АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔЛЛЕ ЙĔРКЕЛЕÇÇĔ

22 января 2010 г.

Пĕтĕм Раççейри обществăлла патшалăх организацийĕ ДОСААФ патриотсене вĕрентсе хатĕрлессипе пысăк тÿпе хывать. Унăн историйĕ питех те пуян. 1927 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче ОСОАВИАХИМ йĕркеленнĕ. Çавна май çар кружокĕсем уçăлнă. Кружоксенче пулас салтаксем пăшалтан пеме вĕреннĕ, çар техникине тĕпченĕ, тĕрлĕрен кăткăс тактикăсене алла илнĕ. Çĕршывра çавăн пекех çар тинĕс клубĕсем те ăнăçлă ĕçлесе пынă.

ОСОАВИАХИМ йĕркеленсенех çĕршывра авиацие анлăн пропагандăлама тытăннă. Ун чухне пирĕн хамăрăн сывлăш Çар Флочĕ пулман, ăна пуçарса ямашкăн летчиксем кирлĕ пулнă. 1930 çултан пуçласа 1941 çулччен çак организаци 121 пин летчике, 27 пин планериста тата 122 пин парашютиста вĕрентсе кăларнă. Сывлăш Çар Флочĕ туса хурас тĕллев тинех пурнăçа кĕнĕ.

Аслă Аттелĕх вăрçи пынă тапхăрта ОСОАВИАХИМ организаци фронта валли 9 миллион ытла çар специалисчĕ вĕрентсе хатĕрленĕ. Хÿтĕлев обществин паттăрĕсен ĕçне Тăван çĕршыв пысăка хурса хакланă, вĕсем патшалăхăн чылай наградисене илме тивĕç пулнă.

1948 çулта ОСОАВИАХИМ хăй тĕллĕн тытăнса тăракан виçĕ пĕрлĕх çине пайланнă. Каярах СССР Министрсен Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вĕсене (ДОСАРМ, ДОСАВ тата ДОСФЛОТ) пĕрлештерсе ДОСААФ туса хунă.

1991 çултан пуçласа патриотсен обществăлла организацийĕ РОСТО (ДОСААФ) ятпа çÿренĕ. Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви кăларнă Постановленипе килĕшÿллĕн çак организацие Раççейри ДОСААФ тесе калама йышăннă.

Çавна май Чăваш Республикинчи РОСТО (ДОСААФ) организацийĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн представителĕсем çак кунсенче конференцие пуçтарăнчĕç. Черетре тăман V-мĕш канашлу район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче иртрĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе туса ирттерме конференцие делегатсем районти кашни шкултан тенĕ пекех пуçтарăнчĕç.

Кун йĕркинче ултă ыйту пăхса тухрĕç вĕсем. Унта вырăнти ДОСААФ уйрăмĕн ятне улăштарасси, Раççейри ДОСААФăн пĕрлĕхлĕ Уставĕ çине куçасси, Раççейри ДОСААФăн Канаш районĕнчи уйрăмĕн Канашне, председательне тата контрольпе ревизи комиссине суйласси тата куçакан пурлăх актне çирĕплетесси пулчĕ.

Ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн çĕнĕлĕхе делегатсем сÿтсе яврĕç, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç. Унтан пĕр шухăшлă пулса Чăваш Республикинчи РОСТО (ДОСААФ) организацийĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕнчен Чăваш Республикинчи Пĕтĕм Раççейри обществăлла патшалăх организацийĕ ДОСААФăн вырăнти уйрăмĕ туса хума йышăнчĕç. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ организацие ертсе пыма Викентий Иванович Владимировах сасăласа çирĕплетрĕç.

В.Владимиров патриотсен ушкăнне çирĕм çул ытла ертсе пырать, вăл пуçарнипе районта курсантсем хушшинче автомногоборье иртет, çуллахи тата хĕллехи биатлонсем те çамрăксене çулсеренех йышлăн пуçтараççĕ. Ăмăрту çĕнтерÿçисене Викентий Иванович ятарласа автобус тытса экскурсие музейсене илсе тухать. Çĕнĕлле йĕркеленнĕ патриотсен шкулĕ тата та хастар ĕçлесе пырасса шанас килет.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика