01 января 2010 г.
Светлана Антонова Чулкăмака ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Юратнă вĕрентекенĕсен ырă тĕслĕхне курса хĕр-упраç шкул çулĕсенчех учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă. 1983 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан тăван тăрăха таврăннă, Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче ачасене математика вĕрентме тытăннă. Ултă çул вăй хунă кунта Светлана Анатольевна. Халĕ вăл 20 çул ĕнтĕ Сĕнтĕрвăрри хулинчи пĕр шкулта ĕçлет.
Редакцире тĕрлĕ район хаçачĕсене уçкаласа ларнă май пĕр номерте "С.Антонова педагогикăри ĕç-хĕлне Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче пуçланă" текен йĕрке куç тĕлне пулчĕ. Çийĕнчех çак шкул директорĕ Михаил Яковлевич Федоров патне шăнкăравларăм.
– Аха, пирĕн ялтан вăл. Шкулта ачасене математика вĕрентетчĕ, директор çумĕ те пулнă. Питĕ ăста учитель. Мăшăрĕ те хамăр ялтанах. Килĕшÿллĕ çемье. Халĕ Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнаççĕ. Ун çинчен ырласа çырни пире те савăнтарать, – çакăн пек кĕске те уçăмлă характеристика пачĕ ентешĕ çинчен Михаил Яковлевич телефонпа йĕркеленĕ калаçура.
Светлана Анатольевнăна хулара хисеплеççĕ. Хăй малтан вĕрентнĕ, халĕ вĕрентекен ачасемшĕн, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшăн вăл ырă тĕслĕх вырăнне. Учитель ĕçне чĕри хушнипе суйласа илнĕскер, хăй пĕлÿ паракан ачасене юратупа ăшăлăх парнелет, вĕсене хастар пулма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать. Кĕскен каласан, ачасене шухăшлама вĕрентет. Вăл педагогикăра тухăçлă ĕçлеме май паракан меслетсемпе анлă усă курать, вĕрентÿ материалĕн характерне, класс хăйне евĕрлĕхне яланах шута илет. Çакă вĕрентÿ ĕçĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Светлана Анатольевна ачасен урокра, класс тулашĕнчи мероприятисенче ĕçлес интересне ÿстерес тесе тăтăшах çĕнĕ формăсем шырать. Малтан вĕреннĕ темăсем нумайлăха юлччăр тесе вĕсен тытăмне улăштарса-урăхлатса аса илÿ хăнăхтарăвĕсем хатĕрлет. Кун пек уроксем вĕренекенсене уйрăмах килĕшеççĕ. Тĕрĕс наука ачасенчен тарăн пĕлÿ ыйтать çав. С.Антонован культура шайĕ пысăккине, унăн ырă та уçă кăмăлне вĕренекенсем туйса тăраççĕ. Хăйсем те Светлана Анатольевна пек пулма тăрăшни сисĕнет, вĕренÿре те лайăх енĕпе палăраççĕ.
Учитель воспитани ĕçĕнче ачара çынлăх туйăмне, унăн кăмăл-сипет культурине, ăс-тăнĕпе тавра курăмне аталантарассине тĕп вырăна хурать. "Ачасем шкултан вĕренсе тухсан пурнăçра хăйсемех тĕрĕс çул суйласа илсе ĕçлеме пултарччăр, кирек мĕнле профессие алла илсен те пуçаруллă пулччăр тесе тăрăшатăп", – тет ăста педагог.
Светлана Анатольевна вĕрентсе кăларнă ачасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă, юратнă ĕçне тупнă. Апла пулин те класс ертÿçипе паян та туслă çыхăну тытаççĕ. Юратнă учителĕ вĕсемшĕн шанчăклă юлташ вырăнне, унпа кирек мĕнле вăрттăнлăха та, йывăрлăха та пĕрле пайлама пулать.
С.Антонова мĕнпе уйрăлса тăрать-ха; Ачасене, тĕрĕслĕхе юратнипе, тÿрĕ чунлă пулнипе, пурнăçра та, ĕçре те профессионал пулнипе, ăсталăхне ÿстерсе пынипе. Шкулти педагогсем хăйсемпе юнашар çакăн пек учитель ĕçленишĕн мухтанаççĕ.
И.АНДРЕЕВА.