13 января 2010 г.
РЕСПУБЛИКĂРА ЧИ ЛАЙĂХХИСЕН РЕТĔНЧЕ
Иртнĕ çул "АСК – Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх тухăçлă çĕр улми туса илнĕ: 5327 тонна. Гектарăн вăтам кăтартăвĕ – 304 центнер. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви тĕш тырă тата пахча çимĕç туса илес енĕпе хастар ĕçленĕ хуçалăхсене палăртнă.
"Иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерессипе пилĕк хуçалăх чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Вĕсем – "Çĕр улмине мухтав!" агрофирма" тулли мар яваплă пĕрлĕх, Элĕк районĕнчи Журавлев фермер (хресчен) хуçалăхĕ, "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлĕхĕ, Патăрьел районĕнчи "Ленин ячĕллĕ агрофирма" акционерсен уçă пĕрлĕхĕ тата пирĕн районти "АСК -Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕх.
ТĂЛĂХСЕН САВĂНĂÇĔ
Тăлăхсем, Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Светланăпа Ольга Тюрковасем, 2010 çула çĕнĕ çуртра кĕтсе илчĕç. Çурта республика тата федераци бюджечĕсенен уйăрнă укçа-тенкĕпе хăпартнă.
Çĕнĕ хăтлă çурта куçнă ятпа Тюрковасене район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева, Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Николаев саламларĕç. Ольăпа Света хăйсене çакăн пек пысăк савăнăç кÿнĕшĕн республика правительствине, района ертсе пыракансене тав турĕç.
КОНЦЕРТ КУРМА – ШУПАШКАРА
Ăвăспÿрт Кипечри культура çурчĕн ĕçченĕсем ял çыннисен ушкăнне, вĕсем вара вун саккăрăн, Шупашкара культпохода илсе каяссине йĕркелерĕ. Çамрăксем тракторсем тăвакансен Культура керменĕнче "Çĕнĕ çулпа саламлатпăр" концерта пăхрĕç.
Хăйсен пултарулăхне Сергей Павлов, Алексей Московский, Алена Алексеева, Елена Иовлева артистсем, "Янташ" тата "Хавас" эстрада ушкăнĕсем кăтартнă. Ташă ăстисем те кăмăла хăпартса янă. Куравçăсенчен нумайăшĕ сцена ăстисемпе пĕрле юрланă, ташланă. Хаваслăх виçĕ сехете пынă. Кипечсем килĕсене питĕ кăмăллă таврăннă.
АЧАСЕН ПИЧĔСЕМ ХĔВЕЛ ШЕВЛИЛЛĔ КУЛĂПА ÇИÇРĔÇ
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай тăлăхсене тата чухăн çемьере ÿсекен ачасене Çĕнĕ çул савăнăçĕ кÿнĕ. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче вĕсем Хĕл Мучипе тата Юр Пикепе тĕл пулнă, капăр елка тавра юрласа, ташласа çаврăннă, сăвăсем вуланă.
Ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, халăха соцхÿтлĕх паракан пай ертÿçи Г.Михайлова шкулта лайăх вĕренме, çĕршыва усăллă çынсем пулса ÿсме ырлăх-сывлăх суннă. Канаш райповĕн председателĕ В.Павлов ачасене тутлă та пылак "парнесем" панă.
СĂМАХ АРХИВ ÇИНЧЕН ПЫНĂ
Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пирĕн районта республикăри архив специалисчĕсем валли вĕрентÿ семинарĕ ирттернĕ. Ăна министерствăн тĕп специалист-эксперчĕ А.Абдюшев ертсе пынă. Андрей Николаевич Канаш районĕн архив ĕçне ырăпа асăнса хăварнă, вăл лайăххисен шутĕнче пулнине пĕлтерсе канашсен кăмăлне çĕкленĕ.
Семинарта архив ĕçне мĕнле йĕркелесе пырасси çинчен пай пуçлăхĕсем В.Цыпленковăпа Т.Петрова, архив хранилищин заведующийĕ Г.Орешникова тухса калаçнă, залран панă ыйтусене хуравланă.
А. ВИТАЛЬЕВ.