22 января 2010 г.
Пирĕн республикăра ачасем аварире аманнă фактсен шайĕ пысăк. Пĕлтĕртен пуçласа çак вăхăтчен район территорийĕнче 16 çула çитмен çамрăксем хутшăннипе 7 инкек пулнă, вĕсенче 7 ача аманнă, 2 ача пурнăçĕ татăлнă. Çул çинчи хăрушсăрлăхăн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕ ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн яваплисене чĕнсе калать:
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачасем инкеке ан лекчĕр тесен вĕсене çул çинче пулма пултаракан хăрушă самантсем çинчен каласа кăтартăр, çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине ăнлантарса парăр. Май пулсан, çул çине-мĕне тухас пулсан, уйрăмах хĕллехи вăхăтра, ачасемпе юнашар пулма тăрăшăр.
Хисеплĕ водительсем! Çулсем çинче çав тери тимлĕ пулăр. Шкул, ачасен кану вырăнĕсем, çул урлă каçмалли ятарлă вырăна çитеспе хăвăртлăха чакарма ан манăр. Мĕншĕн тесен урампа пыракан арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче пуçласа хăйсем тĕллĕн çул çине тухакансем те сахал мар. Ачасене турттармалли правилăна çирĕп пăхăнмалла.
Хисеплĕ çитĕннисем! Ачасене ырă тĕслĕх кăтартăр.
Ачасем аварине лекессине чакарас тĕллевпе январĕн 15-мĕшĕнче республикăра "Ачасем" рейд иртрĕ. Мероприяти вăхăтĕнче районти милицин ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем çул-йĕр правилисене пăснă 30 çынна тытса чарнă, икĕ шкулта ачасемпе тĕл пулу ирттернĕ.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.