АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂРĂШНИ САЯ КАЙМАСТЬ

01 января 2010 г.

Тăван çĕр туртăмĕ... Унăн пĕлтерĕшĕпе хăвачĕ чăннипех те пысăк. Тăван тавралăха, çуралса ÿснĕ вырăна юратакан, хисеплекен, асра тытакан, унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан çыншăн вăл– пурнăçра хавхалану çăл куçĕ вырăннех.

Çĕр ĕçченĕн шăпи нихăçан та çăмăл пулман, çавăнпа вăл паян кун та хисепре. Анчах самана ылмашăннă май çĕр çинче ĕçлеме манса пырасшăн, çамрăксем пушшех те, хăйсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарасшăн мар. Çапах та ялта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă йышлă ушкăнра тăван ялне аталану ĕçĕнче витĕмлĕ пулăшу кÿрекен харсăр чунлă çамрăксем пур-ха.

Сăмахăм Матьшÿ ялĕнче çуралса ÿснĕ, "Сеспельское" ООО директорĕ пулса ĕçлекен Юрий Константинов пирки. Хресчен кун-çулĕнче халиччен курман (хуçалăх çĕрĕсем сухаланмасăр, акăнмасăр юлни) йĕркесĕрлĕхпе тĕл пулни ăна çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕнме хистерĕ. Кĕске вăхăтрах уй-хирти хуçасăрлăха çĕнтерме май тупрĕ. Асăннă хуçалăх иккĕмĕш çул ĕнтĕ пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе ĕçлет, ĕç кăтартăвĕпе малтисен ретĕнче пырать.

Константиновсем тăрăшнипе таврари уйсем çум-курăкран тасалса ылтăн тырă пуссипе илемленчĕç. Хирте ĕç тухăçне ÿстерме, энергие, пурлăх ресурсĕсене перекетлеме май паракан техникăпа усă кураççĕ. Çак ĕçре "Джон-Дир", "Террион" тракторсемпе, "Кейс", "Сампо-Розенлев" комбайнсем ĕçлеççĕ. Çĕнĕ техникăна ăста механизаторсене П.Константинова, В.Тимофеева, В.Гурьева, Э.Вастерова шанса панă, тухăçлă ĕçлеме майсем çителĕклех.

Ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерме, çĕр пулăхлăхне лайăхлатма чи лайăх сортлă тырăсем акса хăварма тăрăшать, минерал удобренисемпе пĕлсе усă курать. Пур çĕре те ĕлкĕрме хăш-пĕр çынна çут çанталăк хăй хăват парать тейĕн. Ĕçне кура – хисепĕ. Юрий Николаевича ял-йыш депутата та суйланă. Пултаруллă çын кирек ăçта та палăрать. Канма та пĕлмест вăл. Никама та, нихăçан та хăйĕнчен сивĕтмест, суха туса, акса-çулса, тырă çапса парать-и – вăй-хал çитнĕ таран яланах пулăшать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕнче ыр кăмăллăх туйăмĕ уççăнах палăрать. Урă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын – йĕркеллĕ, перекетлĕ, чипер, ăслă. Юрий Николаевич сăмаха пули-пулми персе ямасть, шухăшласа калать, нумай ĕçлет. Кăмăлĕ пăсăк чухне те (камăн пулмасть ун пекки) тарăхăвне çынна кăтартмасть.

Хальхи вăхăтра Ю.Константинов Шупашкарта, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илет. Анчах та таланта нимĕнле институтра та дипломпа пĕрле памаççĕ-çке. Ăна Турă çынна çуралнă чухнех парать. Вăл халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеме, пуçланă ĕçе вара вĕçне çитерме хăнăхнă. Мăшăрĕпе Венера Валериановнăпа 16 çул пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Ĕçчен, пуян ăс-хакăллă хĕрарăм. Вăл та "Сеспельское" хуçалăхра вăй хурать. Ĕçлекенсене апатне те хăех пĕçерсе çитерет, тыр-пула виçет, кам мĕн ĕçленине çырса шутлать. "Ачасен те ĕçсĕр пурăнма юрамасть. Ĕçе чун-чĕререн юратмалла, нихăçан та ан ÿркенĕр, ан ăмсанăр, ăслă пулăр. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлăр, япалана илсен хăйĕн вырăнне хурăр", – тесе вĕрентетчĕ пире анне, – аса илет Венера Валериановна.

Ялта уçă чунлă, ĕçчен пулнăшăн хисеплеççĕ Константиновсене. Мăшăрăн пит-куçĕнче çынна тыткăнлакан ăшă кулă ялкăшать. Пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнаççĕ вĕсем. Икĕ ача – ывăлпа хĕр – çитĕнтереççĕ. Çемьере алă усса ларакан никам та çук. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

– Хальхи вăхăтра ялта тату та тулăх пурăнма майсем çителĕклех. Ÿркенмелле мар çеç. Çеçпĕл тăрăхĕнче ĕçчен те пултаруллă яш-кĕрĕм нумай. Вĕсем тăван ялтах çемье çавăрса çурт-йĕр çĕклесен ял тата та çĕнелсе илемленнĕ пулĕччĕ. Ачасене шкулта Хусанкай, Ухсай, Пушкин пултарулăхне вĕрентнипе пĕрлех çĕре юратас, хисеплес туртăма аталантарасчĕ. Ача çакна ĕмĕрлĕхе ăша хывĕ. Вара тин хăйĕн ыранхи пурнăçне, кунне тăван ялпа çыхăнтарĕ, тăрăшса ĕçлĕ.

Паянхи йывăрлăхсем хыçа юласса, аграри тытăмĕ çĕнĕрен ура çине тăрасса, ялта ăста механизаторсен йышĕ хушăнасса шанса тăратăп, – терĕ Ю.Константинов.

Мĕнех, кун-çулĕ такăр, шăпи телейлĕ пултăрччĕ вĕсен.

Ф.ИВАНОВА, Матьшÿ ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика