АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУТ-КĂВАР НИМЕ ТЕ ШЕЛЛЕМЕН

22 января 2010 г.

Сивĕсем хуçаланнă тапхăрта электричество сечĕсен пысăк йывăрлăхпа ĕçлеме тивет. Çынсем шăнас мар тесе чылай чухне ăшăтакан хатĕрсемпе йĕркене пăсса усă кураççĕ. Çавна май пушарсем тухаççĕ. Нумаях пулмасть çак сăлтава пула Вырăскас Пикших ялĕнче вут-кăвар алхасса тухнă. Çулăм чĕлхи пĕр шелсĕр кил-çурта тата унти пурлăха тĕп тунă.

Инкек сирĕн алăкăртан пырса ан шаккатăр тесен электричество вăйĕпе уйрăмах асăрхануллă пулăр, электричество приборĕсен инструкцийĕпе тĕплĕн паллашăр, юсавсăр кабельсемпе розеткăсене кил-хуçалăхра çĕнетсех тăрăр.

Хăвăр тĕллĕн ăсталанă электричество хатĕрĕсем чылай чухне усă кÿрес вырăнне инкек патне илсе çитереççĕ. Сете çыхăнтарнă прибора тимлĕхсĕр ан хăварăр, сыхланакана Турă та сыхлать тесе ахальтен каламан-тăр.

А.ИВАНОВ, пушар хуралĕн дознавателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика