АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАДЕТСЕН ЙЫШĔ ХУШĂНЧĔ

01 января 2010 г.

Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче раштав уйăхĕнче кадетсен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Раштавăн 23-мĕшĕнче пĕтĕм шкул кадетсене саламлама пысăк уява пуçтарăнчĕ. Хăнасем те чылаййăн килчĕç: Канаш хулин тата Канаш, Тăвай районĕсен çар комиссариачĕн ĕçченĕ А.Наймушин подполковник, районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Малов подполковник, çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист А.Павлова, РОСТОн районти комитечĕн председателĕ В.Владимиров, "Восход" ООО председателĕ В.Петров, Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Васильева, ачасен ашшĕ-амăшĕсем.

Уяв пуçланать. Тĕлĕнмелле пăлхануллă самант. Кадетсем мăнаçлă маршпа пĕр тикĕссĕн уяв линейкине утса тухаççĕ. Уявăн тĕп тĕллевĕ – кадетсен тата педагогсен коллективĕн çулталăкри ĕçне хакласси. Кунта вара çитĕнÿ сахал мар. Иртнĕ çул кадетсен класĕ республикăри нумай конкурсра малти вырăнсене йышăнчĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинче "Кĕрхи тĕрĕслевре" 2-мĕш вырăна тивĕç пулчĕç, Диплом тата кубок илсе килчĕç. "Пуласлăх горизончĕсем" проектсен конкурсĕнче экологи, хими, биологи номинацисенче 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. "Çĕршыв ывăлĕсем" обществăлла организаци регионта ирттернĕ смотр-конкурсра Калашников автоматне пĕлессипе 3-мĕш вырăн, стройпа утассипе 1-мĕш, хĕç-пăшала пĕлессипе 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Республикăра Афганистан вăрçин паттăрĕсене асăнса ирттернĕ турнирта кадетсен команди Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Антон Кудрявцев кадета "За отличную огневую выучку" тесе çырнă Хисеп грамоти пачĕç. Çавăн пекех регионта иртнĕ "Юные таланты Отчизны" Раççей конкурсĕнче Юлия Иванова кадет "Литература" номинацире 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Кадетсемшĕн чи асра юлнă вăхăт – "Зарница" тата "Орленок" вăййисене хутшăнни. Кунта кадетсем хăйсем чăнах та маттур, тавçăруллă пулнине кăтартрĕç, виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Çак çитĕнÿ çинчен А.Павлова специалист ăшшăн аса илчĕ, кадетсене Тав хучĕ тата укçа парса хавхалантарчĕ.

"Восход" ООО ертÿçи В.Петров та хăй пăлханнине пытармарĕ. Унăн ывăлĕ, 8-мĕш класра вĕренекен Алеша Петров, паянтан чăн-чăн кадет. Унпа пĕрле тата тăватă ача – Андрей Михайлов, Ульяна Михайлова, Кристина Шемякина, Екатерина Матвеева та кадетсен ретне тăчĕç, пĕтĕм шкул умĕнче тупа турĕç. Тупа сăмахĕсене йышăнаканĕ А.Наймушин подполковник пулчĕ. Ачасем пăлханаççĕ пулин те кашни сăмаха çирĕп те янăравлă калаççĕ: "...Честью и достоинством носить это звание, дорожить честью своего класса, добросовестно учиться, укреплять свое здоровье..."

Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Малов кадетсене хăйсен пултарулăхне, ăс-тăн çивĕчлĕхне, сывлăхне кунсерен аталантарма тăрăшмалли çинче чарăнса тăчĕ: "Эсир – çĕршыв пуласлăхĕ. Ÿссе çитсен сирĕн Тăван çĕршыв чиккине сыхламалла, йĕркене упрамалла. Эпир сире шанатпăр", – тесе кадетсене асăнмалăх парнесем валеçрĕ, уяв ячĕпе пылак кучченеç – тортсем тыттарчĕ. "Восход" хуçалăх ертÿçи вара кадетсене икĕ паха стенд парнелерĕ. "Кадет ятне çÿлте тытăр. Сирĕн камран тĕслĕх илмелли пур. Акă пирĕн умра Николай Федорович Гаврилов генерал-лейтенант", – терĕ Владимир Васильевич.

Уявра конкурссенче тавçăрулăхпа палăрнă, мала тухнă кадетсене Грамотăпа чысларĕç. Ачасем тунă çитĕнÿсенче педагогсен тÿпи пĕчĕк мар. Ир пуçласа каçчен шкулта учительсем ачасемпе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Сăмах май, кăçал районта ирттернĕ предмет олимпиадисенче Янкăлч шкулĕн ачисем 24 малти вырăна йышăннă. Ку педагогсем хăйсен ĕçне чунтан парăнса пурнăçланине кăтартать. Кадетсен наставникне Н. Егорова, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Н.Феофановăна тата класс ертÿçине К.Ивановăна Хисеп грамотипе чысларĕç.

С.ВАСИЛЬЕВА, шкул директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика