АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТИМЛĔХ МАЛТИ ВЫРĂНТА ПУЛТĂР

01 января 2010 г.

Районти çулсем çинче транспорт хатĕрĕсен куçăмне йĕркелесе тăрассипе, вĕсене çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене вырăнти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ ирттерекен тата личнăй составăн оперативлă канашлăвĕсенче тăтăшах тишкереççĕ, çивĕч ыйтусене татса пама çирĕп мерăсем йышăнаççĕ...

Районти милицин ГИБДД уйрăмĕн пропаганда ыйтăвĕсемпе ĕçлекен инспекторĕ М.Юсупов пирĕн редакцине час-часах кĕрсе тухать, кашнинчех çĕнĕ хыпар илсе килет. Мĕнле ÿкерчĕк сăнарланать-ха пирĕн тăрăхри çулсем çинче; Йывăрлăха сирсе ярассипе еплерех йышăнусем тăваççĕ сотрудниксем; Çак тата ытти ыйту çине хурав пама ыйтрăм ăна. (Пуçлăхсем "мĕншĕн пиртен ыйтман" тесе ан кÿренччĕрех). Çул-йĕр инспекторĕсем пурте пĕр тĕллевпе – çул çинче инкек сахалрах пулччăр тесе ĕçлеççĕ-çке.

– Марат Шамилович, район территорийĕнчи çулсем çинче лару-тăру йывăррине пĕлетпĕр-ха. Çапах та хăш вырăнта инкек ытларах пулать; Мĕнпе çыхăннă çакă сирĕн шутпа; Мĕншĕн-ха аварисем чылай чухне пĕрмай пĕр вырăнта пулаççĕ;

– Чăнах та, çулсем çинчи лару-тăрăва йĕркеллĕ теме çук. Кăçал инкексен шучĕ пĕлтĕрхинчен чакрĕ пулин те ĕç-пуç çăмăлланмарĕ. Кăçал вун пĕр уйăхра 65 (пĕлтĕр – 66) авари регистрациленĕ: инкекре 18 çын (2008 çулта – 14) вилнĕ, 94 çын (85) пурнăçĕ татăлнă. Ачасем хутшăннипе пулакан инкексен шучĕ те ÿсет: 6 аварире 1 ача вилнĕ, 5 ача аманнă.

"Çĕрпÿ-Ульяновск" автотрассăн 21-мĕш километрĕнчен пуçласа 62-мĕш километрĕ таранхи лаптăкĕ пирĕн район территорийĕ урлă иртет. Аварисем те ытларах çак çул çинче пулаççĕ. "Çĕрпÿ-Ульяновск" трасса çинче пулнă 36 автоаварире 56 çын аманнă, 11 çын вилнĕ. Уйрăмах хăрушă вырăнсем Асхвапа Вырăскас Пикших (40-42-мĕш çухрăм), Кăшнаруйпа Анат Сурăм (21-22-мĕш çухрăм), Шăхасан ялĕсем çывăхĕнче. Кунта тăтăшах машинăсем çапăнаççĕ, çаврăнса ÿкеççĕ. Çапах та Асхва тата Вырăскас Пикших ялĕсен çывăхĕнчи çул лаптăкĕ чи хăрушă вырăн шутланать. Кунта транспорт хатĕрĕ çынна çапса хăварнă, таптанă фактсем час-часах пулаççĕ.

Аварисен тĕп сăлтавĕ – ку вырăнта çĕрлехи вăхăтра çутă çукки. Çул тÿрем вырăнпа иртмест, самай пысăк тăвайккинчен анса улăхмалла. Кăшнаруй, Шăхасан патĕнчи тăвайккисем те пĕчĕкех мар.

Шар куракансене те ушкăнсем тăрăх палăртма пулать: куçăм хăвăртлăхне пăсни; хирĕç килекен çул çине тухса кайни; çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни; дистанцие пăхăнманни; транспортпа ÿсĕрле çула тухни.

– Йĕркене пăсакансемпе мĕнле "кĕрешетĕр"; Тепĕр чухне самай çирĕп мера йышăнма тивет тĕр;

– ГИБДД сотрудникĕсем çулталăк пуçланнăранпа çул-йĕр правилисене пăснă 8987 çынна регистрациленĕ (пĕлтĕр – 7856), вĕсенчен 209 ÿсĕр водитель. 120 водителе 1,5 çултан пуçласа 2 çул таран транспортпа çÿремелли ирĕкрен хăтарнă, правине туртса илнĕ. 75 водителе административлă йĕркепе арестленĕ. Пĕтĕмпе 1733300 тенкĕ штраф хунă, 1235777 тенкĕ шыраса илнĕ. РФ КоАПĕн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн административлă штрафа вăхăтра тÿлесе татман 32 çынна протокол çырнă. Ку статья 15 талăка арестлеме е тÿлемен штраф суммине икĕ хут ÿстерме ирĕк парать.

Автоçулсем çинчи лару-тăрăва лайăхлатас тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем тăтăшах йĕркелетпĕр. Автотранспорт предприятийĕсенче (вĕсем районта 59) тĕрĕслевсем ирттеретпĕр (24 предписани тата 11 протокол хатĕрленĕ). "Çĕрпÿ–Ульяновск" трасса çинчи мĕн пур çул паллисене çĕрле çутă çинче ялтăртатса тăракан паллăсемпе улăштарнă. Кăшнаруй тата Вырăскас Пикших ялĕсен çывăхĕнче ГИБДДăн патруль машинин макечĕсене вырнаçтарнă тата ытти те. ЧР Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн сотрудниксен пĕр экипажĕ кашни кунах федераллă трасса çинче дежурство тăрать.

– Мĕн сĕннĕ пулăттăр эсир çула тухакансене;

– Пысăк çул çинче кăна мар, ансăр сукмакпа утнă чухне те питĕ тимлĕ пулмалла. Автотранспорт нумай çÿрекен вырăнсенче асăрхануллă пулма ыйтатăп. Çынсен хăйсен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн кăштах та пулин шутламалла ĕнтĕ. Машинăпа çула тухсан хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмалла. Çакă чылай чухне аварине лекнĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварма пулăшать.

– Марат Шамилович, калаçушăн пысăк тав сире. Çĕнĕ çулта çулсем çинче пăтăрмахсем сахалрах пулччăр.

И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика