе, профилактика тусах тăратпăр. "Людмила Зиновьевна, сирĕн ача нумай, вĕсем чирлемеççĕ-и, сире путевкăсем кирлĕ мар-и;" - тесе çак тарана çитсе ыйтни пĕрре те пулман. Хам çÿресе, куççульпе ыйтсан мана пулăшнă, нимĕн те каламас. Уншăн эпĕ тав сăмахĕ нумай каланă.
Ачасене лайăх усрас тетĕп, пĕтĕмпех илсе паратăп - çимелли, тăхăнмалли - пурте пултăр тетĕп. Тутлă çиччĕр, хитре тăхăнччĕр, тетĕп. Иртнĕ çул çĕнĕ саккун тухнă. Ачасем валли туяннă япаласен кашни чекне пуçтарса пымалла та, çулталăк вĕçĕнче вунă листаллă отчет çырмалла. Кирлех-ши кун пек япала; Опека уйрăмĕнче ĕçлекенсен кирек хăш вăхăтра килсе те сĕтел çинче печени-канфет, кăлпасси-какай пуррипе çуккине тĕрĕслесен лайăхрах пулмĕччĕ-ши; Ман сĕтел тулли апат-çимĕç, эпĕ ачасене тăхăнтарап, тумлантарап, манăн тата чек çыпăçтарса отчет çырса лармалла. Ку çынран кулни пек туйăнать маншăн...
- Людмила Зиновьевна, çавăн чухлĕ ача ÿстерме темĕнле йывăр пулсан та, килте ача-пăча чĕвĕлтетни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк савăнăç вĕт-ха...
- Ача-пăча, чăнах та, тĕнчери чи пысăк савăнăç ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕшĕн. Вĕсене мĕнле те пулсан тĕрĕс-тĕкел ÿстересчĕ, патшалăха юрăхлă çынсем пулччăр, пысăк пĕлÿ илччĕр, тесе чунтан тăрăшатпăр. Упăшка та кашни кун çапла калать: "Тепĕр 15 çултан ачасем пурте качча кайсан, авлансан, пирĕн пата мăнуксене илсе килсен мĕнле пысăк савăнăç пулмалла!" - тет.
Эпĕ Шемякинсем патĕнчен кайнă чухне йĕкĕреш Дашăпа Маша телевизорпа мультик пăхатчĕç. Алешăпа Костя ыран шкула кайма хатĕрленсе уроксем тăватчĕç. Аслисем - Катяпа Женя - компьютер умĕнче ларатчĕç. Юрий Алексеевич мунча чĕртсе янă та, унта тухрĕ.
- Сирĕн те, Людмила Зиновьевна, тумалли ĕçсем чылай ĕнтĕ...
- Паян канмалли кун та, çумалли нумай. Ку паянхи тĕп ĕç. Унтан пĕчĕккисене мунчаран çуса кăлармалла. Тата апат та пĕçермелле...
В.ЛАПИН.