22 января 2010 г.
Иртнĕ çулта районта пĕтĕмпе 77 пушар тухнă, тăкакĕ 3496 пин тенкĕпе танлашнă (2008 çулта – 70 пушар, тăкакĕ – 2748 пин тенкĕ). Вут-кăварта 6 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 3-шĕ сусăрланнă (14 çын вилнĕ, 7 çын сусăрланнă). "Хĕрлĕ автан" ытларах чухне çынсем пурăнакан секторта – 58 (60), коллективлă садсенче – 2 (0), тата ытти вырăнсенче – 2 (1) хуçаланнă.
Мĕнле сăлтавсене пула инкек тÿсетпĕр-ха эпир; Чи малтанах вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе – 26 тĕслĕх (20), кăмакасем юсавсăррипе – 25 (13), электричество хатĕрĕсемпе йĕркене пăсса усă курнипе – 7 (13), ачасем шăрпăкпа вылянипе – 3 (5) тата ытти те.
Районта тата хулара пурăнакансем, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнăр, пĕр пĕчĕк айванлăх та пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать, кайран чавса çывăх та...
О.ОКРУЖНОВ, пушар хăрушсăрлăх инспекторĕ.