13 января 2010 г.
Чăваш Енти кадетсен шкулĕсенчи тата класĕсенчи бал ансамблĕсен Георгий балĕ кăçалхипе виççĕмĕш хут пулчĕ. Унта 25 ансамбль хутшăнчĕ. Аслă асаттесен тата хальхи çынсен паттăрлăхне халалланă уяв Канашри 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулта иртрĕ.
Бал ансамблĕсем виçĕ номинацире тупăшрĕç: "Гранд-марш", "Ансамблĕн бал композицийĕ", "Бал мăшăрĕсенчен чи лайăххи". Канашри 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕренекен И.Гараевпа Ю.Кириллова кĕçĕн классенче вĕренекен мăшăрсем хушшинче çĕнтернĕ. Н.Романовпа И.Макарова аслисен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кĕçĕннисем ушкăнĕнче канашсем иккĕмĕш вырăна тухнă, аслисем хушшинче – чи лайăх ташлаканнисем. Янкăлч вăтам шкулĕнче 9 класра вĕренекенсенчен йĕркеленĕ ансамблĕн кăтартăвĕ – иккĕмĕш.
В. АЛЕКСЕЕВ.