АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАТТУРАХ ÇАВ ПИРĔН ÇАМРĂКСЕМ

01 января 2010 г.

Çамрăксен çулталăкĕпе сыв пуллашса, Учительсен çулталăкне кĕтсе илсе Вырăскас Пикшихри культура çуртĕнче хăйне евĕрлĕ уяв иртрĕ. Çак ятпа пухăннă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа, чĕннĕ хăнасене район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев саламларĕ. Вăл вĕренÿре, пултарулăхра тата спортра малта пыракан ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнине ĕнентерекен сертификатсем пачĕ. "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти ĕçтăвкомĕн председателĕ А.Степанов ăшă сăмахсемпе пĕрле пылак çимĕç те парнелерĕ.

Районти çамрăксен çитĕ-нĕвĕсемпе паллаштаракан видеороликсем пултаруллă çамрăксен юрри-кĕввипе черетленсе пычĕç. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче – "Зарница" çарпа спорт вăййисенче мала тухнă кадетсен команди (Янкăлч вăтам шкулĕ), вĕренекенсен ĕç бригадисен республикăри фестивальне хутшăнса палăрнă Катек ачисем, агитаципе сцена программисен районти фестивалĕн призерĕсем (Вăтакас Кипеч тата Шуркасси вăтам шкулĕсен агитбригадисем).

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика